Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унтан Ионафана ҫапла каланӑ: пирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ пулас ҫук, апла эсӗ ҫак халӑха мӗншӗн тертлентеретӗн?44. Потом сказал Ионафану: для чего ты утруждаешь весь этот народ, когда не предстоит нам войны?
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ионафан ӑна хирӗҫ суйласа илнӗ маттур та вӑрҫӑ вӑрҫма хастар хӗрӗх пин ҫынпа тухнӑ, Вефсана пынӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпир сирӗн мухтавӑра курса тӑрса савӑнатпӑр; 13. пирӗн вара инкекӗ нумай, тӑтӑшах вӑрҫӑ вӑрҫма тивет: таврари патшасем пире хирӗҫ вӑрҫрӗҫ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Ун патне Димитрий салатса янӑ ҫарсем пухӑннӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, лешӗ тарма пикеннӗ, вара ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52. «эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53. Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54. Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Александр патша пысӑк ҫар пухнӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.48. Царь Александр собрал большое войско и ополчился против Димитрия.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫарӗ тарса пӗтнӗ пулин те, пурпӗрех вӑрҫӑ вӑрҫмаллине пӗлсе, Иуда пӑшӑрханса ӳкнӗ: ҫӗнӗрен ҫар пухма унӑн вӑхӑт та пулман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Никанор Иерусалима пысӑк ҫарпа пырса кӗнӗ те Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне килӗшӳ тума килтӗмӗр тесе улталама ҫынсем янӑ: 28. «манпа сирӗн хушшӑмӑрта вӑрҫӑ ан пултӑр; сирӗнпе кӑмӑллӑн калаҫас тесе, сирӗн сӑнна курас тесе эпӗ сирӗн патӑра пӗчӗк йышпа ҫеҫ кӗрӗп» теме хушнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сӑланӗсем ҫинче ҫыхса лартнӑ ҫирӗп йывӑҫ пашне пекки пулнӑ, ун ӑшӗнче ҫавӑнтан вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑватӑ паттӑр ҫын тӑнӑ, сӑланне тытса-ертсе ҫӳрекенӗ пӗр Инди ҫынни пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун патне урӑх патшалӑхсенчен те, тинӗс утравӗсенчен те тара кӗрӗшнӗ ҫарсем килсе ҫитнӗ, 30. ҫапла вара унӑн ҫарӗн йышӗнче ҫӗр пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫирӗм пин ҫынлӑ утлӑ ҫар тата вӑрҫӑ вӑрҫма хӑнӑхтарнӑ вӑтӑр икӗ сӑлан пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66. унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иуда юхӑм шыв патне ҫитнӗ-ҫитменех халӑх валли ҫарпуҫсем уйӑрса лартнӑ та вӗсене ҫапла хушнӑ: тапӑрта пӗр ҫын та ан хӑварӑр, пурте вӑрҫӑ вӑрҫма кайччӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39. тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене вӑл акӑ ҫапла хушнӑ: халӑха лайӑх пӑхса тӑрӑр, эпир таврӑниччен суя тӗнлӗ ҫынсемпе вӑрҫӑ ан кӑларӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсене хӑвалама чарӑнса, Иудӑпа ҫарӗ каялла таврӑннӑ, 17. Иуда халӑха каланӑ: тупӑшшӑн ан хыпӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн каллех вӑрҫӑ вӑрҫмалла пулать; 18. Горгипе унӑн ҫарӗ хамӑр ҫывӑхрах сӑрт ҫинче тӑрать; халӗ хамӑр тӑшмансене хирӗҫ тӑрӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, кайран вара хӑюллӑнах тупӑш илме пултаратӑр, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ют халӑх ҫыннисем ӗнтӗ пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та иудейсем хӑйсене хирӗҫ килнине курнӑ, 13. вара вӗсем тапӑртан ҫапӑҫӑва тухнӑ, Иуда ҫыннисем те трупасем кӑшкӑртса янӑ, 14. ҫапла хире-хирӗҫ пырса ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, суя тӗнлисене аркатса тӑкнӑ, вӗсем тӳремлӗхе тарса кайнӑ, 15. ыттисем пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ; вӗсене Газер хули патне ҫитичченех, Идумея, Азот, Иамния тӳремлӗхӗсене ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, вӗсенчен виҫӗ пин ҫынна яхӑн вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Суя тӗнлисен кӑралпа авӑрланнӑ вӑйлӑ ҫарне, ӑна йӗри-тавра хӳтӗлесе тӑракан, ятарласа вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентнӗ утлӑ ҫарне курсассӑн, 8. Иуда хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: вӗсем йышлӑ пулнинчен ан хӑрӑр, вӗсем тапӑнсассӑн та сехӗрленсе ан ӳкӗр.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӑрҫӑ вӑрҫма тата хӑйсене хӗрхенсе ырӑлӑх патӑрччӗ тесе Турра кӗлтума темӗн чухлӗн пухӑннӑ.44. И собрался сонм, чтобы быть готовыми к войне и помолиться, и испросить милости и сожаления.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Аполлоний Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫмашкӑн тесе суя тӗнлӗ ҫынсене тата Самарирен питӗ йышлӑ ҫар пухнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.