Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыракан the word is in our database.
пыракан (тĕпĕ: пыракан) more information about the word form can be found here.
Ҫивӗч ыйтупа Чӑвашстатӑн Елчӗк районӗнчи ертсе пыракан специалисчӗ Людмила Алексеевна Горшкова паллаштарать.

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

«Паян эпир Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ҫамрӑк яшсен ячӗсене асра тытса ӑмӑрту ирттеретпӗр. Яланах малта пыракан ҫакӑн пек ҫамрӑксенче пирӗн пуласлӑх. Сирӗн те ҫар ретне тӑма вӑхӑт ҫитӗ. Ҫакна валли вара паянах хатӗрленмелле», – терӗ Александр Степанович шкул ачисене пурнӑҫра, спортра хастар пулма чӗнсе каланӑ май.

Help to translate

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Ҫавӑнпа эпӗ ку юхӑма кӗрсе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшне тав тӑватӑп - ывӑл-хӗрне патриот воспитанийӗ парассишӗн ҫине тӑнӑшӑн, - терӗ Михаил Игнатьев присяга тытма хатӗр маттурсем ҫинчен куҫ илеймен аслисем ҫине пӑхса.

Help to translate

Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764

Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗн ертӳҫи Юлия Аланова студотрядсене республикӑри ҫул-йӗр ҫинче пыракан строительство ӗҫне явӑҫтар­ма сӗнет.

Руководитель центра молодежных инициатив Юлия Аланова предлагает вовлечь студотряды в республиканское дорожное строительство.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Уйрӑмах район центрӗнче пурӑнакан Викентий килти хуҫалӑха пӗччен тытса пыракан амӑшне час-часах пулӑшать.

Чаще всех матери, что держит одна хозяйство, помогает Викентий, живущий в районном центре.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Полицейскисем кинотеатр патне пыракан тӗп ҫула хупса хучӗҫ.

Полицейские перекрыли главную дорогу, ведущую к кинотеатру.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed