Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, сӑваплисенӗн Турри, сӑваплисенчен — Авраамран, Исаакран, Иаковран, Хӑвӑн умӑнта ҫылӑха кӗменнисенчен — ӳкӗнӗҫ ыйтман Эсӗ, манран, ҫылӑхлӑ ҫынран, ӳкӗнӗҫ ыйтатӑн, мӗншӗн тесессӗн ҫылӑхӑмсем тинӗс хӑйӑрӗнчен те нумайрах [ж].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне — Израиль Туррин, Иерусалимри Туррӑн Ҫуртне — туччӑр.Кто есть из вас - из всего народа Его, [да будет] Господь Бог его с ним, и пусть он туда идет.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри вӗсем патне Хӑйӗн хыпарҫисене ярсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Хӑйӗн халӑхне тата Хӑйӗн Ҫуртне хӗрхеннӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗнтӗ, ашшӗсем пекех, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.И делал он неугодное в очах Господа Бога своего [по всему, что делали отцы его.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Патша Иерусалимри тата Вениамин ҫӗрӗнчи мӗнпур ҫынна та ҫак халала йышӑнма хушнӑ; вара Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ, хӑйсен ашшӗсенӗн Турри, вӗрентнӗ пек пурӑнма пуҫланӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Олдама вӗсене каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: хӑвӑра ман патӑма янӑ ҫынна калӑр: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тейӗр: ҫакӑ вырӑна тата унта пурӑнакансем ҫине Иудея патши умӗнче вуланӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ мӗнпур инкек-синкекпе ылхана яратӑп, 25. Мана пӑрахнӑшӑн, ытти турӑсем умӗнче тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен алли ӗҫӗсемпе Мана ҫиллентерсе тӑнӑшӑн Манӑн вутлӑ ҫиллӗм ҫак вырӑн тӗлӗнче хыпса илӗ те сӳнмӗ вӑл.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Манассиян ытти ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл хӑйӗн Туррине епле кӗлтуни ҫинчен, витӗркурансем ӑна Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ячӗпе мӗн калани ҫинчен Израиль патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иерусалим Турри ҫинчен вӗсем ытти халӑхсен туррисем ҫинчен, этем алли ӑсталанӑ турӑсем ҫинчен каланӑ пек каланӑ.19. И говорили о Боге Иерусалима, как о богах народов земли, - изделии рук человеческих.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ ӗнтӗ Езекия сире улталаса ан йӑпаттӑр; ан ӗненӗр ӑна: нихӑш халӑхпа нихӑш патшалӑхӑн турри те хӑй халӑхне ман аллӑмран, манӑн аттемсен аллинчен ҫӑлса хӑварма вӑй тупайман пулсан, сирӗн Туррӑр та сире ман аллӑмран хӑтараймӗ, тенӗ Сеннахирим.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ мӗн-мӗн тунӑ пулнӑ Езекия пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче, — хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче вӑл ыррине, тӗрӗссине те чӑннине туса тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара патшапа унӑн аслӑ улпучӗсен ҫырӑвӗсене илсе, хыпарҫӑсем пӗтӗм Израиль ҫӗрне, пӗтӗм Иудея ҫӗрне саланнӑ, патша хушнипе ҫапла каланӑ: эй Израиль ачисем! Ҫӳлхуҫа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — ҫаврӑнӑр, вара Вӑл Ассири патшисен аллинчен ҫӑлӑнса юлнӑ йӑлкӑм енне ҫаврӑнӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия патша Израиль Турри ячӗпе Пасха уявне уявлама Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Иерусалима, килме чӗнсе Израильпе Иудея ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫын ҫитернӗ, Ефремпа Манассия патне те ҫыру ҫырса янӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Самарие каякан ҫар умне тухса тӑнӑ та каланӑ: акӑ аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри, иудейсене ҫилленсе, вӗсене сирӗн алла пачӗ, эсир вара вӗсене тилӗрсе кайсах ҫӗмӗртӗр, ӗнтӗ ҫав хаярлӑх тӳпенех ҫитрӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ӑна Сири патшийӗн аллине панӑ, Сири ҫыннисем ӑна ҫапса аркатнӑ, нумай ҫыннине тыткӑна илсе Дамаска хӑваласа кайнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн пек хӑватлӑ пулнӑ Иоафам, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫӳренӗ.6. Так силен был Иоафам потому, что устроял пути свои пред лицем Господа Бога своего.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑйланса ҫитсессӗн вара унӑн чӗри ӑна тӗп тумаллах мӑнаҫланса кайнӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче шутсӑр пысӑк айӑпа кӗнӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ умӗнче фимиам тӗтӗрме кӗнӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.