Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларма (тĕпĕ: кӑлар) more information about the word form can be found here.
Кӑларма хӑтланса тата шаларах кӗртсе яма пулӗ шприц йӗппине…

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Салма яшки те килӗренех ҫитеретчӗҫ пире, кӑмака туса ҫӳренӗ чух, — хӑй сӑмахне тӳрре кӑларма тӑрӑшрӗ мучи.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пыршӑпа тасатмалли эмел панӑ сана — варвитти микробӗсене хӑваласа кӑларма, — ӑнлантарасшӑн пулчӗ Селиванов.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

УРАСМЕТ: Чапкуна вырӑнтан кӑларма ҫӑмӑлах пулас ҫук.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ саламатне атӑ кунчинчен кӑларма тытӑнсан пурте хурах кӑшкӑрнӑ пек ҫухӑрашса, такӑна-такӑна ӳксе килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫанталӑк чипер ӑшӑтма та ӗлкӗреймен — ҫӳҫе кӑчкӑ кӑларма та пуҫланӑ, юр кайса пӗтмен-ха — унта та кунта кӑвак ҫеҫпӗл шӑтса тухнӑ.

Help to translate

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсене ирӗке кӑларма май ҫук, ӑна ан та ыйт, хазрет Шах Али, — терӗ Сахиб-Гирей.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ халӗ ҫеҫ асӑннӑ мӗн пур чаплӑ ҫынсем — Хусан княҫӗсемпе мӑрсисем, уланӗсемпе юзбашисем, сеидпа карачи аллах умӗнче сана ханран кӑларма сӑмах пачӗҫ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпен анса мунча умне пырса ларчӗ, пӗр самант улӑм ҫивиттинчен чӑх сӑхнӑ пек хӑвӑрттӑн юхакан тумла ҫине, ҫамрӑк йӑмра тӑрринче хӑйӗн савӑнӑҫлӑ юррине шӑрантаракан шӑнкӑрч ҫине, юр ирӗлме тытӑннӑ-тытӑнман папка кӑларма хатӗрленекен ҫӳҫе йывӑҫҫисем ҫине киленсе пӑхрӗ.

Help to translate

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай урине темиҫе хутчен те лачакана чиксе кӑларма ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, ун тумтирӗ ҫумне чӑтлӑхра темтепӗр ҫыпҫӑнса пӗтрӗ — сунарҫӑ вӗҫӗмсӗр малалла утать.

Help to translate

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир тав тӑвас вырӑнне ман куҫа чавса кӑларма хатӗр.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑваласа кӑларма хушмарӗ-и?

Help to translate

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Культ вӑхӑтӗнче шар курнӑскер, вӑл хӑйӗн «Ерофей Хабаров» романне утмӑлмӗш ҫулсенче тин тепӗр хут кӑларма пултарчӗ (малтанхи кӑларӑмне библиотекӑсенчен катертнӗччӗ хӑй вӑхӑтӗнче).

Help to translate

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Производствӑн ҫӗнӗ харпӑрлӑхҫисем продукцие ҫӗнӗ брендпа — «CHUVA» ятпа — кӑларма тытӑннӑ.

Новые собственники предприятия продукцию решили выпускать под новым брендом — с названием «CHUVA».

«Мега Юрма» общество инкубатор ҫӑмарти туса илме тытӑнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32204.html

Лешӗ хирӗҫлемен, анчах йытта йыхӑрса читлӗхрен кӑларма тытӑнсан арӑслан шӑртне тӑратса харлатма пуҫланӑ.

Хозяин хотел отдать, но как только стали звать собачку, чтобы взять ее из клетки, лев ощетинился и зарычал.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Александр Паймук Шӗнерпуҫӗнчи иккӗмӗш сыпӑклӑ шкулта учитель пулса ӗҫлени ҫинчен, каярахпа Чӑваш ҫутӗҫ пайӗнче инспектор пулни ҫинчен тата Хӗрлӗ ҫар ретӗнче паттӑрӑн ҫапӑҫни ҫинчен пӗлсен, — Николай Золотов, Лбов вырӑнче юлнӑ редактор, некролог ҫаптарса кӑларма ирӗк пачӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫурӑлса каякан пульӑна пуҫ миминчен иккӗмӗш хут кӑларма тытӑннӑ пулнӑ профессор, анчах шалти тымарсенчен юн юхма тапраннине чарма унӑн ӑсталӑхӗ ҫитеймен.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапах та, Пӗкӗлмере «Чухӑнсен сассин» ҫитес номерне кӑларма тивӗ тесе, Ӗпхӳре хатӗрленӗ статьясене хунар ҫутипех редакцилесе пычӗ Ундрицов.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Чухӑнсен сассине» эрнере икӗ хут кӑларма та материалсем пухса ҫитернӗччӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Виҫҫӗпе пулсан — халех кӑларса паратӑп, чиксех килнӗ, — терӗ ҫурт хуҫи, укҫине кӗсйинчен кӑларма хатӗрленнӗ пек туса.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed