Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс пырӗ енчен ӑшӑ ҫил вӗрет; ҫак ҫилте икӗ тинӗс сывлани сисӗнет: Азов тинӗсӗн хӗрринчи ҫеҫенхиртен килекен вӗри сывлӑш юхӑмӗнче сасартӑках Хура тинӗс сулхӑнӗ варкӑшма тытӑнать.Дул теплый ветер с пролива, и в этом ветре чувствовалось дыхание двух морей.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Сывлӑшра ӗнтӗ хӗвел тухни сисӗнет.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ерошка мучин пӳрчӗ самаях пысӑк, кивех мар, анчах та унта хӗрарӑм пулманни сисӗнет.Хата дяди Ерошки была довольно большая и не старая, но заметно было в ней отсутствие женщины.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем хушшисемпеле сулхӑнтарах евӗклӗ ҫил ҫапкаланса ҫӳрени сисӗнет, выляшать те вӑл, иртӗнет те, чечексене аялалла пӗкӗлтере-пӗкӗлтере чуп-тӑвать те.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑйне вӑл пач чирлӗ мар пек туйрӗ: ури вӑйӗсем ҫукрах та мӑйӗ таврашӗнче кӑштах халсӑрлӑх сисӗнет, ҫавсемсӗр пуҫне ӗнерхи чиртен урӑх нимӗн те юлман пек.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Арбузпа дыня ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӑварта тимӗр шӑрши аван маррӑн сисӗнет.От съеденных арбуза и дыни во рту был неприятный, металлический вкус.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Дымов йывӑррӑн сывлать, анчах куҫӗсем тӑрӑх, вӑл малалла та ашкӑнма пӑрахасшӑн мар пулни сисӗнет.Дымов тяжело дышал и, судя по глазам, хотел продолжать шалить.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ Дымов, кӗпине ярханах янӑскер, ҫара пуҫлӑскер, илемлӗ те калама ҫук вӑйлӑ ҫын пек туйӑнать; унӑн кашни хусканӑвӗнчех вӑл хӑйӗн хакне пӗлни сисӗнет, вӑйпа чӑрсӑрлӑх курӑнать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хурт-кӑпшанкӑ чӗриклетнинче, шиклентерекен кӗлеткесемпе Улӑп тӑприсенче, кӑвак тӳпере, уйӑх ҫутинче, каҫхи кайӑк вӗҫевӗнче, мӗн куратӑн, мӗн илтетӗн — ҫавсенче пуринче те сана халь ӗнтӗ илемӗн ҫӗнтерӳллӗ уявӗ, ҫамрӑклӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтма ҫук пурӑнас килни сисӗнет; чун-чӗре ачашлӑхсӑр чаплӑ ҫӗр-шывшӑн савӑнать, ҫеҫенхир ҫийӗн каҫхи кайӑкпа пӗрле вӗҫес килет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӑл юнашар пӳлӗме кӗчӗ; кӗнӗ-кӗменех, мӗн те пулин курса юлма ӗлкӗричченех, йӳҫенкӗ кӑмсӑк шӑрша пула унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ; ҫав шӑршӑ кунта пысӑк пӳлӗмринчен чылай вӑйлӑрах сисӗнет, ахӑртнех, пӗтӗм пӳрчӗпех вӑл ҫакӑнтан сарӑлать пулас.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Аврамӑн сасси хавасланса чӗтренӗ пек сисӗнет.
XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта юн ӗнтӗ чылай вӑйлӑрах хумханать, унта ӗнтӗ чунна ытларах киленӳ, йӑпанчӑк паракан ӑшӑ япала пурри сисӗнет.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»…
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Ну, ҫеҫпӗл пек, аран сисӗнет, анчах аван.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нӳрӗ сывлӑшра ҫуркуннен чуна хускатакан техӗмлӗ шӑрши сисӗнет: ҫӗртен пусӑхнӑ шӑршӑ кӗрет, анкартисенчен ҫӗрӗшнӗ сывлӑш ҫапать, садсем эрех шӑршипе тулса ларнӑ, ҫатан картасем ҫумне тапса тухнӑ ем-ешӗл ҫӗнӗ курӑкран ӳсӗртсех яракан ҫав тери чечен, уҫӑ шӑршӑ сӑмсана кӳ те кӳ пырса ҫапать.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тинӗс курӑннинчен ытла сисӗнет, — умра ҫав териех тӗттӗм.Море скорее чувствовалось, чем было видимо нам, — так густа была тьма впереди нас.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пшеницына ҫуртӗнче ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнни сисӗнет; Агафья Матвеевна пиччӗшӗпе пӗрле пурӑннӑ чух та кунта кун пек пулман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956