Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Перси патши Кир пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иеремия урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне пурӑнӑҫа килтерсе, Ҫӳлхуҫа Перси патшийӗн Кирӑн чун хавалне хускатса янӑ та, вӑл вара, ҫыруллӑ хушу кӑларса, пӗтӗм патшалӑхӗ тӑрӑх ҫапла пӗлтерсе тухма хушнӑ: 23. Кир, Перси патши, ҫапла калать: тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха пачӗ, Вӑл мана Иудейӑри Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ӑна кунтан тухма хистенӗ, вӑл хӑй те тухма васканӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна Ҫӳлхуҫа хаса панӑ.И понуждали его выйти оттуда, да и сам он спешил удалиться, так как поразил его Господь.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл патша керменӗ умне, лаша хапхи патне, ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.15. И дали ей место, и когда она пришла ко входу конских ворот царского дома, там умертвили ее.
2 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вара Турра ҫапла каланӑ: халӑх йышне шутласа тухма эпӗ хушманччӗ-и-ха? эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ усал ӗҫ турӑм, ку сурӑхсем мӗн тунӑ-ха?
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ӗнтӗ левитсен пуҫлӑхӗсене хӑйсен юрӑҫӑ тӑванӗсене кӗвӗ сӑпрайӗсемпе тӑратса тухма хушнӑ, лешӗсен псалтирь, цитра, кимвал тытса савӑнӑҫ кӗввине янӑравлӑн каламалла пулнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша вара аслӑ священника Хелкияна, иккӗмӗш священниксене тата алӑк умӗнче хуралта тӑракансене Ваалпа Астарта валли, тӳпери ҫар валли тунӑ мӗнпур япалана Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен пуҫтарса илсе тухма хушнӑ, вӗсене вӑл Иерусалим хыҫӗнче, Кедрон айлӑмӗнче, ҫунтарса янӑ, вӗсен кӗлне Вефиле илсе кайма хушнӑ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 5. Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Гофолияна урама тухма ҫул уҫса панӑ, вӑл лаша хапхи витӗр тухса патша керменӗ патне ҫитнӗ, ӑна ӗнтӗ ҫавӑнта вӗлернӗ.16. И дали ей место, и она прошла чрез вход конский к дому царскому, и умерщвлена там.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ииуй пӗтӗм Израиле пӗлтерсе тухма йыхравҫӑсем янӑ, Ваал апӑсӗсем пурте пуҫтарӑннӑ; килмесӗр юлни пӗр ҫын та пулман; пухӑннисем Ваал ҫуртне кӗнӗ, Ваал ҫуртне лӑках халӑх тулса ларнӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Чурисем ун патне пынӑ та ӑна вӑрахчен ӳкӗтленӗ: аттемӗр, пророк хӑвна пысӑкрах ӗҫ хушнӑ пулсассӑн, эсӗ тумастӑнччӗ-и ҫавна? халӗ вӑл сана шыва кӗрсе тухма ҫеҫ каларӗ: «ҫӑвӑн та — тасалӑн» терӗ, тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Моав патши ҫапӑҫура хӑйне ҫӗнтерсе пынине курнӑ та хӗҫ тытнӑ ҫичҫӗр ҫынна илсе Эдом патши тӗлне ҫӗмӗрсе тухма тӑнӑ; анчах вӗсем унта ҫитеймен.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ; 22. халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ҫул хӗрринчи сурӑх карти патне пырса тухнӑ; унта ҫӗр хӑвӑлӗ пулнӑ, Саул унта тула тухма кӗнӗ; Давидпа унӑн ҫыннисем вара ҫӗр хӑвӑлӗнче шаларах ларнӑ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн чуру илтрӗ ӗнтӗ: Саул мана пула Кеиле ҫитме, хулана аркатса-тустарса тухма хатӗрленет.Раб Твой услышал, что Саул хочет придти в Кеиль, разорить город ради меня.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах Саул Давида ҫапла каланӑ: эсӗ ҫав филистима хирӗҫ тухма пултараймастӑн, унпа ҫапӑҫаймастӑн: эсӗ яш ача ҫеҫ-ха, вӑл вара ҫамрӑкранпах ҫар ҫынни, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. каяллах таврӑнӑр, хӗрӗмсем, кайӑрах, эпӗ качча тухма ватӑ ӗнтӗ.12. Возвратитесь, дочери мои, пойдите, ибо я уже стара, чтоб быть замужем.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсен тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, каланине тӑнласшӑн пулман; 14. тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан Вениамин ывӑлӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма Гивӑна пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун хуҫи ирех тӑнӑ та, ҫула тухма хатӗрленсе, алӑка уҫса тухнӑ: акӑ ҫум-арӑмӗ алӑк умӗнче выртать, аллисене алӑк урати ҫине тӑсса хунӑ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ: 16. Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине ҫӗклесе пыракан священниксене ҫыран хӗррине тухма хуш, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.