Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте ӗнтӗ халь вӑл юратакан питӗ телейлӗ, тунсӑх таранччен телейлӗ этем пулнине ӑнланса илчӗҫ; вӑл мӗнле кулкалани, пӑхни, хускалкалани — пурте-пурте халтан яракан телей ҫинчен каларӗҫ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тухтӑр ҫак сӑмахсене виртлешнӗ пек хӑйсен пациенчӗсен асапӗпе вилӗмне ҫӑмӑллӑнах пӑхса ирттерсе яракан тухтӑрсем пек хӗрхенме пӗлменле каласа хучӗ.
XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Герцеговинӑ шӑпах тӗрӗксем ҫавӑрса илнӗ пӗтӗм ҫӗршывсене вут тӗртсе яракан хӗлхӗм пулать, тесе Горчаков хӑй каланӑ.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Гинка инке, Юрданӑн качча кайнӑ хӗрӗ, начар теме те ҫук-ха хӑйне, ытла шапӑлти, ӑсран яракан хӗрарӑм, хӑйӗн йӑваш упӑшкине кирлӗ чух хӗнеме те пултараканскер, пуҫтарӑннӑ хӑнасене шӳтле-пӳтле сӑмахпа йӑпатса, ывӑна пӗлмен чӗлхине енчен енне вылятса тек шапӑлтатать.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Юрдан Диамандиев ҫулланнӑ ҫын ӗнтӗ, ялан чирлӗ, салху та ҫиллесскер, вӑл шӑпах «чорбаджи» сӑмах ятне яракан пуян пӑлхарсен ушкӑнне кӗрет.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗнни кунта маншӑн ҫав: сирӗншӗн ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа яракан ҫынсем ҫеҫ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Теветкеллекенӗн выляса яракан билет тухсан та хӑраса ӳкмелле мар.Кто идет на риск, должен быть готов не моргнуть, если вынется проигрыш.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Опиум ҫиекен ҫынсем ҫинчен яракан юмаха пӗлетӗн вӗт: вӗсен опиум ҫиес кӑмӑлӗ ҫулсеренех ӳссе пырать.«Знаешь эти сказки про людей, которые едят опиум: с каждым годом их страсть растет.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна медицинӑра ӗҫлеме шутланӑ тата хӑй унта ӗҫлеме пултарнине туйса илнӗ хыҫҫӑн — ун ятне яракан япаласем хыҫҫӑн — мана халӗ пурин ҫинчен те калама ҫӑмӑл ӗнтӗ: ыттисем ӑна халӑх умӗнче ҫав териех сиенлеме пултараймаҫҫӗ.
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тата ҫакӑн пек сас-хура пулнӑччӗ: вырӑс ҫынни, ҫамрӑкскер, помещик пулнӑскер, XIX ӗмӗрти чи пысӑк мыслитель, ҫӗнӗ философие пуҫласа яракан нимӗҫ патне пынӑ та ӑна ҫапла каланӑ: «Манӑн 30.000 талер укҫа пур; мана 5000 ҫеҫ кирлӗ; ыттине эпӗ манран илме ыйтатӑп» (философ питӗ чухӑн пурӑнать)
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫавӑнпа та малтанхи шухӑша сирсе яракан прогрессистсем тупӑннӑ: — «Тен, нимӗнле ҫын та пулман пуль?
I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Е тимӗрҫ лаҫҫинче кӑмрӑк ҫук, е пахчана шыв яракан машина ҫӗмӗрӗлет, е пӗри пӗр-пӗр нушапа килет, е тепри сӗтӗрӗнсе ҫитет.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нӳрӗ сывлӑшра ҫуркуннен чуна хускатакан техӗмлӗ шӑрши сисӗнет: ҫӗртен пусӑхнӑ шӑршӑ кӗрет, анкартисенчен ҫӗрӗшнӗ сывлӑш ҫапать, садсем эрех шӑршипе тулса ларнӑ, ҫатан картасем ҫумне тапса тухнӑ ем-ешӗл ҫӗнӗ курӑкран ӳсӗртсех яракан ҫав тери чечен, уҫӑ шӑршӑ сӑмсана кӳ те кӳ пырса ҫапать.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах пӑлхантаракан, ӳсӗртсе яракан кӑсӑклӑх чунсене пурпӗр ун патнеллех туртӑнтарнӑ та ӳт-пӗве пурпӗр ун ирӗкнех панӑ.Но волнующее, опьяняющее любопытство влекло к ней души и отдавало во власть ей тела.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ку — коммунист ятне яракан хӑтлану!
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ятарласа яракан юланутлӑ ҫынсем кашни кун пекех килсе ҫӳреме пуҫларӗҫ, анчах халӗ ӗнтӗ ҫурҫӗр тӗлӗнче мар, шуҫӑм килеспе, ҫурҫӗр иртсен виҫӗ-тӑватӑ сехетсенче килеҫҫӗ, кусем малтанхи ҫынна янӑ ҫӗртен мар, инҫерех вырӑнсенчен килеҫҫӗ пулас.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӑпах ҫак вӑхӑтра вара хӑлхасене ҫурса яракан кӑшкӑрашу тапранса кайрӗ.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдовӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх куҫӗсене ӑшӑтса яракан телейлӗ кулӑ чупса иртрӗ, тути хӗррисене тем пекех сиввӗн шӑртлантарса тытма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймарӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр виҫӗ уйӑхран, Кривая Музга ҫывӑхӗнче граната ванчӑкӗпе ҫӑмӑл суранланнӑ Андрей сурансене ҫыхса яракан пунктра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ станичникрен ҫакна пӗлчӗ: Подтелков отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Гремячий Лог хуторӗнче шурӑ казаксемпе ҫав хуторти ҫынсем Андрей хӗрлисем патне тухса кайнишӗн тавӑрас шутпа, унӑн арӑмне ҫав тери тискеррӗн иртӗнсе мӑшкӑл тунӑ, ҫакна хуторта пурте пӗлнӗ, вара Евдокия, ирсӗр мӑшкӑла тӳсеймесӗр, хӑй ҫине хӑех алӑ хунӑ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959