Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел ҫинче хулӑн каснӑ ҫӑкӑр чӗллисем, хӑвӑл сухан, турӑх чашӑкӗсем.На столе толсто нарезанные ломти хлеба, пучки зеленого лука, чашки с турыхом-варенцом.
Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Лешсем халь ҫӗнӗ кӗрӗксемпе, кӑҫатсемпе, хулӑн тутӑрсемпе те (хӑйсем те юр-вар ҫисе ҫуталнӑ), ҫынсем вӗсем ҫине пӗрремӗш хут курнӑ пек тӗлӗнсе те ӑмсанса пӑхаҫҫӗ.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Урайне вӗсем хулӑн кӗҫҫе сарчӗҫ.
Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӑмарта пек чӑмӑр кӗлетке те ҫинҫе пилӗк, ҫӳллӗ кӑкӑрсем те хулӑн ҫивӗт.Ее ладная фигурка, толстая черная коса так и мелькают по избе.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хулӑн ҫивӗтне хӗр сӑхманӗ ҫине кӑларса янӑ та, унӑн вӗҫӗ пилӗкӗнчен иртет.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Округ пуҫлӑхӗн помощникӗ те пӗчӗк ҫын мар, анчах хулӑн, тӗреклӗ, патвар.
Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чи малтан тӳпене шӑналӑк пек карса илнӗ хулӑн пӗлӗтсем вӑранаҫҫӗ.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӑхӑр-ха эсир: тырӑ миххи пек кӗске те хулӑн ҫын картиш варрине ҫӗре ларнӑ.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Элексантӑр атте» — лутра ҫын, хулӑн кӗлеткипе, пӗвӗ-сийӗпе, тӑртаннӑ пек курӑнакан кӳпшек пичӗпе карчӑка аса илтерет.
Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сарӑ ҫӳҫне пушшӑн ҫеҫ явкаласа янӑ та, хулӑн ҫивӗт вӗҫӗ аркӑ ҫинчен ҫӗрелле усӑнса тӑрать.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Нумай пулмасть, — чӑнах та кулӑн, — Санпа эп пултӑм тӗлӗкре: Кун янкӑр пек, унтах тӗтре; Такам ӳлет: сасси пит хулӑн.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Калуш тенӗрен вӗсем пӗр-пӗрин урисем ҫине пӑхрӗҫ — пӗрин уринче те калуш ҫук, кун сивӗ мар пулин те, иккӗш те хулӑн ҫӑматӑ тӑхӑнса янӑ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Эпӗ пулсан, хӑраса тӑрас ҫук! — терӗ хӑюллӑн паҫӑрхи хулӑн сасах.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Нилов тимӗрҫӗ председатель чарса та чараймасть, вӑл хулӑн сассипе кӗрлесе кӑна ларать:
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Вот, ку лайӑх! — терӗ Тутаркасра тимӗрҫӗре пурӑнакан Нилов, ҫав тери хулӑн саспа пӗтӗм пӳлӗме янратса.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрсем ҫав тери ҫинҫе саслӑ, арҫынсем хулӑн саспа ӑмӑртмалла «Тухать-и те тухмасть-и» юрра тӑсаҫҫӗ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗрне вӑл ҫийӗнчех палларӗ, анчах каччине аран-аран уйӑрса илме пултарчӗ, — сӑнӗнчен мар, хулӑн сассинчен.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анушка аллине хулӑн кӗнеке тытнӑ та ӑна сирет те сирет.
VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Малти ретре ларакан Табай князь ура ҫине тӑрать, пурне те чыслӑн пуҫ таять те хулӑн сассипе каласа хурать:
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.