Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Галаад ӗнтӗ Авен пулса кайрӗ пулсан, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ; Галгалра парне пама пӑрусем пусатчӗҫ, вӗсенӗн парне вырӑнӗсем ана йӑранӗсем ҫинчи чул куписем евӗрлехчӗ.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗнтӗ чул йӑтса пынӑ та унпа шӑтӑк ҫӑварне хупланӑ, вара, Даниил пирки йышӑннинче улшӑну ан пултӑр тесе, патша хӑйӗн ҫӗррипе тата хӑйӗн улпучӗсен ҫӗррисемпе шӑтӑка пичет пусса хӑварнӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем эрех ӗҫнӗ тата хӑйсен туррисене — ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ, чул кӗлеткесене — мухтанӑ.4. Пили вино, и славили богов золотых и серебряных, медных, железных, деревянных и каменных.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав патшалӑхсен саманинче Тӳпери Турӑ нихӑҫан арканми патшалӑх туса лартӗ, ку патшалӑх урӑх халӑх аллине лекмӗ; вӑл пур патшалӑха та аркатса тӑкӗ, хӑй вара ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ, 45. ҫавӑнпа алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннине, вӑл тимӗре, пӑхӑра, тӑма, кӗмӗле те ылтӑна ватнине курнӑ та эсӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара пӗтӗмпе харӑсах саланса кайнӑ: тимӗрӗ, тӑмӗ, пӑхӑрӗ, кӗмӗлӗ те ылтӑнӗ ҫуллахи йӗтем ҫинчи хывӑх пек пулса тӑнӑ, вӗсене ҫил вӗҫтерсе кайнӑ, йӗрӗ те юлман; кӗлеткене аркатнӑ чул вара аслӑ ту пулса пӗтӗм ҫӗре хупланӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кайран эсӗ акӑ мӗскер курнӑ: алӑпа тӗкӗнмесӗрех ту ҫинчен чул катӑлса аннӑ та ҫав кӗлеткене пырса ҫапнӑ, унӑн тимӗрпе тӑмран тунӑ урисем ҫине ӳкнӗ те вӗсене аркатса тӑкнӑ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн сӑнӑма курса, тинӗсри пулӑсем, тӳпери кайӑксем, хирти тискер кайӑксем, пӗтӗм шӑван-кусан, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенскерсем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын чӗтрене ерӗҫ, тусем ишӗлсе анӗҫ, чул сӑртсем йӑтӑнса анӗҫ, пӗтӗм хӳме ҫӗр ҫине ӳкӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сана ҫара чул хысак тӑвӑп, танатасене сарса типӗтмелли вырӑн пулӑн; сана ӗнтӗ ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Тир хӳмисене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, унӑн пашнисене ишсе антарӗҫ; унтан унӑн ҫӳп-ҫапне шӑлса кӑларӑп та ӑна ҫара чул хысак туса хӑварӑп.4. И разобьют стены Тира и разрушат башни его; и вымету из него прах его и сделаю его голою скалою.
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тавӑру валли ҫилӗ пуҫарас тесе, юн куҫран ан ҫухалтӑр тесе, Эпӗ унӑн юнне ҫара чул ҫинчех хӑвартӑм.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шалкӑм ҫумӑр ҫитӗ те, эсир, пӑр пӗрчисем, чул пек тӑкӑнӑр, тӑвӑллӑ ҫил хӳмене татса ывӑтӗ.Пойдет проливной дождь, и вы, каменные градины, падете, и бурный ветер разорвет ее.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп, вӗсен чул чӗрине ӳтӗнчен илӗп те ун вырӑнне вӗсене чӗрӗ чӗре парӑп: 20. вӗсем Манӑн ӳкӗтӗмсем хушнӑ пек ҫӳреччӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытчӑр, вӗсене туса тӑччӑр; вара вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулӑп, тесе калать те.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ылтӑн та кӗмӗл сӑрнӑ ҫак йывӑҫ турӑсем ту ҫинчи чул евӗрлех, — вӗсене ӗҫлесе тӑракансем намӑса юлаҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Ҫак хут чӗркемне вуласа пӗтерсен, ун ҫумне чул ҫых та ӑна Евфрат варрине ывӑт, 64. вара ҫапла кала: «Вавилон та ҫакӑн пекех путӗ, вӑл Эпӗ яракан хӗн-хуртан ҫӗкленеймӗ, вӗсем пачах халсӑрланса юлӗҫ» те.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Санран вара ҫурт кӗтесӗ тума та, ҫурт никӗсӗ тума та чул илмӗҫ, эсӗ ӗмӗрлӗхе хӑрӑнса юлӑн, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӗп тӑвакан сӑрт-ту, Эпӗ сана хирӗҫ ҫӗклентӗм! тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ пӗтӗм ҫӗре тӗп тӑваттӑн, халӗ акӑ аллӑма сан ҫине тӑсӑп та — сана чул хысакӗ ҫинчен туртса ӳкерӗп те ҫунса-ӗнсе кайнӑ сӑрт туса хӑварӑп.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.