Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка чей ӗҫес килмест тесе хӑйӗн пӳлӗмне тухса кайрӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эсир сӑра пекех тетӗр пулсан, ӗҫес, сӑрана мӗншӗн ӗҫес мар!— Если вы говорите, что пиво, позвольте, — пива почему не выпить!
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗншӗн ӗҫес мар-ха, Марья Алексевна?
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сторешников каҫ пулсан, каярахпа, Марья Алексевнӑпа Верочкӑна ресторана илсе кӗме шутланӑ, ресторанта каҫхи апат ҫимелле пулнӑ; паллах ӗнтӗ, пурте вӗсем шӑнса кайнӑ, пурин те хырӑм выҫнӑ, ӑшӑнас пулать, чей ӗҫес пулать; Сторешников Марья Алексевна чей куркине е черккине опиум ярса парать; амӑшӗ тӑнне ҫухатнине курсан, Верочка нимӗн те тума пӗлмест; Сторешников Верочкӑна каҫхи апат ҫинӗ ҫӗре илсе кӗрет, — акӑ ӗнтӗ тавлашу ҫиеле тухрӗ те; малалла мӗн тумаллине куҫ курать унта.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей куркинчи ҫурри таран ҫӑра та тутлӑ хӑймана курсан, Верочкӑн ӗҫес килсе кайрӗ.Чай, наполовину налитый густыми, вкусными сливками, разбудил аппетит.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Верочка, чей ӗҫес килмест, тесе тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ, — Марья Алексевна ачаш сасӑпа: «Верочка, кил-ха ман пата!» — терӗ, епле йывӑр, епле йывӑр пулчӗ-ши ӑна ҫапла каламашкӑн.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ хам чечексене ҫав труба тӗлӗнче тӑваратӑп та, малтан кӑмӑлласах колхозсем ҫинчен, рабочи класс ҫинчен, ытти япаласем ҫинчен каланине итлетӗп, кайран вара пуҫа хуть сӗлӗ миххине чик: Мускавран такам ӑйӑр пек: «Налей еще немного, давай выпьем, ей-богу», — тесе ахӑрса ярать, вара, каласан ӗненмӗр, ырӑ ҫынсем, манӑн ҫав тери ӗҫес килсе каять те ним тума аптраса ҫитетӗп!
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ҫав вӑхӑтра Суламифь тӑна кӗнӗ те лӑпкӑ кулӑпа каланӑ: — Манӑн ӗҫес килет, — тенӗ.Но в это время Суламифь очнулась и сказала со спокойною улыбкой: — Я хочу пить.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унӑн ҫав тери шыв ӗҫес килет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Изида Библоса каять, ӗҫес килнипе аптӑраса та чуллӑ ҫул йывӑрлӑхне пула ҫав тери ӗшенсе пырса ҫитет унта.Изида идет в Библос, приходит туда утомленная зноем, жаждой и тяжелой каменистой дорогой.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ӗҫес килнине пӗтерме ҫӑвара хураҫҫӗ ӑна аякри йывӑр ҫулҫӳревсенче.Во время далеких и тяжелых путешествий его кладут в рот для утоления жажды.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫаппа-ҫарамас юличчен ӗҫес, тетӗп…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем, ӗҫке ернӗ пӗр-пӗр мастеревоя кӗтсе, унран ҫарамас тӑратса хӑвариччен ӗҫес тесе, кунӗ-кунӗпе тухма пӗлместчӗҫ кунтан.Они целыми днями торчали тут, ожидая закутившего мастерового для того, чтоб донага опить его.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Санька вырӑн ҫинче енчен енне ҫаврӑнчӗ, сиксе тӑчӗ, ҫара урисемпе урайне ҫатлаттарса, витре патне пычӗ, куркапа шыв ӑсса илчӗ, ӗҫес килмест пулин те вӑрахчен ҫӑтса тӑчӗ вӑл ӑна.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов кайрӗ те чей ӗҫес вӑхӑта таврӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кубокран мӗн чухлӗ ӗҫес килет, ҫавӑн чухлӗ ӗҫме пултаратӑн.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ӗҫес килнине хамах куратӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Чей ӗҫес килет-и? — ыйтрӗ вӑл, унтан хуравласса кӗтмесӗрех чейнике плита ҫине лартрӗ.Хотите чаю? — спросил он и, не дождавшись ответа, поставил на плиту чайник.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Шыв ӗҫес килнӗ пек, — кӗленче еннелле туртӑнчӗ вӑл.— Что-то пить хочется, — выпалила она и потянулась к бутылке,
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив