Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлӑх the word is in our database.
пуҫлӑх (тĕпĕ: пуҫлӑх) more information about the word form can be found here.
Эп кунта пуҫлӑх тавраш мар, ӗҫре те мар.

У меня здесь ни чина, ни должности, ни обязанностей.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Мӗн эсӗ мӗн калаҫан? — аллисемпе сулкаласа, пуҫӗпе сулласа каларӗ пуҫлӑх.

— Что ты, что ты! — отмахиваясь руками и качая головой, заговорил начальник.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Салам, ирт ҫывӑхарах, лар мана хирӗҫ, — сӗнчӗ пуҫлӑх.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуҫлӑх та тата икӗ хӗр-матрос та ун ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ашшӗпе хӑйӗн юнне Шуршыв больницинче ӗнер кӑна илтернине пӗлтерсе прбиркӑсене пуҫлӑх сӗтелӗ ҫине чӑрканипех хучӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Илтнӗ тӑрӑх, унӑн шӑлнӗсем шухӑ ачасем… анчах та вӑл вӗсемшӗн пуҫлӑх.

Братья у него, слышно, ребята шустрые… а все-таки он им голова.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Васкамаллах мар-ҫке, пысӑк пуҫлӑх мар, кайран та килме пултарать.

Да не к спеху, невелик начальник — может и потом прийти.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, Лузгин тахҫанах ертсе пыракан пуҫлӑх пулма пӑрахнӑ, халӗ коммунист та мар вӑл, этем те мар…

— Я думаю, что Лузгин давно изжил себя как руководитель, изжил себя как коммунист и даже как человек…

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурте тӑрук пулса иртрӗ — мана главкран ырӑ сунса ячӗҫ, пуҫлӑх вара сывпуллашнӑ чухне чуп тума тытӑнчӗ.

Все решилось сразу — меня отпустили из главка с добрыми напутствиями, а начальник полез на прощанье целоваться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗр-икӗ уйӑх каялла, черетлӗ командировкӑран таврӑнсан, эпӗ хам пуҫлӑх патне кайрӑм та ӑна ҫаксене пурне те каласа патӑм…

— Месяца два назад, когда я вернулся из очередной командировки, я пошел к своему начальнику и высказал ему все это…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, колхозра пулса иртнӗ чи пысӑк япала вӑл Пробатов пыни мар, Егор Дымшаков ӑна, председателе, кураймасӑр тапӑнни, ӑна пысӑк пуҫлӑх умӗнче намӑс кӑтартни пулать иккен.

Из его слов выходило, что главным событием в колхозе был не визит Пробатова, а козни и интриги Егора Дымшакова, опозорившего его перед большим руководителем.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсен умӗнче ан чӗн ҫеҫ, тӳрре тухма ан тӑрӑш, вара пурте йӗркеллӗ вӗҫленет — пуҫлӑх хӑйӗн службӑри тивӗҫне лайӑх пурнӑҫларӑм, тесе тухса каять, эсӗ вара каллех хӑв пӗлнӗ пек ӗҫлеме пултаратӑн.

Перед ними главное — молчать и ни в чем не оправдываться, и все кончится миром: начальство уедет к себе с чувством хорошо исполненного служебного долга, а ты можешь снова делать все по-своему.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун пек чухне малтанах: аслати часах иртсе каять, пуҫлӑх кӑшкӑрса тӑранать те унтан, эсӗ хӑвна ӳпкеленине, хӑвӑн йӑнӑшусене ӑнланса илнӗ пек кӑтартсан, сана ҫиленме пӑрахса хӗрхенме пуҫлать.

В таких случаях можно было заранее сказать, что гроза ненадолго, начальство выкричится, а потом обязательно сменит гнев на милость, особенно если ты будешь слушать упреки с видом человека, познавшего свои заблуждения и ошибки.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ывӑлӗ пысӑк пуҫлӑх пулнӑ та, урӑх ӑна пирӗн ӗҫ те, пирӗн ҫӑкӑр та кирлӗ мар…

Как, мол, сын стал большим начальником, так и в нашей работе, и в нашем хлебе у нее нужды больше нет…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ман шутпа, кам та кам ыттисене ытларах итлесе пуринчен те ӑс пухать, ҫавӑ лайӑх пуҫлӑх

— Я считаю: тот, кто больше других слушает и от всех ума набирается, тот и руководитель хороший…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак чи кирлине ӑнланмасан, кирек мӗнле пуҫлӑх та, вӑл темӗнле пултаруллӑ, малтанах витӗр курса тӑракан ҫын пулсан та, тинӗсе кашӑкпа ӑсса пӗтерме хӑтланакан ҫын пек пулса тӑма пултарать».

И любой руководитель, как бы он ни был одарен и прозорлив, не поняв этого главного, может оказаться в положении человека, пытающегося вычерпать море ложкой».

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав ҫын вӗсемшӗн тахҫанах ертсе пыракан пуҫлӑх пулма пӑрахнӑ пулас, райкома хисеплеме, шанма нумай ҫулсем хушши вӗрентнӗрен кӑна вӗсем ытлашши йывӑр сӑмах каламан.

Судя по всему, этот человек давно перестал быть для них авторитетным руководителем, и только годами воспитанное уважение и доверие к тому учреждению, которое он представлял, заставляло их воздерживаться от дальнейших грубых выходок.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксенишӗн пулсан, чӑн-чӑн пысӑк пуҫлӑх яланах ҫапла пулмалла та.

Которая всегда в ее глазах отличала настоящего большого руководителя:

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑш чухне ун патне районти пӗр-пӗр пуҫлӑх — райком секретарӗ е РИК председателӗ ҫӗр каҫма кӗнӗ, вара Корней чунтан калаҫса чӗрине пусарнӑ, эртел хуҫалӑх пирки мӗн шухӑшланине чӑннипе, нимӗн пытармасӑр, пӗр ӳстермесӗр пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.

Иногда у него останавливался переночевать кто-нибудь из районного начальства, — секретарь райкома, предрика, и Корней отводил душу в сердечном разговоре, делился всем, что думал об артельных делах, откровенно, ничего не утаивая и не приукрашивая.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эсӗ райкомра ӗҫлетӗн пулин те, тен, самай пысӑк пуҫлӑх, анчах, ман шутпа, ишме вӗренеймен-ха, каҫар та, купарчу пӗтӗмпех курӑнать!

Хоть ты и в райкоме работаешь, и, может, начальник не маленький, а по мне — мелко ты еще плаваешь, вся задница, извини, у тебя наружу!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed