Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылайччен the word is in our database.
чылайччен (тĕпĕ: чылайччен) more information about the word form can be found here.
Чылайччен пӗр-пӗрне ҫӗнтереймерӗҫ вӗсем.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайччен аппаланчӗҫ вӗсем ҫапла.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усеин-Сеита, ӑна пӗчӗк ача пек астаракан тутар княҫне, Мускав тулашне хӑваласа ячӗ, «шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗпе» чылайччен ҫыру ҫӳретрӗ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан хуҫа пӗр-пӗр ӗҫпе картишне тухасса чылайччен сыхларӗ, ыйтса та пӑхрӗ унран.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыва ытараймасӑр салтӑнчӗ, ӗхлетсе пӗве хыҫне сикрӗ, чылайччен ишсе ҫӳресен тин тумланса яла кайма хатӗрленчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуларан тухсан Сарри чылайччен сиккипе пычӗ.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та хан вӗсен куҫне те пулин савӑнӑҫлӑ ҫын пек курӑнас тесе йӑл-йӑл кулкаларӗ, такама саламланӑ пек, чылайччен аллине сулкаласа утрӗ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗмре такама кӗтнӗ пек, чылайччен тӑчӗ мӑрса чӳрече умӗнче.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каяс умӗн чылайччен иккӗленсе тӑчӗҫ: хытӑскер, ытла хаклӑ ыйтма пултарать.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллакан ҫынна урӑх тӗл пулмарӗ вӑл, ун вырӑнне леш енчен каҫакан стариксемпе чылайччен пуплесе тӑчӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла чылайччен мӑкӑртатнӑ хыҫҫӑн юмӑҫ Эрнепие каллех алӑран тытрӗ, каллех алӑ тымарӗсене тӗрӗслерӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем вара чылайччен чӗмсӗр ларчӗҫ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пынӑ чух юмӑҫ патӗнче ҫын пурччӗ, ҫавӑнпа Эрнепин чылайччен картишӗнче кӗтсе лармалла пулчӗ.

Help to translate

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утсене чылайччен юрттарсан вӗсем Ахматек юлан учӗсене хӑваласа ҫитрӗҫ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылайччен хистесе тӑчӗ мӑрса Туринкене, Кӑрмӑша тухса кайиччен унран мӗн те пулин ҫӗнни пӗлсе юлма тӑрӑшрӗ, лешӗ хӑйӗн сӑмахӗнчен тухмарӗ, ырри-усаллине нимӗн те каламарӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑссене тӗл пулнӑран хӑпартланса кайнӑскер, Северьян вӗсемпе чылайччен калаҫрӗ, вӗсем ку таврана ӑҫтан килнине те ыйтса пӗлчӗ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайбулка текен шыв хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫине кӗрсе вӗсем унти ӑстасем мӗнле ӗҫленине те чылайччен сӑнаса тӑчӗҫ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша чунне уҫӑлтарса чылайччен йӗри-таврана, унтан пӗр вӑхӑт йӑлӑм вӑрманӗ еннелле пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗсем аякка кайнине пӑхмасӑр чылайччен тапранмарӗҫ вӗсем.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed