Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, кӑштах ҫаврӑнусӑртарах пулнӑ пулин те, сывлӑхлӑ та илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ача пулса ӳснӗ, вӑл хӑйӗн тантӑшӗсен уйрӑмӑнах палӑрса тӑракан енӗсене часах курса кӑтартма пӗлнӗ, ҫаксене вӑл кулӑшла та тантӑшӗсене ҫилентермелле мар тунӑ, юлташӗсем ӑна кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн юратнӑ, преподавательсем ӑна пултаруллӑ та тӑрӑшса вӗреннӗшӗн хакланӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ачаранах ӑслӑ та пултаруллӑ ҫитӗннӗ, ҫамрӑк пулин те нумай пӗлекен тата пӗлме тӑрӑшакан Кутузов, ҫак условисенче шляхетски корпусра вӗренекенсем хушшинче часах палӑрса тӑнӑ.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӑна пурте пултаруллӑ врач тесе шутлатчӗҫ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пултаруллӑ ӑстаҫӑсем пӑхмалли трубасене лайӑхлатма, вӗсен калӑпӑшне пысӑклатма тытӑннӑ.Искусные мастера улучшали зрительные трубы, увеличивали их размеры.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кӗлӗ «наукисӗр» пуҫне Коперник унта медицинӑпа техникӑна вӗреннӗ, вӑл пултаруллӑ врач, ӑста инженер пулнӑ.Кроме духовных «наук», Коперник изучал медицину и технику и был искусным врачом и инженером.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кукушкин ӗҫре питӗ пултаруллӑ ҫын, вӑл катка-пичке тата кӑмакасем тӑвать, хурт-хӑмӑр ӗҫне пӗлет, хӗрарӑмсене чӑх-чӗп ӗрчетме вӗрентет, платник ӗҫне пит ӑста тӑвать, вӑл тӑрмашарах, кахалтарах ӗҫлет пулин те, унӑн пурте ӑнӑҫлӑ пулса пырать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Эсир пултаруллӑ ҫын, питех те ҫине тӑма пултараканскер, тата лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑнатӑр пулас.— Вы человек способный, по природе — упрямый и, видимо, с хорошими желаниями.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Питӗ пултаруллӑ халӑх!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Эсӗ ӗҫлес енчен пултаруллӑ ҫын, пӗр-икӗ ҫултан — пекарь пулатӑн.— Ты — способный к работе, — через год, два — будешь пекарем.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗтӗмӗшпе илсен — манпа нумайӑшӗ самаях хаяррӑн калаҫатчӗҫ: эпӗ — «Азбука социальных наук» ятлӑ кӗнекене вуласа тухсан, мана автор кӗтӳ кӗтсе пурӑннӑ йӑхсем культурӑллӑ пурӑнӑҫа организацилес тӗлӗшпе йышӑнса тӑнӑ вырӑна ытлашши пысӑклатнӑ пек, ку вара пултаруллӑ бродягӑсене, сунарҫӑсене кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӗҫе ҫав тери ӑслӑ та пултаруллӑ тӑвакан, ӑна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ ҫак икӗ ураллӑ тискер кайӑксене ыталаса чуптӑвас килчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Музыка тӗлӗшӗпе пит те пултаруллӑ пулнӑскер, ӑна юратаканскер, вӑл кӗсле, балалайка, купӑс таврашне чӑн-чӑн артистла калатчӗ, анчах музыкӑн лайӑхрах тата йывӑртарах инструменчӗсене вӗренме тӑрӑшман.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хурарах сӑнлӑ, японец пек хура-кӑвакрах ҫӳҫлӗ, тарпа сӑтӑрса янӑ пек вӗтӗ-вӗтӗ хура пӑнчӑсемпе тӗрӗленнӗ питлӗ, иксӗлми хаваслӑ, вӑйӑсенче пултаруллӑ, калаҫусенче вичкӗн ӑслӑ ҫын, вӑл тӗрлӗрен тӗрлӗ талант тӗшшисемпе тулнӑччӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл питӗ пултаруллӑ калавҫӑччӗ, проституткӑсем валли телейсӗр юратӑвӑн хурлӑхӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем пит ҫӑмӑллӑн ҫыратчӗ, унӑн юррисене Атӑл ҫинчи пур хуласенче те юрлатчӗҫ; сӑмах майӗн каласан — халӑх хушшинче пит те сарӑлнӑ — Не красива я, бедна, Плохо я одета, Никто замуж не берет Девушку за это… — юрра та вӑл ҫырнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ун пек шпик пултаруллӑ, — мӗн тейӗн тата! — комитет ҫинех килсе тӑрӑнчӗ.Такой шпик способный — скажи на милость! — под самый стреканул комитет.
IV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсем вара кашниех Ленька пек хӑюллӑ та паттӑр, пултаруллӑ пулма ӗмӗтленеҫҫӗ.И каждому из них хочется быть таким же храбрым, отважным, каким был Ленька.
Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах кӑна тума пултаруллӑ ҫынсем кирлӗ.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унта бурмистр манӑн пултаруллӑ ҫын вара, une forte tête, патшалӑх ҫынни!Бурмистр у меня там молодец, une forte tete, государственный человек!
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Унӑн мӗнпур кӗлетки пӗчӗккӗ те имшеркке, анчах ҫав тери яштака та пултаруллӑ, илемлӗ сӑн-пичӗ вара, Касьян илемлех мар пулин те, Касьян сӑн-пичӗпе ҫав тери пӗр пек.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Питӗ пултаруллӑ ҫын!
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.