Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиксе (тĕпĕ: чик) more information about the word form can be found here.
Ун чух унран эс хӑтӑлаймӑн, Асам айне чиксе пуҫна.

Help to translate

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗр клуб тума тытӑнтӑн пулсан, кулянса пӗтетӗн: мӗнпур укҫана чиксе хума лекет.

Help to translate

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫӑм тапакан арман лартас терӗмӗр — мӗнпур укҫана чиксе хурас пулать, — радиоузел лартма ӗмӗтлентӗмӗр — каллех вӑй нумай кирлӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каччӑ «юрӗ, эс каланӑ пек пултӑр, ниҫта та каймастӑн» тенӗ евӗр пуҫне чиксе итлерӗ, ҫапах та хӑй шутласа хунинчен пӗр утӑм та чакмарӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сунара кайнӑ чухне вӑл сумкӑна мулкач вилли чиксе каятчӗ, килнӗ чухне вара ӑна, мулкач тытрӑм тесе, пилӗкри пиҫиххийӗйчен ҫакса таврӑнатчӗ.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара чиксе кӑларнӑ пек пулать.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кирлӗ мар теме те ҫук ӑна, ҫапах та тӑхтамалла-ха станци валли вуншар пин тенкӗ укҫа чиксе хума.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ывӑл маттуртарах пулӗ, — ҫырӑва тирпейлӗ кӗсйине чиксе хучӗ Назиб.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑхма шывӗ сивӗ пек, алла чиксе пӑхатӑн та — пӗрре те сивӗ мар, килте пит ҫунӑ пулсан та, тепре ҫӑвӑнас килет.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫапла унта, Орел патӗнче, — терӗ Назиб мучи хастаррӑн, вара ҫыруне каялла картус ӑшне чиксе хучӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир варлисем патне чиксе ярӑр ӗнтӗ, пире чечексӗр те юрӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та пӗр ҫыруне вӑл ҫурмарӗ, ҫине-ҫине темиҫе хут вуласа тирпейлӗн шалти кӗсйине чиксе хучӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ывӑлӗнчен ҫыру илсен, ӑна Хаят инке Кӗтерне инке патне чиксе килет.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, хӗрарӑм кӑмӑлӗ иккӗллӗ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрӗ, ӑна уҫма тӑчӗ, анчах Марине яхӑнне те ямарӗ, хӑй аллипех ӑна Сехре кӗсйине каялла чиксе лартрӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан сухалӗпе ҫӳҫне кӗскетсе касса якатрӗ, мунча кӗрсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнчӗ, урине пӗҫ тӗп таран хура ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ, вара, ҫур литр эрех чиксе, тӑвалла утрӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тем тӑвас, те вулаттарас? — терӗ Укахви, иккӗленнӗ пек, ҫапах та хӑй хӗве чиксе килнӗ ҫырӑва хыпашларӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Картари качаки, вӑл таврӑннине сиссе, урамри пӗтӗм ҫын илтмелле ҫухӑрать, пуҫне вӗрлӗк хушшине хӗсӗнмеллех чиксе лартса, хуҫи курӑк парасса кӗтет.

Help to translate

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мана ӑна киле илсе ҫитермех пӳрнӗ иккен: госпитальте сестрасене хутаҫ ҫӗлеттертӗм те хам пуҫелӗк айнех чиксе хутӑм.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Васкаварлӑ ҫырнӑ ҫырусене Михала тутӑрпа тирпейлӗ чӗркерӗ те тарантас ларкӑҫӗ айне чиксе хучӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нухайсенне тахӑшӗ лашине чиксе пӑрахнӑ, тата укӑлча патӗнче халӗ те пӗр аскер вилли выртать.

Help to translate

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed