Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: эсир нимӗн ҫимесӗр ӗмӗтленсе-шанса тӑрса апатсӑр пурӑна пуҫлани паян вунтӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ; 34. ҫавӑнпа сире апат ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн вилместӗр, сывӑ пулатӑр; сирӗн никамӑн та пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Карап ҫӳретекенсем карап ҫинчен тарасшӑн пулса, карап сӑмсинчен якорь ярам пек туса, тинӗсе кимӗ антара пуҫласан, 31. Павел ҫӗрпӳпе салтаксене каларӗ: карап ҫинче вӗсем пулмасан, эсир ҫӑлӑнаймастӑр, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпир пӗр-пӗр утрав ҫине тухса ӳкӗпӗр, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24. ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Карап чарӑннӑ вырӑнта хӗл каҫма майлӑ марччӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ унтан тухса кайма канаш пачӗ: ҫитме май пулсассӑн Финика — Крит пристанне, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗ енчен тата ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗ енчен хӳтлӗ вырӑна — чарӑнса, ҫавӑнта хӗл каҫар, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ нумай вӑхӑт иртнӗччӗ, типӗ тытас вӑхӑт та иртнӗччӗ, ун чухне тинӗспе ҫӳреме те хатарлӑччӗ, ҫавӑнпа та Павел канаш парса ҫапла каларӗ: 10. эй ырӑ ҫыннӑмсем! ҫул ҫинче хӗн пуласса эпӗ пӗлетӗп; караппа тиеве ҫеҫ мар, пире хамӑра та пысӑк сиен пулӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 16. Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм, 17. сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп: 18. вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑчча хирӗҫ пыма сана йывӑр» терӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та Павел хӑй ӗҫне Август татса патӑр терӗ те, эпӗ вара ӑна кесарь патне яриччен тӗрмерех тытма хушрӑм, тенӗ.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӑл мана каларӗ: «кай, Эпӗ сана аякка, суя тӗнлӗ ҫынсем патне ярӑп» терӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра, 18. эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑр та Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ятне асӑнса ҫылӑхусене ҫуса тасат, тӗне кӗр» терӗ.Встань, крестись и омой грехи твои, призвав имя Господа Иисуса,
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл манпа юнашар тӑчӗ те: «Савл тӑванӑм, куракан пул!» терӗ.13. пришел ко мне и, подойдя, сказал мне: брат Савл! прозри.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: «тӑр та Дамаска кай, мӗн тумаллине унта сана пӗтӗмпе каласа парӗҫ» терӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Назарет Иисусӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ, 11. пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Павел аяла анчӗ те, ун ҫийӗн пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ, унтан: ан пӑшӑрханӑр, чунӗ — ӑшӗнчех, терӗ.10. Павел, сойдя, пал на него и, обняв его, сказал: не тревожьтесь, ибо душа его в нем.
Ап ӗҫс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Павел ҫилленсе ҫитрӗ те ҫаврӑнса пӑхса усал сывлӑша каларӗ: Иисус Христос ячӗпе сана ун ӑшӗнчен тухма хушатӑп, терӗ.Павел, вознегодовав, обратился и сказал духу: именем Иисуса Христа повелеваю тебе выйти из нее.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Павелпа пирӗн хыҫҫӑн утса пынӑҫемӗн вӑл кӑшкӑрса пычӗ: ку ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне пӗлтереҫҫӗ, терӗ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.