Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула the word is in our database.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) more information about the word form can be found here.
хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ.

зайдите в дом раба вашего и ночуйте, и умойте ноги ваши, и встаньте поутру и пойдете в путь свой.

Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпсӑр пул; 2. Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн халалӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ.

1. Аврам был девяноста девяти лет, и Господь явился Авраму и сказал ему: Я Бог Всемогущий; ходи предо Мною и будь непорочен; 2. и поставлю завет Мой между Мною и тобою, и весьма, весьма размножу тебя.

Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.

32. Ною было пятьсот лет и родил Ной [трех сынов]: Сима, Хама и Иафета.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑрҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

4. Дней Адама по рождении им Сифа было восемьсот лет, и родил он сынов и дочерей.

Пулт 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Адама хӑваласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сыхламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.

24. И изгнал Адама, и поставил на востоке у сада Едемского Херувима и пламенный меч обращающийся, чтобы охранять путь к дереву жизни.

Пулт 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Культурӑна аталантарассипе, культурӑпа истори еткерлӗхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине обществӑна тимлӗрех пӑхтарас, ҫамрӑксене воспитани парас ӗҫре ҫӗр-шывӑмӑрӑн культурин пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе Раҫҫейре 2014 ҫула Культура ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Чтобы привлечь внимание общества к вопросам развития культуры, сохранению культурно-исторического наследия,повысить роль отечественной культуры в воспитании молодежи, 2014 год в России объявлен Годом культуры.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252

Чӑваш Енре 2015 ҫула вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑвашсен аслӑ поэчӗн Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

2015 год объявлен в Чувашии Годом автора бессмертной поэмы «Нарспи», выдающегося чувашского поэта Константина Иванова.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2978858

Чӑваш Енре 2016 ҫула Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

2016 год объявлен в Чувашии Годом человека труда.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Нумай калаҫтарнӑ экопоселени патне пыракан ҫулпа кӑсӑклансан культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев ҫула туса пӗтерме, ҫурла уйӑхӗнчех унта туристсен пирвайхи автобусӗсем пырасса шантарчӗ те — ку хурав ЧР Пуҫлӑхне тивӗҫтерчӗ.

Help to translate

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пултарулӑх каҫӗ хыҫҫӑн «Янташ» ушкӑнпа инҫе ҫула тухма палӑртатпӑр.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пушкӑртстанри Кӑрмӑскал районӗнчи Суук Чышма ялӗнче концерт лартрӑмӑр та ушкӑнпа Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме пуҫтарӑнтӑмӑр.

Help to translate

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Паллӑ ӗнтӗ: вӗсен ҫула палӑртнӑ срок тӗлне хута ямалла.

Help to translate

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Пӗр пӗлӗш асфальт ҫула хӗлле, юр ҫинех, сарнине каласа кӑтартнӑччӗ.

Help to translate

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Ҫынсен вара ҫула тухмалла, яла каймалла…

Help to translate

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Шупашкартан Канаш еннелле каякан ҫула тин кӑна ҫӗнетрӗҫ те вӑл аптӑрамасть.

Help to translate

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Демографи кӑтартӑвӗсем лайӑхланса пынине шута илсе ача амӑшӗн /ҫемье/ капиталӗн федераци программине тата 2 ҫула тӑсма саккун йышӑннӑ - 2018 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен 2 е ытларах ача ҫуратнӑ ҫемьесем пулӑшӑва илӗҫ.

Help to translate

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ачасем хӑйтӗллӗнлӗхе хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, хӑйсемех тумланса, апат ҫисе шкула тухса каяҫҫӗ, ҫула май кӗҫӗннине садике леҫсе хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мӗншӗн шӑпах ҫак ҫула суйласа илнине ӑнланмашкӑн Крым историне, Раҫҫей - Крымшӑн, Крым Раҫҫейшӗн мӗнешкел пысӑк пӗлтерӗшлине пӗлни те ҫителӗклӗ.

Help to translate

Эпир пурте - яланах пӗрле! // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сакӑр вунӑ ҫула яхӑн иртсен кӑна ӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ.

Help to translate

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed