Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурне те этеме пӑхӑнтарнӑ пулсан, апла ӑна пӑхӑнтарманни нимӗн те ҫук.Когда же покорил ему все, то не оставил ничего непокоренным ему.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, 5. Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; 6-7. Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Епископ, ӗненекенсен ушкӑнне йӗркене кӳрсе тӑрас ҫын, пӗр айӑпсӑр пулмалла, вӑл чӑрсӑр, ҫиллемес, ӗҫкӗҫӗ, ҫапӑҫакан, мула хапсӑнакан ҫын пулмалла мар, 8. иртен-ҫӳрене хапӑллакан, ырра юратакан, таса шухӑшлӑ, тӳрӗ, Турра юрӑхлӑ пурӑнакан, чаруллӑ, 9. чӑн сӑмаха епле вӗрентнӗ, ҫапла уяса тӑракан ҫын пулмалла, унӑн тӗрӗс вӗрентсе ӳкӗтлеме те, хирӗҫ пыракансене питлеме те пултарас пулать: 10. пӑхӑнманнисем те, вырӑнсӑр калаҫакансем те, ултавҫӑсем те нумай, уйрӑмах ҫавӑн пек ҫынсем ӳт кастарнисем хушшинче нумай, 11. ун пеккисен ҫӑварне чармалла: намӑса пӗлмесӗр мулшӑн тӑрӑшнипе вӗсем кирлӗ мара вӗрентсе этеме килӗ-килӗпе пӑсса пӗтереҫҫӗ.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пуяс теекенсем улталанаҫҫӗ, танатана лекеҫҫӗ; сиен кӳрекен темиҫе тӗрлӗ ухмах непсӗ хыҫҫӑн каяҫҫӗ; ҫавсем этеме инкек кӳреҫҫӗ, пӗтереҫҫӗ.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак сӑмаха хисепе хуман ҫын этеме мар, пире Хӑйӗн Таса Сывлӑшне панӑ Турра хисепе хумасть.8. Итак непокорный непокорен не человеку, но Богу, Который и дал нам Духа Своего Святаго.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпир аташса е усал шухӑшпа, е улталаса вӗрентместпӗр; 4. Турӑ пире сӑнаса пӑхрӗ те Хӑйӗн Ырӑ Хыпарне шанса пачӗ, эпир ӑна этеме юрасшӑн каламастпӑр, хамӑр чӗремӗре пӗлсе тӑракан Турра юрасшӑн калатпӑр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ман шутпа, ҫак йывӑр пурӑнӑҫра этеме халь мӗнле пур, ҫавӑн пек юлни аванрах.26. По настоящей нужде за лучшее признаю, что хорошо человеку оставаться так.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫылӑх йышлӑланнӑ ҫӗре Турӑ тивлечӗ тулӑххӑн киле пуҫланӑ: 21. ӗлӗк этеме ҫылӑх ҫӗнтерсе тӑрса ӑна вилмелле тунӑ пулсассӑн, халӗ ӗнтӗ этеме Турӑ тивлечӗ тӳрре кӑларса Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ырӑ Хыпар этеме Турӑ умӗнче мӗнле тӳрре тухмаллине уҫса пырать: Хыпарта Турӑ тӳрӗлӗхӗ курӑнать, ӑна ӗненӳ урлӑ ҫеҫ тупма пулать, вӑл ӗненӳ патне илсе пырать.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир чӗлхепе Турра, Аттемӗре, мухтатпӑр, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ этеме те чӗлхепех ылханатпӑр; 10. мухтасси те, ылханасси те ҫав чӗлхе-ҫӑвартанах тухать.
Иак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унсӑр пуҫне урӑх никам та ҫӑлас ҫук; тӗнчере этеме панӑ ятсенчен пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук, тенӗ.12. ибо нет другого имени под небом, данного человекам, которым надлежало бы нам спастись.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл вара вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса пӑхнӑ та Петра чарса лартса каланӑ: кай ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Турра кирли ҫинчен шухӑшламастӑн, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара Петр енне ҫаврӑнса каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакна курсассӑн тӗлӗнсе-хӑраса кайнӑ халӑх этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.8. Народ же, видев это, удивился и прославил Бога, давшего такую власть человекам.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
62. Вӑл этеме пултарнӑ та ун ӳчӗн варрине чӗре хурса панӑ, этем ӑшне чун-чӗм, пурӑнӑҫ, ӑстӑн 63. тата Пурне те Пултаракан Туррӑн — пурне те пултарнӑ, ҫӗрӗн курӑнман вырӑнӗсенче пытарӑнса тӑраканнине куракан Туррӑн — сывлӑшне хывнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Этемӗн тепӗр этеме курас килӗ, унӑн сассине илтес килӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн хулара пурӑнакансенчен вунӑ ҫынран ытла мар тӑрса юлӗ, ялсенче пурӑнакансенчен пӗр иккӗн юлӗҫ, вӗсем чӑтлӑх катара, ту ҫурӑкӗнче пытанса пурӑнӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ мана: «ман куҫҫулӗм ҫӗр куҫҫулӗ пек мар, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хамӑн варта хурланса йӑтса ҫӳренӗ, асапланса ҫуратнӑ чуна ҫухатрӑм, 13. ҫӗрӗн вара йӗрки ҫапла: ун ҫинче хальхи йыш ҫухалать те, ҫавӑн чухлех ҫӗнӗ йыш килсе тӑрать» тесессӗн, 14. калӑп сана: эсӗ асапланса ҫуратнӑ пекех, ҫӗр те хӑйне Пултаракана хӑйӗн ҫимӗҫне — этеме — асаппа парать.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ этеме пӗтерес темен, 60. анчах вӗсем хӑйсене Пултараканӑн ятне чыссӑра кӑларчӗҫ, хӑйсем валли малтанах пурӑнӑҫ Хатӗрлесе хуракана тав тума пӗлмерӗҫ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Анчах та этеме, — Эсӗ ӑна Хӑвӑн аллупа пултарнӑ, вӑл Хӑвӑн евӗрлӗ пулнӑран Эсӗ ӑна Хӑвӑн сӑнару тетӗн, Эсӗ ун валли пӗтӗмпех туса панӑ, — ҫӗр ӗҫлекенӗн вӑрлӑхӗ вырӑнне хуратӑн-им?
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.