Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Священник патне тасалма пырса кайнӑ хыҫҫӑн тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑла пуҫласассӑн, унӑн тепӗр хут священник патне пымалла; 8. тимре унӑн ӳчӗ тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, священник ӑна таса мар тейӗ: ку — тилҫе.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн ӳт-тирӗ ҫинче шурӑ пӑнчӑ пулсассӑн, анчах вӑл ӳт ӑшне шалалла кайман пулсассӑн, ҫӑмӗ те шуралман пулсассӑн, священникӑн ҫав суранлӑ ҫынна ҫичӗ куна хупса лартмалла; 5. ҫиччӗмӗш кунне священникӑн ӑна тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ унчченхи пекех пулсассӑн, ӳт тӑрӑх сарӑлмасть пулсассӑн, священник ӑна тата ҫичӗ куна хупса лартмалла; 6. ҫиччӗмӗш кунне священник ӑна каллех тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те суранӗ палӑрсах каймасть пулсассӑн, суранӗ ӳт тӑрӑх сарӑлса кайман пулсассӑн, священникӑн ку ҫынна таса темелле: ку — тимре, ҫав ҫын хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр та вара таса пулӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. камӑн та пулин ӳт-тирӗ ҫине шыҫӑ е тимре, е шатра тухса ӳт-тирӗ ҫинче тилҫе суранӗ евӗрлӗ пулса кайсассӑн, ӑна Аарон священник патне е унӑн пӗр-пӗр ывӑлӗ патне, священник патне, илсе каймалла; 3. священник унӑн ӳт-тирӗ ҫинчи суран чирне тӗрӗслесе пӑхӗ, суранӗ ҫинчи ҫӑмӗ шуралса кайнӑ пулсассӑн, суранӗ ӳте ҫисе шалалла кайнӑ пулсассӑн, вӑл — тилҫе суранӗ; священник ҫак ҫынна тӗплӗн пӑхса тухӗ те ӑна таса мар тейӗ.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн путек памашкӑн халӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — пӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме, тепӗрне ҫылӑх парни кӳме — илсе пытӑр, вара священник арӑма тасатӗ те, вӑл таса пулӗ, тенӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла; 7. священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умне кӳрӗ те арӑма тасатӗ, вӑл вара юнӗ юхнинчен тасалӗ.
Лев 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Хӑвӑр пусса ҫиекен пӗр-пӗр выльӑх вилсессӗн, унӑн виллине сӗртӗннӗ ҫын каҫченех таса мар пулӗ; 40. ҫав виле ашне ҫиекенӗн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ; кам та кам ҫав вилене йӑтса каять, унӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑй каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсенчен сирӗншӗн акӑ мӗн-мӗн таса мар: каюра, шӑши, калтапа унӑн ӑрӑвӗ, 30. анака, хамелеон, летаа, хомет тата тиншемет — 31. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчунран ҫаксем сирӗншӗн таса мар: вӗсен виллине сӗртӗнекен кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пур чӗрчун та — ҫунатлисем те, тӑватӑ уранӑн ҫӳрекеннисем те — сирӗншӗн ирсӗр; 21. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекеннисенчен — ҫунатлисенчен, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисенчен — ҫӗр ҫинче сиксе ҫӳремешкӗн хӑшӗн ури туни вӑрӑм, ҫавсене анчах ҫийӗр; 22. вӗсенчен ҫаксене ҫийӗр: хӗрлӗ шӑрчӑкпа унӑн ӑрӑвӗнчисене, солампа унӑн ӑрӑвӗнчисене, харголпа унӑн ӑрӑвӗнчисене тата хагабпа унӑн ӑрӑвӗнчисене.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗҫен кайӑксенчен вара ҫаксенчен йӗрӗнӗр [вӗсене ҫимелле мар, вӗсем ирсӗр]: ӑмӑрткайӑкран, виле кайӑкӗнчен, тинӗс ӑмӑрткайӑкӗнчен, 14. хӑлатран, кӑйкӑрпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 15. пур тӗрлӗ ҫӑханпа унӑн ӑрӑвӗнчен, 16. страусран, тӑманаран, чарлакран, хурчӑкапа унӑн ӑрӑвӗнчен, 17. ӳхӗрен, пулӑҫ-кайӑкран, ибисран, 18. акӑшран, пеликанран, ту хурчӑкинчен, 19. чарланран, зуйпа унӑн ӑрӑвӗнчен, хыркукпа ҫара ҫерҫирен.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫакна илтсессӗн, Моисей унӑн сӑмахӗсене ырланӑ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ: 17. мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ; 18. акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене — Елеазарпа Ифамара — Моисей каланӑ: ҫара пуҫӑн ан ҫӳрӗр, тумтирӗрсене ан ҫуркалӑр: сирӗн вилмелле ан пултӑр, пӗтӗм халӑх ҫине ҫилӗ ӳкмелле ан пултӑр; анчах Ҫӳлхуҫамӑр ҫунтарса янипе ҫунса вилнисемшӗн сирӗн тӑванӑрсен, пӗтӗм Израиль халӑхӗн, йӗме юрать, 7. эсир пуху чатӑрӗн алӑкӗнчен ан тухӑр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн ҫине Ҫӳлхуҫанӑн тасалӑх тивлечӗ кӳрекен ҫӑвне юхтарнӑ, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ мӗн хушнине пурне те тунӑ.36. И исполнил Аарон и сыны его все, что повелел Господь чрез Моисея.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Моисей вара Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ҫапла каланӑ: пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗрте аш пӗҫерӗр те ӑна тасалӑх тивлечӗ панӑ чухне кӳнӗ кунтӑри ҫӑкӑрпа ҫийӗр, мана ҫапла хушнӑччӗ-каланӑччӗ ӗнтӗ: ӑна Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫимелле, тенӗччӗ; 32. юлашки юлнӑ ашӗпе ҫӑкӑрне вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ярӑр.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей сӗрмелли ҫупа парне вырӑнӗ ҫинчи юна илнӗ те Аарона, унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене сирпӗтсе тухнӑ; Ааронпа унӑн тумтирне, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен тумтирӗсене ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. [Моисей] такан ӑш ҫӑвне, хӳре чикки ҫинчи ҫӑвне, вар ӳчӗ ҫинчи мӗнпур ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне илнӗ; 26. тата Ҫӳлхуҫа умне тутлӑлла ҫӑкӑрсем хунӑ кунтӑран пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе пӗҫернӗ пӗр ҫӑкӑр тата пӗр пашалу илнӗ те парне ҫӑвӗпе унӑн сылтӑм хулӗ ҫине хунӑ; 27. ҫакна пурне те Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллисем ҫине хунӑ та Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳнӗ; 28. Моисей ҫакна вӗсен аллинчен илнӗ те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнепе пӗрле ҫунтарса янӑ: ку — халал парни, кӑмӑллӑ, ырӑ шӑршӑллӑ парне, ку вӑл — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Моисей] тепӗр така, халалланӑ чухне кӳмелли така, илсе пынӑ, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хунӑ; 23. Моисей ӑна пуснӑ та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрнӗ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.