Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тарӑхнипе эп ун чух ним шутлама та пӗлмен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Халех хамӑн ҫынсене ҫав йыт ҫурисене тытма хушатӑп, — тарӑхнипе чӗтресе ҫӗлен пек чӑшлатрӗ Серый.— Сейчас я велю своим людям схватить щенков! — дрожа от ярости, прошипел Серый.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ҫук! — терӗ курайманнипе, хӑранипе, хӑйне мӗскӗнлентернӗрен тарӑхнипе чӗтрекен Маргарита.— Нет! — Маргарита вся тряслась от унижения, ненависти, злости и страха.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӗрӗ тарӑхнипе урипе тапса, кӑшкӑрса каллех калать:Девочка капризно топала ногой и в повышенном тоне повторяла:
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара урнӑ пек пулса кайса, ним тӑва пӗлми тарӑхнипе манӑн январьтех Ленинграда вӗҫсе килмеллеччӗ иккен, хама госпитальтен хӑвӑртрах кӑларма ыйтмаллаччӗ, ҫине тӑмаллаччӗ, тесе шухӑшларӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ кам пек пулмалла иккен: тӑшман ҫине тарӑхнипе чун хӗрсе кайтӑр, хаваслӑх килтӗр!Вот каким надо быть, чтобы весело и жарко было от злости к врагу!
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Канашлу йышӑннине аса илсе, Оренбург хӳмисем хушшинче чылайччен хупӑнса пурӑнма тивессе курнӑ май, эпӗ тарӑхнипе кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тарӑхнипе хама-хам аран тытса чартӑм, мӗншӗн тесен, вӗсене хирӗҫ тӑни те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ.С трудом удержал я порыв негодования, чувствуя бесполезность заступления.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Енчен ҫак ҫырӑвӑмсем хӑҫан та пулин хӗрарӑм тӗлне лексен, мӗн пулӗччӗ-ши? — Элек! — тесе кӑшкӑрӗччӗ вӑл тарӑхнипе.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Пӗлетӗр-и, княжна, — терӗм вара, кӑштах кӳренсе, — хӑйне хӑй ӳпкелекен айӑплӑ ҫынна нихҫан та тӗртсе ямалла мар: тарӑхнипе вӑл тата икӗ хут ытла айӑплӑрах пулса кайма пултарать…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл ман ҫине, ятлаҫса темӗн мӑкӑртатрӗ, унтан чемоданне пӑлхатма пуҫларӗ; акӑ вӑл пӗр тетрадьне туртса кӑларчӗ те тарӑхнипе ӑна ҫӗклесе ывӑтса ячӗ; унтан тепӗрне те, виҫҫӗмӗшне те, вуннӑмӗшне те ҫавӑн пекех ҫӗрелле вӑркӑнтарчӗ; унӑн кӳреннинче те мӗнле ача йӑлӑнтарӑшӗ те пур, мана вӑл кулӑшла та шел пек курӑнчӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Питӗ тарӑхнипе хӗр чӳрече патне вырнаҫрӗ те мӗн ҫӗрлечченех ҫывӑрмасӑр, кантӑкран кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса ларчӗ.
XVI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Упи пичкене шӑршласа пӑхнӑ, ерипен малти урипе тӗккелесе илнӗ, — урине пӑта тӑрӑннӑ, тарӑхнипе упа пичкене хытӑрах тӗртнӗ, урине тата хытӑрах ыраттарнӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку пысӑк инкекӗн сӑлтавӗ Дубровскинчен хӑйӗнченех килнӗ — вӑл хӑех хуйхи-суйхипе тата тарӑхнипе ҫурта вут тӗртнӗ пулӗ, тенӗ вӗсем.
VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Андрей Гаврилович Покровскине пымасть, Кирила Петрович вӑл ҫуккипе тунсӑха ерет, тарӑхнипе ӑна тем тӗрлӗ кӳренмелле сӑмахсем каласа вӑрҫса пӗтерет, кунти дворянсем вӑл сӑмахсене, ҫине тӑрсах юри ӳстерсе пӑсса, Дубровский хӑлхине кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Фрау Мюллер, — терӗ офицер нимӗҫле, тарӑхнипе тухакан усал сасӑпа, хӑйӗн шатраллӑ ҫамкинчен пӳрнисемпе шаккаса.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ваня тарӑхнипе кӑвакарсах кайрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
(Тарӑхнипе тӗмсем еннелле персе ярать.)
Ҫиччӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тарӑхнипе тытса та хӗнейместӗн вӗт…
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив