Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Янтул (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пӗр ҫавӑншӑн ҫеҫ те ӑна тытса хупма пултарасса лайӑх пӗлет Янтул.

Яндул хорошо знает, что за одно это его в любое время могут посадить.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш хушшине килсе Ильмука тухнӑранпа Янтул стенасӑр пӳртри пек туя пуҫларӗ хӑйне.

С того дня, как под именем Ильмука поселился среди чувашей, он ощущает себя домом без стен.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икке пайланчӗ, Янтул ҫеҫ чухне, Чикме хулинче, унӑн пӗр енччӗ-ха.

Когда он был просто Яндулом и жил в Козьмодемьянске, у него было одно обличье,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ ятлӑскер (хӑй ӑшӗнче — Янтул, ҫынсемшӗн — Ильмук) — икӗ чунлӑ ҫын пек пулса тӑчӗ.

два имени (для себя Яндул, для других Ильмук) разделили его душу надвое.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул хӑй ҫинчен тӗрӗссине ҫынсене мар, арӑмне те каласа паман.

а Яндул не расскажет правды о себе не только друзьям, а даже родной жене.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ненай, туслашассиех пулмасть пуль тесе юлчӗ Янтул.

Подружиться? Вряд ли.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул лаши килнелле кӑрт туртрӗ те, вӗсем сиксе юхакан ҫурхи шыва хирӗҫ урам варрипе тӑвалла утрӗҫ.

Яндул взял лошадь под уздцы, и они пошли вверх серединой улицы.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах… ырӑ ҫын килӗнче ӑна кансӗрлесе пурӑнса унпа пӑсӑличчен е ун умӗнче хӑвна парӑмлӑ пек туйса ҫӳриччен Янтул усал ҫын патне тара кӗрӗшет те хӑйне тивӗҫлине вӑйпа туртса илет.

Только… живя в доме доброго человека, можно стеснить его, из-за чего могут испортиться отношения, и потом все время чувствовать себя в долгу перед ним. Нет, уж лучше Яндул останется у злого хозяина, с него-то он сумеет взять все, что ему причитается.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул куҫӗпе тӗл пулсан ӑшшӑн йӑл кулать те хитреленсех каять.

Встретится взглядом с Яндулом — и улыбается смущенно, отчего даже красивым кажется.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине ҫӑварлӑх панӑ ута халиччен ҫаплипех ҫӳретнӗ тесе ӑшӗнче хӑйне ятласа лашин ҫӑварлӑхне кӑларса ҫаклатрӗ Янтул.

Он же еще с утра взнуздал лошадь и так до вечера и продержал в удилах!

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахне Михапар ахаль ҫеҫ каларӗ пулсан та Янтул ӑна хӑй ҫине илчӗ.

Михабар наверняка сказал это ради красного словца, а Яндул принял все за истину.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпӗ — Ильмук, — хӑйӗн суя ятне пӗлтерме васкарӗ Янтул.

— А я Ильмук, — поспешил назвать свое ложное имя Яндул.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара тин Янтул ҫине кулса пӑхрӗ.

Потом улыбнулся:

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗррехинче, каҫ пуласпа, ывӑннӑ Янтул ҫумне шыв хӗрринче пӗр этем пырса тӑчӗ.

Как-то вечером усталый Яндул спустился к речке напоить лошадь, и тут к нему подошел мужчина.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хыпса илнӗ ҫӗнӗ шухӑшне халех, ҫак самантрах арӑмне каласа парас килчӗ пулсан та тӳсрӗ Янтул, вӑратмарӗ ӑна.

Яндулу, конечно, не терпелось сию минуту поделиться с женой своим решением, но он не стал ее будить —

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй ӑшӗнче Янтул ҫаплах ывӑл ача ҫураласса кӗтет-ха.

Яндул не сомневался, что родится сын.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку тӗлте Янтул кӑшт ҫеҫ ҫӗре персе анмарӗ.

И тут Яндула осенило: чего гадать, ломать голову?

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул шартах сикет.

Яндул от неожиданности подскочил в постели.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Арӑмне илти-илтми выртакан Янтул пӗрер сӑмахӑн ҫеҫ хуравлать:

Яндул, не задумываясь, ляпнул первое пришедшее на ум:

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унччен Янтул арӑмӗ ҫумне каҫхине ним ҫӑвӑнмасӑр кӗрсе выртатчӗ те арӑмӗнчен кӗрекен уҫӑ та таса сывлӑша ытараймасӑр сывласа киленетчӗ.

если Яндул до сего времени, не умываясь, после трудового дня нырял прямо к жене под одеяло и упивался исходящей от нее свежестью,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed