Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов, ҫырӑва лӳчӗркесе, пуҫне аллисем ҫине хучӗ, чӗркуҫҫисем ҫине чавсаланчӗ те пӗр вӑхӑт канӑҫсӑр шухӑшсемпе асапланса ларчӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫур сехете яхӑн вӑл ҫак шутпа асапланса выртрӗ, анчах кайран ҫапла шут тытрӗ: кӑна йӑлтах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн та тума пулать, чейне, яланхи пекех, вырӑн ҫинчех ӗҫме юрать, тата выртса шухӑшлама та ним те чӑрмантармасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна хӑлхи патне чаплӑн илсе пычӗ, сехет шакканине итлерӗ, унтан, мрамор пек шупка пӑнчӑллӑ пӳрнипе асапланса, хуппине уҫрӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эсӗ асапланса лариччен тӳрех кала.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Текех вӑл асапланса аташман.
XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара эсӗ Испание тухса кайрӑн — тупата, ку ӗнтӗ мана асапланса та тертленсе ӗмӗтленни хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗнӗ пек туйӑнчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата ҫав аран палӑракан йӗре те ҫухатас-им ӗнтӗ, тен шӑпах ҫав йӗр Катя асапланса та тертленсе пурӑнакан ҫӗре ертсе пырать-тӗр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам асапланса утнине утрӑм теме май килсен ҫавӑнталла утрӑм та эпӗ.Туда я и направился, если можно так назвать эту муку каждого шага.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ыттисем вара чупнӑ май кӑшкӑрсах ӳкеҫҫӗ, эпӗ ҫаплипех вагон айӗнче, суранӑм сурнипе асапланса, ним тума пултараймасӑр ларатӑп.Другие бежали и падали с криком, а я сидел под вагоном, беспомощный, томящийся от бешенства и боли.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирпеле ҫеҫ ун пирки кулянса, ҫав тери асапланса пӗтнӗскер, халӗ ӗнтӗ эпӗ хама хам та ӗненми пулса тӑтӑм: мӗн пулни-иртни тӗлӗкри пек ҫеҫ туйӑнать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Темиҫе ҫултан ҫак ҫырури кашни сӑмаха асапланса асӑнасса пӗлеймерӗм эпӗ.Я не знал, что через несколько лет буду мучительно вспоминать каждое слово.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав сӑпӑ лӑпкӑлӑх час-часах вӗсенче пытанса тӑракан чакми вӑй пуррине ҫеҫ кӑтартать; тулли те тарӑн сисӗмсемпе шухӑшсем урса каймалла май ҫӗкленмеҫҫӗ: чун тени вӑл асапланса, киленсе курнӑ хушӑрах хӑй ӗҫне хӑй питӗ аван пӗлсе тӑрать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Радио тӑрӑх диктор сасси Хӗрлӗ Ҫар ҫав-ҫав хуласене хӑварни ҫинчен пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернисене илтсен, ӑна нимӗҫ унӑн хӑйӗн килне пырса кӗнӗ пекех, нимӗҫ унӑн чунтан юратнӑ тӑван амӑшне асаплантарнӑ пекех туйӑнчӗ; унӑн амӑшӗ тутине юн тухичченех ҫыртса, мӑнаҫлӑ чӗрепе шӑппӑн асапланса, аллисене ывӑлӗ енне тӑснӑ пек курӑнчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗррехинче вӑл хӑйсен пӳлӗмне ҫав тери асапланса, ывӑнса ҫитсе, анчах савӑнӑҫлӑ сӑнпа таврӑнчӗ.Однажды он приковылял в свою комнату совершенно измученный, разбитый и веселый.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ун ҫумӗнче аманнӑ воин асапланса тӑрать, ӑна тӗрткелеҫҫӗ, анчах ку, сывӑскер, хӑнк та тумасӑр ларать.Возле увечный воин стоит, мается, затолкали совсем, а он, здоровый, сидит и ухом не ведет.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камерӑсен алӑсем пур: эсӗ допросран асапланса таврӑнсан, вӗсем сана ҫӗклесе тӑратаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Киле ҫитсенех, нимӗҫ оккупанчӗсен шутсӑр нумай тӗрмисемпе лагерӗсенче асапланса пурӑннӑ упӑшкисене, арӑмӗсене, ачисене, амӑшӗсене шырама тытӑннӑ ытти ҫӗршер пин ҫынсем пекех, эпӗ те хамӑн упӑшкам пирки унтан та хунтан ыйтса пӗлме тытӑнтӑм.
Густа Фучик сӑмахӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
…Каҫхи урок шучӗпе коридор тӑрӑх ҫирӗм виҫҫӗмӗш рейс тӑвакан Алексей Мересьев хӑйӗн ывӑнса, асапланса ҫитнӗ кӗлеткипе пӗҫҫисем тӑртанса ҫунса тӑнине, костыльсем ыраттарнипе хулпуҫҫисем ним пӗлми пулнине туйрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950