Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

старик the word is in our database.
старик (тĕпĕ: старик) more information about the word form can be found here.
Политика ҫинчен-и унта, хуҫалӑх ҫинчен-и, ыйтатӑп та, вӑл: «Сан ӗҫ мар вӑл, старик», — тесе ҫеҫ лаплаттарса хурать.

Что ни спрошу у него про политику или про хозяйство, а он в ответ буркнет: «Не твое дело, старик».

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Старик пушшех уҫӑлса кайрӗ, аякӗ ҫине вӑрт-варт ҫаврӑнса выртрӗ те ыйтать: «Мӗнле, Андрюша, паттӑрла аманнӑшӑн тата эпӗ тӑшмансем ҫапла тапӑннине тӳссе ирттернишӗн мана пысӑк пуҫлӑхсем мӗнле те пулин медаль памӗҫ-ши?»

Тут старик ишо больше развеселился, проворно повернулся на бок и спрашивает: «А что, Андрюша, может, мне за геройское ранение и за то, что я такое нападение врагов перенес, и медаль какая-нибудь от высшего начальства выйдет?»

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр вилӗмсӗрех вилет вӗт старик, хам куҫ умӗнчех тата, эпӗ вара, каҫса кайса кулнине пула, ниепле те тӳрленсе тӑма пултараймастӑп.

Без смерти помирает старик на моих глазах, а я от смеха никак разогнуться не могу.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эсӗ старик вӗт ӗнтӗ, колхоз пенсионерӗ темелле, ухмахлӑхна вара ҫаплах пӑрахмастӑн, кашнинпех тӳпелешме хӑтланатӑн, ӗҫ тухмасан вара — ҫӑкӑр тархаслама тытӑнатӑн.

Ведь ты уже старик, колхозный пенсионер, можно сказать, а глупости не бросаешь, кидаешься на всех в драку, а если не выйдет — начинаешь клянчить хлеба.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аван старик!

Хорош старик!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Урӑх ӗҫсем старик енчен чӗрене те, вӑхӑта та туртса илчӗҫ…

Другие дела отняли у меня время и сердце к старику…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашкинчен храмӑн тӗп мӑчавӑрӗ те тухнӑ, — пуҫӗ ҫине тиара лартнӑ, хулпуҫҫийӗсем урлӑ тигр тирӗ уртнӑ, шаккал хӳрисемпе эрешленӗ парча саппунлӑ ҫӗр ҫулхи старик.

Наконец вышел и главный жрец храма, столетний старец с тиарой на голове, с тигровой шкурой на плечах, в парчовом переднике, украшенном хвостами шакалов.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Темле майпа Краснокутов старик анкартинчен инҫех те мар пулнӑ-мӗн.

Старик Краснокутов случайно находился неподалеку от гумна.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла, — йӑл кулчӗ старик, — эппин, эрехрен вӑйлӑ йӗкӗт ҫуках иккен?

— То-то я вижу, — улыбался старик, — стало быть, нет молодца сильнее винца!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пӗлетӗп эпӗ эсӗ еплерех старик иккенне!

— Знаю этого старика!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӑна кирек мӗнле калӑр, ку хӑвӑр ирӗк, — хуравларӗ тепӗр старик, — мӗнле калас тетӗр, ҫапла калама пултаратӑр, анчах пирӗн ҫулсем халӗ сирӗнпе пӗрле мар.

— Уж это как хотите, — ответил ему еще один старик, — как хотите прозывайте, но нам с вами зараз не по дороге.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата пирӗн старик тӗрӗсне каларӗ, хамӑр хушшӑмӑрта канашласа пӑхрӑмӑр та эпир, «Правда» хаҫатри ҫав статьяна вуланӑ хыҫҫӑн восстани тӑвас мар тесе шутласа хутӑмӑр.

И старик наш правильно гутарил, что был промеж нас совет, и порешили мы все через эту статью в газете «Правде» не восставать.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ.

Вот она, эта самая газетка от второго числа сего месяца, — не спеша, старческим тенорком говорил старик, а сам уже доставал из внутреннего кармана пиджака аккуратно сложенную вчетверо газету.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ тата, старик, кушаксене юрататӑн-и е ҫук-и?

А ты, старик, кошек любишь или нет?

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑрушӗ тата: «Му-у-ук!» тесе мӗкӗрсе илет — мӑйракисемпе ҫав старик ҫине пырса тӑрӑнать.

А телушка: «Бе-е-е!» — и до того старика с рогами приступает.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Старик татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫатан карта ҫумӗнче автансем кӑкӑрпа кӑкӑр пырса ҫапӑнчӗҫ, тытӑҫса ӳкрӗҫ, пӗрин киккирикӗнчен юн пӗрхӗнсе юхса анчӗ, теприн пӗсехинчен пӗр ывӑҫ чухлӗ тӗкӗ ҫӑлӑнса тухрӗ.

Старик хотел еще что-то сказать, но возле плетня грудь в грудь ударились кочета, у одного из гребня цевкой свистнула кровь, у другого с зоба вылетело с пригоршню перьев.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Аллине сулса ямасӑрах Лапшинова питӗнчен тӑрӑнтарса чышса хӑварчӗ те, алӑк янаххи умне тӗшӗрӗлсе аннӑ старик ҫине пӑхса тӑмасӑр, алӑка шаплаттарса хупса, тухса кайрӗ.

Не размахиваясь, тычком он ударил Лапшинова в лицо и вышел, хлопнув дверью, не глянув на упавшего у притолоки старика.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ те, старик

И ты, старик…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторти виҫӗ ҫын — Яков Островновпа унӑн ывӑлӗ тата Лапшинов старик — ӑна 1920 ҫулта каялла чакса пыракан шуррисемпе пӗрле Кущевкӑра, Аштымовӑн карательнӑй отрядӗнче курнӑ.

Три человека в хуторе — Яков Островнов с сыном и Лапшинов-старик — видели его при отступлении в 1920 году в Кущевке в аштымовском карательном отряде.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна Гладилин хушаматлӑ старик, — чиркӳ ктиторӗ, — пӳлчӗ:

Его прервал старик Гладилин — церковный ктитор:

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed