Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлетӗр-и, лаша туяннӑ хыҫҫӑн кирлӗ пек япаласене илсе тултартӑмӑр та — спиртпа вӗретмелли кофейник туянтӑмӑр, вак-тӗвек япаласем те чылай туянма лекрӗ, — укҫа пӗтсе ҫитрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, хӑйӗн юлташӗ ҫинелле пӑхса, — ҫапла, каялла кайма тӳр килсе тухсан, хамӑр та пӗлместпӗр ӗнтӗ, мӗн тумаллине.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Мӗнле-ха апла, каялла кайма тӳр килсе тухмасть-и-ха сире? — ыйтрӗ поручик.— Как же, вам, может, назад придется ехать? — спросил поручик.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Пурӗпӗр, — мӑкӑртатса илчӗ ҫула кайма тухнӑ салтак, кӗпӗрленсе тӑракан урапа кустӑрмисем хушшипе утнӑ май; — каҫ тума, ман хамӑн та арбуз туянма тӳр килет пулӗ, ав мӗн калаҫаҫҫӗ ҫынсем.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак лавсене пула Козельцов поручикӑн ирӗксӗрех тытӑнса тӑма тӳр килчӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Офицер повозкин чарӑнса тӑма тӳр килчӗ, ҫул ҫинче ҫӑра пӗлет евӗр тусан ҫӗкленчӗ, офицерӗн куҫӗсене, хӑлхисене кӗре-кӗре тулчӗ вӑл, тарланӑ пичӗ ҫине ларма тытӑнчӗ, офицер вара, тусан кӗресрен, куҫӗсене хӗссе, пит-куҫне чалӑштаркаласа, чирлисемпе аманнисене пӗр пӑлханмасӑр, сиввӗнрех пӑхса ирттере-ирттере ячӗ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑт унта вара, чӑн та, хӗрӳллӗн ҫапӑҫма тӳр килчӗ.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ачсемӗр! каялла кайса килмелле пулать — ав ҫав канавран аманнӑ офицере ҫӗклесе тухма тӳр килет, — терӗ вӑл.— Ребята! надо сходить назад — взять офицера, что ранен там, в канаве, — сказал он.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Лайӑх офицер пулнӑ пулсан вӗт, вӑл ӑна ҫӗклесе тухатчӗ, халӗ ӗнтӗ салтаксене ҫеҫ яма тӳр килет: ярасса та темӗнле ямалла-ха?
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Праскухинӗ хӑй, Калугинпа алран-ал тытӑнса ҫӳреме тӳр килсен-тусан, хӑйне телейлӗ ҫын тесе шутланине пӑхмасӑр-тумасӑрах, ӗнер кӑна хӑйӗн тусне, Калугин питӗ лайӑх ҫын, анчах, ку хамӑр хушӑмӑрта пултӑр та-ха, бастионсене ҫӳреме сав тери юратмасть вара, тесе каласа панӑ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫитесчӗ кӑна, ҫитсенех вырӑссен виҫкӗтеслӗ штыкне тутанса пӑхатӑн та-ха эс, явӑл пуҫӗ! — ҫав тери хыттӑн калаҫма тытӑннӑ рота командирӗ, вӑл ытла кӑшкӑрса калаҫнине кура, батальон командирӗн ӑна шӑплантарма тӳр килнӗ: ытла нумай шавлама кирлӗ мар, тенӗ вӑл ӑна.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир кӑштах тӳсӗр ӗнтӗ, полковник, капла юрамасть, унсӑрӑн ман ӗҫе пӑрахма тӳр килет, — тет виҫҫӗмӗшӗ, темӗнле крючокпа мӗскӗн подполковникӑн пуҫне чакаланӑ май.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ман начальник те бастионра, апла, эппин, манӑн та каймалла, — терӗ Праскухин, хӗҫне ҫакса, анчах ӑна никам та ответлемерӗ — каяссипе каяс маррине унӑн хӑйӗннех чухласа илме тӳр килчӗ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан Михайлова ку ҫынсемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳреме ҫав тери аван ӗнтӗ, ҫакна пула вӑл Т. хуларан илнӗ чун пек ҫывӑх ҫыру ҫинчен те, бастиона кайма тӳр килнӗ пирки капланса килнӗ хӑрушла шухӑшӗсене те, пуринчен ытла тата, хӑйӗн 7 сехетре килте пулма кирлине те манса кайрӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Праскухин хыҫалтан утса пычӗ, Гальцин княҫе вӑл, ҫине-ҫинех аллинчен тӗрткелесе пырса, француз чӗлхипе темӗскер асӑрхаттарса пычӗ; анчах, ансӑр ҫулпа тӑваттӑн утма май килмен пирки, унӑн ирӗксӗрех пӗччен утма тӳр килчӗ, иккӗмӗш хут утса ҫаврӑннӑ чух тин вара вӑл хӑй патне пырса калаҫма тытӑннӑ Сервягина, ҫапӑҫусенче хӑйӗн харсӑрлӑхне палӑртнӑ флот офицерне, хулӗнчен тытрӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Мӗн вара, господасем, — тет малалла Зеб, — хам мӗн илтме, пуринчен ытла мӗн курма тӳр килнӗ хыҫҫӑн эпӗ вара ӑнланса илтӗм: ҫамрӑк Генри пӗтнӗ, терӗм.
ХСV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Пӗр хушӑ эпӗ хамӑн мӗн тумаллине хам та пӗлмесӗр тӑтӑм, хама мӗн курма тӳр килнине пурне те курсан, эпӗ ҫав тери тӗлӗнсе хытса кайрӑм.— Потрясенный всем, что мне пришлось увидеть, я сначала сам не знал, что мне делать.
ХСIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Санӑн кунта тата пӗр-ик сехет пек ҫисе тӑма тӳр килет, ҫӗрӗпех мар пулсан та.— Тебе придется попастись здесь еще часок-другой, если и не всю ночь.
LХХХ сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку вара унпа ӑмӑртма тӳр килсе ӳкме пултаракан ҫынсемшӗн пит те телейлӗ!Какое счастье для того, кто в противном случае мог бы оказаться его соперником!
LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хам ӑна сӑнаса курма тӳр килнӗ тӑрӑх калатӑп: Морис-мустангер хӑйне хӑй пирӗн хӗрарӑмсем умӗнче чӑн-чӑн джентельмен пек йӗркеллӗ тытрӗ.
LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.