Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Унтан вӑл Кеней халӑхне курнӑ, ӑна хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: килӳ-ҫурту ҫирӗп санӑн, эсӗ чул хысак ҫине йӑва ҫавӑрнӑ; 22. анчах Каина тӗппипе аркатӗҫ, сана часах Ассур тыткӑна илсе кайӗ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Моисейпе Аарон пӗтӗм халӑха чул хысакӗ патне пухнӑ та, Моисей ҫапла каланӑ: итлӗр, пӑлхавҫӑсем, тен, пирӗн сире валли ҫак чулран шыв кӑларас?
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 8. туюна тыт та халӑха пух, эсӗ тата Аарон пиччӳ вӗсенӗн куҫӗ умӗнче чул хысакне калӑр, вара чулран шыв тапса тухӗ: ҫапла чулран шыв кӑларса халӑха та, выльӑх-чӗрлӗхе те ӗҫтерӗн, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑстайлӑн ӗҫлесе кӑкӑрлӑх тунӑ, ефод тунӑ пекех, ӑна ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тунӑ; 9. вӑл тӑваткӑл пулнӑ; кӑкӑрлӑха вӗсем икӗ хутлӑ тунӑ, тӑршшӗне пӗр шит, анлӑшне те пӗр шит тунӑ, вӑл икӗ хутлӑ пулнӑ; 10. вара ун ҫине тӑватӑ йӗрке чул лартса тухнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Синай тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне, саккун ҫырнӑ икӗ чул хӑмана аллинче тытса ту ҫинчен аннӑ чухне, Моисей хӑйпе Турӑ калаҫнӑран пичӗ ҫуталса-ялтӑраса тӑнине пӗлмен.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Унта Ҫӳлхуҫа патӗнче [Моисей] хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен; чул хӑмасем ҫине [Моисей] халал сӑмахӗсем, вунӑ ӳкӗт, ҫырса хунӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ; 20. унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Турӑ] Синай тӑвӗ ҫинче Моисейпе калаҫма чарӑнсассӑн, ӑна Хӑй пӗлтернине ҫырнӑ икӗ хӑма, чул хӑмасем, панӑ; ҫав хӑмасем ҫине Турӑ Хӑй аллипе ҫырнӑ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Арчана Эпӗ сана парас чул хӑмасене хур.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Ман патӑма ту ҫине улӑх та ҫавӑнта тӑр; сана чул хӑмасем парӑп, саккун, ӳкӗтсем парӑп, Эпӗ вӗсене сире вӗрентме ҫырнӑ, тенӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ; 5. вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай; 6. акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑраччӑр вӗсем, сехӗрленччӗр; Санӑн халӑху иртсе пынӑ чухне, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑв хӑтарнӑ ҫакӑ халӑху иртсе пынӑ чухне, Санӑн вӑю-хӑватупа вӗсем чул пек хытса тӑччӑр.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӗпсӗр авӑрсем хупларӗҫ вӗсене; тинӗс тӗпне чул пек анса кайрӗҫ вӗсем.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона [хӑвӑн пиччӳне] кала: туюна [аллуна] тыт та аллуна Египет ҫыннисен шывӗсем ҫине — вӗсен ҫырмисем ҫине, юхӑмӗсем ҫине, кӳллисем ҫине, пӗтӗм шыв-шур ҫине — тӑс, пурте юн пулса тӑрӗ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче, йывӑҫ савӑтсенче те, чул савӑтсенче те юн пулӗ, тенӗ.
Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн чухне Сепфора чул ҫӗҫӗ илнӗ те хӑй ывӑлӗн хӗрринчи ӳтне касса илсе, ӑна Моисей ури патне пӑрахса: эсӗ манӑн юнӑм каччи, тенӗ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Иаков хӑйӗн хурӑнташӗсене: чул пухӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк туса тӑратса лартнӑ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21. эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, 22. ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.