Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе пӑхать те упа, хыр йывӑҫҫи ҫинче вӗлле ларнине курах каять, вӗлле айӗнче вӗренпе ҫыхнӑ яп-яка пӗрене ҫакӑнса тӑрать; анчах Мишӑна пӗрене кирлӗ мар.
Упапа пӗрене // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 24–25 с.
Шлюпка ҫыран ҫумӗнченех ишет, Аян пуҫӗ тӑрринче туратсен маччи ҫакӑнса тӑрать.Шлюпка придвинулась к берегу, своды ветвей повисли над головой Аяна.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аян алли, хӑй ӑнланмасӑрах, ҫӗҫҫи ҫакӑнса тӑракан пиҫиххи патнелле туртӑнчӗ, вӑл хытах чӗтрет, вӑл юнав-хӑратупа тилӗрӗвӗн пуҫа ҫавӑракан кӗвӗ юхӑмне путнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӳрт тӑррисенчен ҫакӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисем ирӗлсе кӗскеле пуҫланӑ, пӑт-пат! чӑнк-чанк! шӗп-шеп! туса, пиншер тумлам ҫӗре тӑкӑнать…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— А-э-э-э, эс мана сутма-и! — пӗр-икӗ чалтлаттарса сиксех алӑк патне ҫитсе тӑнӑскер, хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ Калюков, ҫавӑнтах пӗрре Ехрем еннелле, тепре кӑмака хыҫнелле тӗллемесӗрех пере-пере ячӗ те ҫенӗке сирпӗнсе тухрӗ, хӑлӑпран ҫакӑнса тӑракан ҫӑрана илсе, алӑка тул енчен ҫаклатса хучӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кунта килӗр, кунта! — кӑшкӑрса ячӗ Телегин, ӳкесрен алӑк уратинчен хӑрах аллипе ҫакӑнса.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Анчах йӳле янӑ сӑран пиншак айӗнче чӗн пиҫиххирен ҫакӑнса тӑракан тулли капур ҫынни ку пеме те, эппин, вӗлерме те пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑмака хыҫӗнче тата Сӑпани хаклӑ йышши юпӑнчӑ ҫакӑнса тӑнине асӑрхарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл тӑчӗ те халӗ ӗнтӗ мӗскӗннӗн курӑнакан кашкӑр виллисене пӑхса илчӗ, унтан пиҫиххирен патрон сумкипе юнашар ҫакӑнса тӑракан сунар ҫӗҫҫине салтса вӗҫертрӗ те юнашарах ҫӗр алтма тытӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вите пӗрре кӑна та самаях тӑсӑкскер, унта ӗнепе пӑрушӗ тата вӗт-шакӑр выльӑх кӑна мар, лаша та пур пулас, мӗншӗн тесен лупасайӗнче урапа ларать, ут хатӗрӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, стена ҫумне ҫуна та тӑратса хунӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ахальтен мар унта ҫакӑн пек пуриншӗн те паллӑ анекдот ҫӳрет: стена ҫинче Гитлер портречӗ ҫакӑнса тӑрать-мӗн.Недаром там ходит всем известный анекдот: на стене висит портрет Гитлера.
Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.
— Ну! — терӗ те Калюков Хуснутдиновӑн пӑтара ҫакӑнса тӑракан сӑран пиншакне вӑтӑрса илчӗ, хуҫине персе пачӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йӳле янӑ та кӑкӑрӗнчен хӗрес мар, турӑ сӑнне ӳкернӗ тӑваткал медальон ҫакӑнса тӑрать…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Мӗскер? — сиксе тӑчӗ милиционер, ҫавӑнтах стена ҫинче капурта ҫакӑнса тӑракан револьверне ярса тытрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпир шухӑшласа пӗтӗмлетнӗччӗ ӗнтӗ: сана е орангутанг ҫисе янӑ, е эсӗ ҫакӑнса вилнӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Пуҫ тӑрринче ҫакӑнса, тӳпене хупласа хурса ешӗллӗхӗн чӗрӗ пуставӗ купаланнӑ; кайӑксем тӑрлата-тӑрлата вӗҫеҫҫӗ, йӗпсем тӑрӑнса тулнӑ, пиҫсе ҫитнӗ пысӑк ҫимӗҫсем сап-сарӑ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӑл ирӗн телейлӗ капӑрлӑхне, ҫап-ҫутӑ туратсен хушшинчи ҫыран хӗррине, йӑлтӑртатса выртакан кӑвак инҫете тӗлӗнсе сӑнать; горизонт ҫийӗн, ҫав вӑхӑтрах унӑн ури тӗлӗнче те, шӗшкӗ ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Пӑталанӑ Христоса ӳкернӗ картина ҫакӑнса тӑракан стена ҫумне пукан лартса Грэй ун ҫине тӑчӗ те Ҫӑлавҫӑн юнпа вараланнӑ аллисенчен пӑтасене туртса кӑларчӗ, кӗскен евитлес тӗк — вӗсене маляртан вӑрланӑ кӑвак сӑрӑпа сӑрласа хучӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Грэя малтан туса хатӗрленӗ уҫӑмлӑ планпа ӗмер ӗмӗрлеме, ҫемье чысне вараламасӑр вилме, ҫакӑн хыҫҫӑн вара портрета куҫса стена ҫинче ҫакӑнса тӑма пӳрнӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.