Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таптаса (тĕпĕ: тапта) more information about the word form can be found here.
Валетпа Мишка хыҫӗнчен юлакан ура йӗрӗсене таптаса, хыҫран ултӑ юлан ут сиктерсе пычӗ.

Шесть всадников шли за Валетом и Мишкой, топча следы.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таптаса пусӑрӑнтарчӗҫ.

Притоптали ногами.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн ҫӳҫӗ кӑвакпа пӗветнӗ шурӑ тутӑр айӗнчен тӑрмакланса тухнӑ (ыран хутма халь анчах вӑл кӑмакана кизексем хунӑ); ҫара ури ҫинчен тӑхӑнса янӑ атти, лӑкӑштатса, картишӗнче акӑш-макӑш ҫара шӑтнӑ курӑка ҫемҫен таптаса пырать.

Волосы ее, повязанные белым подсиненным платком, растрепались (она только что наложила в печку кизеков, приготовляя на завтра затоп), надетые на босые ноги чирики шлепали, мягко приминали буйно разросшуюся по базу молодь зеленых пышаток.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑларса ывӑтрӗҫ те, эсрелсем, Российӑран — халӗ ҫакӑнта таптаса тӑкма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Выбросили, сволочи, из России — и здесь думают растоптать.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий хӑнӑхнӑ утӑпа, урисене пӗр аташтармасӑр, таптаса кӗрпеклетнӗ юра ашса утать, ҫав хушӑрах ротӑна ҫитсе иртсе каякан офицерсен пичӗсем ҫинӗ тинкерсе пӑхать.

Листницкий привычно, не теряя ноги, месил растолченный снег, взглядывался в лица обгонявших роту людей.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сыснупа пӗрле хӑвна таптаса каймалла пулнӑ сана!

 — Тебя бы вместе с твоим поросем стоптать!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пулать вӗт чӗлхе… тилхеперен вӑрӑм! — тӗлӗнсе хытса кайнӑ Пантелей Прокофьевич ҫӗре лачлаттарса сурчӗ те Анюткӑна хӑйне таптаса кайма шут тытнӑ пек, лашасене ҫил пек малалла ыткӑнтарчӗ.

— Ну, и язык… с вожжину длиной! — Пантелей Прокофьевич сокрушенно плюнул и так погнал лошадей, словно намеревался раздавить самое Анютку.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл Наталйӑпа ачисем ҫинчен шухӑшласа ӑшне вырттарма тӑрӑшрӗ, анчах ку уншӑн вӑхӑт таптаса тӗпретнӗ тахҫанхи савӑнӑҫ пек ҫеҫ пулчӗ.

Думал о Наталье, детишках, но радость от этого приходила зазубренная временем, изжитая давностью.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗне картине кӗмелли алӑк умӗнче пӗр ҫӗре сиктернӗ тирӗсӗн шӑнса хытнӑ чӑмӑрккисем купаланса выртаҫҫӗ, вӗсене лапсӑркка ҫӑмлӑ качака таки таптаса ҫӳрет.

У ворот базка лежали сбитые в кучу мерзлые слитки скотиньего помета, по ним топтался пушистый козел.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк пире патшасем хӗсӗрлесе пурӑннӑ, халӗ вӗсем мар пулсан, урӑххисем таптаса лапчӑтӗҫ…

В старину прижали нас цари, и теперь не цари, так другие-прочие придавют.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чи малтанах политика тӗлӗшпе тӗрӗслесе тӑнинчен хӑтӑлатпӑр, вырӑс патшисем таптаса тӑкнӑ хамӑрӑн ӗлӗкхи йӗркесене тӑватпӑр, ют ҫӗртен килнӗ казак мар ҫынсене пурне те хӑваласа яратпӑр.

Прежде всего избавимся от политической опеки, восстановим свои уничтоженные русскими царями порядки, выселим всех пришлых иногородних.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакна кура эпӗ ҫапла калӑп: хӗрӗх иккӗмӗш ҫул пирӗн ҫӗре таптаса, ирсӗрлесе ҫӳренӗ ҫынсем эпир хамӑр пурнӑҫа вӑрҫӑчченхи хисепе ҫитерессе шутланӑ-и вара, вӗсем пире инкекрен ҫӑлӑнаймӗҫ тенӗ.

И вот я скажу ради такого случая: думалось тем, кто в сорок втором году топтал, паскудил нашу землю, что мы уже не подымемся до той высоты, на какой допрежь были, что не избавимся после войны от беды-лиходейки.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫулӑн пӗр енче темӗн талкӑш калча тӑсӑлса выртнӑ, тепӗр енче — выльӑх таптаса пӗтернӗ кукуруза тунисем, тӗссӗрленнӗ хӑмӑл е унта-кунта сӳрепе хуҫӑлса пӗтнӗ хӗвелҫаврӑнӑш тункатисем курӑннӑ.

По одну сторону дороги широким размахом простиралась зябь, по другую — тянулись то редкие, выбитые скотом будылья кукурузы, то жухлая, совсем бесцветная стерня, то редкие, сломанные и приглаженные бороной стебли подсолнуха.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑшшисӗр хӗвел хӗвеланӑҫ еннелле юхакан пӗлӗтсем витӗр хӑюсӑр курӑннӑ та выльӑх таптаса пӗтернӗ курӑка пӗр самант ҫутатса илнӗ…

Нежаркое солнце робко пробивалось сквозь плывущие на запад тучи и лишь на короткое время освещало тусклые поля, серую, вытоптанную стадами траву…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Калмыков йышшисене, ҫӗлен ҫурисене таптанӑ пек, таптаса лапчӑтас пулать.

Таких, как Калмыков, надо уничтожать, давить, как гадюк.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич казаксем Корниловпа пӗр сукмака таптаса хытарас ҫуккине Корнилов чӗнсе ҫырнӑ телеграмма киличченех уҫҫӑн ӑнланса илчӗ, ҫав хушӑрах Керенскине хӳтӗлесси те казаксемшӗн алӑ ҫемми пулманнине туйрӗ.

Еще до воззвания Корнилова Иван Алексеевич ясно сознавал, что казакам с Корниловым не одну стежку топтать, чутье подсказывало, что и Керенского защищать не с руки.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпир, ав, ҫав калчасене таптаса ним юлми ҫунтарса ярас вырӑнне, вӗсем чашкӑрса ӳснипеле йӑпанса ларатпӑр! — кӑшкӑрчӗ Атарщиков.

— А мы любуемся на всходы вместо того, чтобы вытоптать их и выжечь дотла! — крикнул Атарщиков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кула-кулах ҫӗре таптаса пурӑнчӗ Митька кашкӑрӑнни пек ҫӑмӑл урисемпе.

Улыбаясь, топтал Митька землю легкими волчьими ногами.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыҫалти сотня Степан ҫывӑхӗнченех, ӑна кӗҫ-вӗҫ таптаса тӑкас пек, вирхӗнсе иртсе каять те, Григорий ҫав самантрах ун патне вӗҫтерсе ҫитет:

Когда последняя сотня, едва не растоптав Степана, промчалась мимо, подскакал к нему, крикнул:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен учӗсем нимӗҫсен тирпейлӗ сухаласа акнӑ хирӗсене таптаса ватаҫҫӗ, ҫурчӗ-йӗрӗсене вут тивертсе ҫунтараҫҫӗ.

Казачьи кони копытили аккуратные немецкие поля, казаки жгли немецкие жилища.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed