Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫӳлхуҫа вара хӗрхенчӗ: «кун пек пулмӗ» терӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ.3. И пожалел Господь о том; «не будет сего», сказал Господь.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫавсенӗн иҫӗм ҫырли пашалӑвӗсене юратаҫҫӗ, терӗ.
Ос 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ канӑҫ тупӑн, кайран, вӑхӑт вӗҫӗнче, хӑвӑн пайна илме вӑранӑн, терӗ.и упокоишься, и восстанешь для получения твоего жребия в конце дней».
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ вара йӗтӗн тум тӑхӑннӑскерӗ, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскерӗ, мӗнле хуравланине илтрӗм, вӑл икӗ аллине те ҫӗклесе Ӗмӗр-ӗмӗр Пурӑнаканӑн ячӗпе тупа турӗ: пӗр вӑхӑтран, икӗ вӑхӑтран тата ҫур вӑхӑтран, сӑваплӑ халӑхӑн вӑйне текех аркатми пулсассӑн, пӗтӗмпе вӗҫленӗ, терӗ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсенчен пӗри йӗтӗн тум тӑхӑннӑ артан, юханшыв тӗлӗнче тӑраканскертен, ҫапла ыйтрӗ: ку тӗлӗнтермӗш ӗҫсен вӗҫӗ хӑҫан пулать-ши? терӗ.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл ҫапла каларӗ: ан хӑра, суйласа илнӗскерӗ! канӑҫлӑх пултӑр сана; тӗреклӗлен, тӗреклӗлен! терӗ.19. и сказал: «не бойся, муж желаний! мир тебе; мужайся, мужайся!»
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ вара эпӗ юлашки вӑхӑтра санӑн халӑхна мӗн-мӗн пулассине пӗлтерме килтӗм, мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗн курни вӑл — ҫав кунсем ҫинчен, терӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Уру ҫине тӑр, мӗншӗн тесессӗн паян мана сан патна янӑ, терӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫывхарсассӑн, эпӗ, сехӗрленсе, ӳпне ӳкрӗм; вӑл мана ҫапла каларӗ: пӗлнӗ пул, этем ывӑлӗ, ҫакӑ курӑну — юлашки самана ҫинчен, терӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Лешӗ ӑна ҫапла хуравларӗ: «икӗ пин те виҫҫӗр каҫпа ир; вара Сӑваплӑ Ҫурт тасалӗ» терӗ.14. И сказал мне: «на две тысячи триста вечеров и утр; и тогда святилище очистится».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ пӗр святой калаҫнине илтрӗм, тепӗр святойӗ вара калаҫаканнинчен ҫапла ыйтрӗ: «курӑнни — куллен кӳмелли парнене хурласси, Сӑваплӑ Ҫурта ҫаратасси-ирсӗрлетесси, ҫара мӑшкӑлласси — мӗн вӑхӑта тӑсӑлӗ-ши ку?» терӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан патшалӑха Ҫӳлти Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем йышӑнӗҫ, вӗсем патшалӑха ӗмӗр-ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, терӗ.18. Потом примут царство святые Всевышнего и будут владеть царством вовек и вовеки веков».
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вырӑнӑм ҫинче ҫывӑрнӑ чухне тата ҫакна куртӑм: акӑ тӳперен Сыхӑ тӑраканни, Сӑвапли анчӗ те 11. хыттӑн кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: «ку йывӑҫа касӑр, тураттине иртӗр, ҫулҫине сӑтӑрса тӑкӑр, ҫимӗҫне силлесе айккинелле ывӑтӑр; тискер кайӑксем ун айӗнчен тухса тарччӑр, вӗҫен кайӑксем ун тураттисем ҫинчен вӗҫсе кайччӑр; 12. анчах та унӑн тӗп тымарне ҫӗр айӗнчех хӑварӑр, вара вӑл, тимӗрпе те пӑхӑрпа тӑлланнӑскер, хирти курӑк хушшинче тӳпе сывлӑмӗпе шӑварӑнтӑр, ҫӗр ҫинчи курӑк хушшинче тискер кайӑксемпе пӗрле хӗсӗнкеленсе пурӑнтӑр. 13. Унран этем чӗрине туртса илӗҫ те ӑна тискер кайӑк чӗрине парӗҫ, ҫапла ҫичӗ вӑхӑт иртсе кайӗ. 14. Сыхӑ тӑраканнисем ҫапла тума хушнӑ, Сӑваплисем ҫапла йышӑннӑ — пурӑнаканнисем этем патшалӑхне Ҫӳлти Турӑ тытса тӑнине, ӑна кама парас тет, ҫавна панине, ҫынсем хушшинче чи кӗҫӗне юлнине те патшана лартнине пӗлччӗр тесе тунӑ та ҫакна» терӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Каларӗ мана: этем ывӑлӗ, куртӑн-и? терӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Каларӗ мана: акӑ пӗҫермелли вырӑн, кунта Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем халӑх парнисене пӗҫереҫҫӗ, терӗ.24. И сказал мне: «вот поварни, в которых служители храма варят жертвы народные».
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мана каларӗ: ҫак вырӑнта священниксен усал ӗҫшӗн кӳнӗ парнене тата ҫылӑх парнине пӗҫермелле, ҫакӑнта тырӑ парнине пӗҫермелле, ҫавна, ӑна халӑх ан сӗртӗнтӗр тесе, тулашӗнчи картишне илсе тухмасӑр пӗҫермелле, терӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: этем ывӑлӗ! пурне те чӗрӳ патне ил, куҫупа пӑх, хӑлхупа итле, Эпӗ сана Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӗтӗм йӗрки ҫинчен, унӑн пӗтӗм саккунӗ ҫинчен каланине пурне те итле; Турӑ Ҫуртне кӗмелли, сӑваплӑ вырӑнтан тухмалли пур вырӑна та чӗрӳ патне ил, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аслӑ пуҫлӑх тӗлӗшӗнчен пулсан, вӑл, аслӑ пуҫлӑх пулнӑ май, хапха патне Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӑкӑр ҫиме ларӗ; ҫав хапха пӑлтӑрӗнчен кӗрӗ те каялла та ҫавӑнтанах тухӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.