Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутланӑччӗ (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
— Мӗн шутланӑччӗ эпӗ?

— Ведь я что думал?

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ҫапла шутланӑччӗ эпӗ: Кубане каятӑп та акӑ пӗр-икӗ ҫӗр тенкӗ ҫатлаттарса илетӗп, тенӗччӗ, — шабаш, улпутӑм!

Думал было я: вот, мол, на Кубань-то пойду, рублев два ста тяпну, — шабаш! барин!..

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Маша паян Санькӑпа калаҫса пӑхатӑпах тесе шутланӑччӗ ӗнтӗ.

Маша решила, что она сегодня обязательно поговорит с Санькой.

11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ саншӑн иксӗмӗр пӗрле пулнинчен ытла телей ҫук пуль, тесе шутланӑччӗ.

— Я думала, что для тебя нет больше счастья, как побыть со мной.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл пулас туй ҫинчен Захара хӑй пӗлтерме шутланӑччӗ, вара Захар савӑннипе кӑшкӑрса янӑ пулӗччӗ, унӑн урисем умне ӳкӗччӗ.

Он вспомнил, как торжественно хотел он объявить об этом Захару, как Захар завопил бы от радости и повалился ему в ноги.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпӗ хам та сирӗнпе канашласа пӑхма шутланӑччӗ.

Я сам подумывал посоветоваться с вами.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑҫал корона илмелле-ҫке; лайӑх ӗҫленӗшӗн награда пама тӑратаҫҫӗ пулӗ, тесе шутланӑччӗ, анчах халӗ ҫӗнӗ должнӑҫа кӗтӗм: икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ юрамасть…

Еще нынешний год корону надо получить; думал, за отличие представят, а теперь новую должность занял: нельзя два года сряду…

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун йыхӑрӑвне хистесе чӗнчӗ теме ҫук-ха, ҫавӑнпа эпӗ хирӗҫлемех шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах Олеся мана хӑй енчен юлташла ҫав тери ӑшшӑн кулса чӗререн ыйтрӗ те, эпӗ ирӗксӗрех килӗшрӗм вара.

Нельзя сказать, чтобы ее приглашение отзывалось особенной настойчивостью, и я уже было хотел отказаться от него, но Олеся, в свою очередь, попросила меня с такой милой простотой и с такой ласковой улыбкой, что я поневоле согласился.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Эп Сире боцман тесе шутланӑччӗ, эсир адмирал иккен.

— Я вас считал боцманом, а вы адмирал.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ун чухне те Кронштадт борчӗн тӗп инженерӗ ҫав броненосецсене дока кӗртме май ҫук тесе шутланӑччӗ.

Тогда тоже главный инженер Кронштадтского порта считал это невозможным.

Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Хам та ҫавӑн пекех шутланӑччӗ.

— Как я и думал!

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ҫаплах шутланӑччӗ.

— Вот и все.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Арҫын ачасем пӗр-пӗрне ал панӑ чух ҫапла ҫирӗппӗн чӑмӑртаҫҫӗ тесе шутланӑччӗ вӑл.

Почему-то она всегда думала, что парни при встрече или при расставании жмут руки изо всех сил.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пурнӑҫ пӗтрӗ тесех шутланӑччӗ эп.

Мне уже показалось, что все, настал мой конец.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ эсӗ ӗмкӗче маннӑ пулӗ, тесе шутланӑччӗ.

А я-то думала, что ты от ганьки давно отвык.

X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ ҫав карточкине каллех енчӗкне чикме шутланӑччӗ, анчах темле туйӑм мана чарса тӑчӗ.

Я уже совсем собралась сунуть фото обратно в кисет, но странное чувство остановило меня.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗркунне хамӑр таврӑнӑпӑр та пӗчӗк Петьӑна Дарья Тимофеевнӑпа пӗрлех — ҫапла чӗнетчӗҫ няньӑна — Мускава илсе кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ.

Решено было, что мы вернёмся осенью и заберём маленького Петю вместе с Дарьей Тимофеевной — так звали няню — в Москву.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ун чухне чунӑмпа темле вӗҫенкайӑк пек вӗҫӗп тесе шутланӑччӗ, анчах та эпӗ кресло ҫинче лӑп та шӑп ҫӗр ҫинчи пекех лартӑм.

Тогда в глубине души мне всё-таки казалось, что я полечу, как птица, а я сидел в кресле совершенно так же, как на земле.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сана Туркестанта пурӑнать тесе шутланӑччӗ.

— Я думал, что ты в Туркестане живешь.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Бубенчиковсемпе калаҫма тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ, сӑмахсем те суйласа хунӑччӗ, анчах та кун пек чухне ӑҫтан калаҫса тӑратӑн-ха.

Я хотел представиться Бубенчиковым, у меня была даже заготовлена первая фраза, но при таких обстоятельствах это показалось мне невозможным.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed