Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тимош та, ытла хӗпӗртенипе, хӑйне хулпуҫҫинчен аллипе ҫапать, юлташӗсене урипе тапать.Тимошка от восторга бил себя кулаками по плечам и лягал ногами товарищей.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Леня параппанне ҫапать.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Тарӑхса ҫитнӗ самантсенче Сергей протезне урайне вӑркӑнтарса ярать те ӑна халтан кайичченех, урисем кӑвакарса-ҫунса тухичченех тапать вара, ҫапать, хӗнет.
6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫат та ҫат ҫапать вӑл симӗс турачӗсемпе пит-куҫран, чуна пӑлхатса, пӗтӗм чӗререн йыхӑрса чӗнет: «Мӗншӗн кайрӑн ман патӑмран, Иван?И хлестала зелеными ветвями по глазам, и бередила душу надсадным зовом: «Зачем ушел от меня, Иван?
14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
— Санран кӑмакари пек вӗри ҫапать.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсенчен, пӗлетӗн-и, мана мӗнле сивӗ ҫапать — пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сӑрр! каять.Таким от них холодом на меня попрет, что аж всей спиной его чую!
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вите патӗнче этем пӑх-шӑкӗн йывӑр шӑрши аякранах кӳ! ҫапать.Тяжкий густой запах человеческих испражнений стеною стоял около конюшни.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Часах сывласа тултарчӗҫ те, ҫуллӑ сӑрапа сӑрланӑ стенасем, чул сарнӑ урайӗнчен сивӗ ҫапать пулин те, тарласа кайрӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗтлӗх хыҫӗнче йӑсланакан кӗрхи тӗтрере ҫӗртме тунӑ хура уйсем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, ҫил питрен вӗт ҫумӑрпа ҫапать.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Иртсе пыракан сотньӑсенчен ут тарӗпе чӗн амуницин йӳҫек шӑрши ҫапать.От проходивших сотен наносило конским потом и кислотным душком ременной амуниции.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗр урайӗнчен пӑрупа качака шӑкӗн тӑварлӑ шӑрши ҫапать, кӑмакаран купӑста ҫулҫипе хупласа пӗҫернӗ икӗ питлӗ тутлӑ читнай шӑрши варкӑшса тухать.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эсрел шухӑшласа кӑларнӑ ку буркӑна: ҫил ала витӗр янӑ пек витӗр ҫапать!
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӑлтӑрсем айӗнче вӑл шурӑ ҫунатлӑ пӗлӗтсем ҫине вӑйкӑнса пырса кӗрет те (кӑйкӑр кайӑк ҫапла, акӑша хӑваласа ҫитсе, чӑнках каҫӑртса хунӑ пӗсехипе пырса ҫапать), йӑвашланнӑ ҫӗр ҫине, хумлӑн-хумлӑн чӳхентерсе, шурӑ мамӑк тӑкать, хутора, хӗресленсе пӗтнӗ ҫулсене, ҫеҫенхире, ҫынсемпе тискер кайӑксен йӗрӗсене витсе хурать…
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӳртре ӑнланмалла мар тӗрмешӳ пырать иккен: Петро ҫул ҫине хатӗрленӗ ҫыхӑсене ҫилӗллӗн турта-турта ҫурать, шалаварсене, мундирсене, хӗрарӑмсем уявсенче тӑхӑнакан кӗпе-тумтире тӳрех урайне тыта-тыта ҫапать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав ҫилтен лашан типӗ сӑмсине тӑвар шӑрши ҫапать те, лаша, ӑна ҫӑтнӑ май, пурҫӑн пек йӑлтӑркка тутипеле чӑмлать, ҫилпе хӗвелӗн тутине сиссе илсе, кӗҫенсе ярать.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тути ун типӗ, хытӑ, ҫӑварӗнчен суханпа ҫӑмарта хӗрӳлӗхӗн уҫӑ шӑрши ҫапать.Губы у нее были сухи, жестки, пахли луком и незахватанным запахом свежести.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сылтӑмалла, сулахаялла ҫапать.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Калединран арҫын тарӗн уксус пек йӳҫек шӑрши ҫапать.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫатӑрах чӗпӗтекен сивӗ сывлӑшран сӗтеклӗ улма-ҫырла шӑрши ҫапать.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.