Шырав
Шырав ĕçĕ:
Марина, чие ҫырли тӗслӗ тӗмпӗл-тӗмпӗл хӗп-хӗрлӗ йӗрсем тапса тухнӑ сӑн-питлӗскер, йӗппе тирнӗ пек яштах сиксе илчӗ те, анлӑ хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, хӑватлӑ кӑкӑрӗсене каҫӑртса, Любишкин ҫинелле тапӑнса пычӗ, ҫапӑҫма хатӗрленекен арҫын пек ҫаннисене тавӑрма тытӑнчӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Агафонӑн чечче шатри путӑк-путӑк йӗрлесе пӗтернӗ пичӗ-куҫӗ тӑрӑх шупка йӗрсем тӗмпӗл-тӗмпӗл улаланса тухрӗҫ.У Агафона по изрубленному оспою лицу пошли бледные матежины.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ.Сани вычертили на снегу синие округлые следы полозьев, скрылись за воротами.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн питҫӑмартисем ҫине хӗп-хӗрлӗ юн пек тӗмпӗл-тӗмпӗл тапса тухнӑ хӗрлӗ йӗрсем ерипен шупкаланма пуҫларӗҫ.Со щек его медленно сходил кровяно-красный, плитами, румянец.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Часах хайхи йӗрсем ҫине ӳкрӗ.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫапла вӑл ҫухрӑм ҫурӑна яхӑнах чуптарса кайрӗ, унтан сасартӑк, юр шӑлса лартнӑ тепӗр вырӑнта, йӗрсем ҫухалнине асӑрхарӗ.Так отмахал он версты полторы, как вдруг на новом переносе следов не оказалось.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Куҫӗсем вара унӑн хурланчӑклӑн мӑчлатса илеҫҫӗ, ҫӑвар таврашне хурлӑха, ыратнине пӗлтерекен йӗрсем — ҫунса тӑракан йӗрсем туха-туха выртаҫҫӗ.И глаза ее жалобно моргают, около рта являются лучистые морщины скорби и боли.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл каҫпа тин таврӑнчӗ — тӗксӗм хӑй, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, ҫамки ҫинче тарӑн йӗрсем выртаҫҫӗ, кӑвак куҫне темле тӗтре карса илнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл, аллипе питҫӑмартине тӗрелесе, мана хирӗҫ ларчӗ, унӑн пысӑк куҫӗсем, шухӑшлӑ, ӑслӑ куҫсем, ерипен-ерипен ҫӑмӑл тӗтрепе хупланнӑн туйӑнчӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах палӑракан пулчӗҫ, вӑл, ман сӑмаха ҫав тери ӑнланса илес тесе, сывлама чарӑнчӗ тейӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Куҫхаршийӗ ҫӗкленнӗ, ҫӳлӗ ҫамки ҫине авӑнчӑк йӗрсем выртнӑ, аллисене чӗркуҫҫинчен явса тытнӑ, хӑй пӗр сиккеленми ларать, — вӑл ҫапла пӗтӗм кӗлеткине тӑп тытса ларни мана хӗрӳлентерсе ячӗ те, эпӗ Сысойкӑпа Пилан хурлӑхлӑ кун-ҫулӗ ҫинчен ӑнланмалларах та куҫ умне тухса тӑмалла вулама тӑрӑшрӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн кӑвак куҫӗсем ман ҫине, тем ыйтнӑ пек, тинкерсе пӑхаҫҫӗ, ҫамки ҫинчи йӗрсем ытларах пӗрӗнчӗҫ…Его голубые глаза смотрели на меня пытливо и вопросительно, морщинки на лбу легли резко…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫамки ҫинче ун виҫӗ ҫӳхе йӗр выртать, анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав йӗрсем ҫухалаҫҫӗ те, манӑн ҫак ҫын мӗн шухӑшланине питӗ пӗлес килсе каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Витрисем енчен енне сулланаҫҫӗ те шывӗ тӑкӑнкаласа пырать, шуррӑн курӑнакан тусан ҫине сирпӗнсе куҫӑн-куҫӑн йӗрсем хӑварать.
19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ачасем пӗтӗм ҫӗре пусса тухрӗҫ, ун ҫине хут листи ҫинчи пек тӑваткӑл-тӑваткӑл йӗрсем хыврӗҫ, йӑрансем турӗҫ.Ребята вскопали всю землю; как лист бумаги, разлиновали ее на клетки, понаделали грядок.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн тетрачӗ ҫине тӳрӗ йӗрсем ӳкерчӗ, вара пысӑк саспаллисем ҫырса пачӗ, унтан саркайӑксем чӗвӗлтетнине итлерӗ, кил хуҫи арӑмӗн чавсисем мӗнле хускалкаланине ҫурма уҫӑ алӑк витӗр сӑнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Матроссем шурӑ кӗписем ҫине урлӑ йӗрсем сӑрлама пуҫлаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Куликово уйӗн хытӑ тӑприне, шӗвӗ йӗрсем аран палӑракан кӑвак пӗлӗте курать.Видел черствую землю Куликова поля, серое небо с еле заметными, водянистыми следами голубизны.
XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫырнӑ тӗлтен алли аялалла куҫа-куҫа кайса нимӗн тӗлли-паллисӗр, ним усӑсӑр вӑрӑм йӗрсем туртни те курӑнать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951