Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӗ (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
Вӗсем, Палас урлӑ каҫса, тутар ҫӑви ҫине пырса тухрӗҫ, ял хӗррипе ҫаврӑнса, Хирти Пӑвана каякан урапа ҫулӗ патне ҫитрӗҫ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мӗнле пулӗ-ши унӑн малашнехи ҫулӗ, шӑпи, ӑраскалӗ?

Help to translate

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулӗ унта пӗрре кӑна, — кӑштах лӑпланнӑ пек пулса ӑнлантарчӗ йӗкӗт.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Империализм вӑрҫи пуҫлансан иккӗмӗш ҫулхине салтак ҫулӗ ҫитнӗ Савруша та вӑрҫа илсе кайнӑ.

Help to translate

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тухӑҫран, вӗсене хирӗҫ, кӗрхи хӗвел ҫӗкленсе тухрӗ, йӑл кулса саламларӗ, ҫулӗ телейлӗ пултӑр терӗ.

Help to translate

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахӑрса-уласа пыракан тискер ҫавраҫил, ҫӳллӗ мечӗте ҫапӑнса, лӗштӗрех пулчӗ — ҫакӑнпа унӑн ҫулӗ вӗҫленчӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сасартӑк Тутар Яшми хирӗ пуҫланакан сӑрт ҫамкинчен тем ҫӳллӗш ҫавраҫил пӗтӗрӗнсе тухрӗ, уй урлӑ каҫса, тӑвалла тӑсӑлса хӑпаракан вӑрӑм урама ҫавӑрттарса кӗчӗ, ҫул ҫинчи ҫӳп-ҫапа, кантрасем ҫине типме ҫакнӑ кӗпе-йӗме, улӑм витнӗ пӳрт тӑррисене хӑй ытамне тытса илсе, таҫта хӑямата ҫити вӗҫтерсе кайрӗ, пӗр хушӑ ӗшеннӗ пек пулса, вӗсене хӑйӗн ытамӗнчен тирпейсӗррӗн сапаласа пӑрахса хӑварчӗ те, каллех вӑя кӗрсе, хӑй ҫулӗ ҫинчи ҫӗнӗ япаласене тулама пуҫларӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш сурпанӗ пек сарӑлса выртать шоссе ҫулӗ ял ҫумӗпе.

Help to translate

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ӑна «Космонавтикӑн 50 тата 60 ҫулӗ» юбилейлӑ медалӗсемпе наградӑланӑ.

Help to translate

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

— Часрах хамӑр ял ҫулӗ ҫине тухмалла.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайпа Сарри тата Ковяж Алттышпа ун ҫыннисене Шупашкар ҫулӗ ҫине тухиччен леҫсе хӑварчӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватӑ усалӗ, Усеин-Сеит, никамран малтан Атӑл леш енне — Галич ҫулӗ ҫине тухса вӗҫтерчӗ.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал ҫулӗ ҫавӑн пек ӑнӑҫсӑр-ши е вырӑс турри хӑйӗн хӑватне кӑтартать-ши, чиркӳ ҫыннисемпе ҫар ҫыннисемсӗр нимпе те чӳк ирттерме ҫук.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫуркунне, ҫуна ҫулӗ пӑсӑлас вӑхӑтра, Ахтупай арӑмне вунӑ ҫухрӑмри яла лавпа пыма хушрӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тыткӑнран таврӑнсан пӗр-пӗрне ӑнланса пӗтереймерӗҫ вӗсем, Ахтупай Хусан ҫулӗ ҫинче пӗрререн пӗрре кӳрентерчӗ те Эрнепие, арӑмӗ ӑна каҫарма пултараймарӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсем туйрӗҫ, Хусан ҫулӗ ҫинче ҫапӑҫу пырать.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен пысӑках мар утлӑ ҫарӗ ҫеҫ тусан кӑларса Хусан ҫулӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вӑхӑчӗ майлӑ мар-ҫке Мускав ҫулӗ тӑрӑх утсене ӗрӗхтерсе ҫӳреме.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пухӑннӑ халӑх часах хӑйӑрлӑ вӑрман ҫулӗ ҫинче кӑшт тусан вӗҫтерсе юлан утсем йышлӑн килнине асӑрхарӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑртӑхҫӑсем систернипе лашалли — лашапа, лаша ҫукки — ҫуран Хусан ҫулӗ ҫине тухрӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed