Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнче (тĕпĕ: ҫум) more information about the word form can be found here.
Икӗ тӗрлӗ ӗмӗт пулнӑ-мӗн унӑн: пӗр енчен — Янтула ытларах хӑй ҫумӗнче тытасси, тепӗр енчен — ӑна хӑйпе тан ватӑлтарасси.

Две мечты вынашивала хитрая баба: с одной стороны, заставить мужа бывать с нею почаще, с другой — состарить его, уравнять с собою.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анатри урамри пӗр карта ҫумӗнче Янтул сӗнксе тӑрать.

он добрался-таки до Нижней улицы и, опершись о чей-то забор, остановился перевести дух.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Стена ҫумӗнче те ҫӳлӗксем.

вдоль стен полки высотой по грудь — стойка.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан шухӑшларах тӑчӗ те ӑна каялла кӑларса илсе кӑмака ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хура сӑхман кӗсйине чикрӗ, сӑхманне кӑмака ҫине пӗрене ҫумне чӑмӑртаса хучӗ.

Но, пораздумав, вынул обратно, положил в карман кафтана и, свернув его, спрятал на печи.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла, урӑх ҫыншӑн вӗсен ҫумӗнче нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, ҫапах вӗсем пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗҫ.

Да, посторонний глаз не обнаружит в них ничего особенного, но они продолжают разглядывать друг друга с неподдельным интересом.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сасӑсем шӑпланмарӗҫ: ҫав-ҫавах вӑйлӑ ҫил макӑрса йӗрет пек, тулта пӗренесем шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ пек, йывӑҫ ҫумӗнче улатакка чарӑна пӗлми сӑмсипе шаккаса ларнӑ пек…

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Предприяти ҫумӗнче хушма центр ӗҫӗ йӗркеленӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Ҫавӑнпа та шӑпӑрлансем ун ҫумӗнче пулма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Ухтиван ҫумӗнче старик, ҫармӑс ачипе чӑваш хӗрӗ, Ярак.

Рядом с Ухтиваном — старик, парень-черемис и девушка-чувашка, Ярак.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Упӑшка ҫумӗнче эпӗ килте те нумай ларнӑ, мучи.

— Около мужика своего я и дома досыта насиделась, дедушка.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑвайт тепӗр енче, тӑвӑлпа чӗлпек-чӗлпӗк хуҫӑлса аннӑ хурӑн тункати ҫумӗнче, кӳпшек питлӗ старик ларать.

По другую сторону костра, напротив, примостился возле вырванного бурей березового комля полнолицый старик.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кайран килнӗ виҫӗ каччӑ хӗрсем ҫумӗнче пӑшӑлтатса лараҫҫӗ.

Трое парней, пришедшие позже всех, сидят возле своих девушек и о чем-то вполголоса переговариваются.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен ҫумӗнче тӑватӑ юпа ҫапса тунӑ сарлака вырӑн курӑнать.

Рядом широкие нары на четырех столбиках.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр хӑй ҫумӗнче ларнӑ чух Ухтиван савӑнӑҫлӑ кунсемпе ҫӗрсем ӗмӗре пырасса шаннӑ, хӗр мӗнпе пурӑннине асӑрханӑ та, асӑрхаман та темелле.

Когда девушка сидела рядом с ним, он надеялся, что веселые дни и ночи придут в вечность, и чем живет девушка, можно сказать, замечал и не замечал одновременно.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кутникӗ те ҫап-ҫарах, стена ҫумӗнче ҫеҫ пӗр тумтир лӑстӑкӗ ҫакӑнса тӑрать.

Правда, и убранства в ней лишнею пет: лавка да голые нары, над ними на гвозде какая-то одежонка, вот и все.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уй хапхи ҫумӗнче, Някуҫ старикӗн лупас айӗнче, паҫӑртанпах улттӑн авӑн ҫапнӑ пек тӗпӗртеттерни илтӗнет.

На окраине деревни, под навесом старика Нягуся, идет дробный перестук, будто молотят в шесть цепов.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн шурӑ катан пир кӗпи Ивук атти ҫумӗнче тикӗтпе вараланса хуралса пӗтнӗ, тухйи чалӑшса ларнӑ.

Она сбила набок тухью, ее белое платье вывозилось в дегте от сапог Ивука.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тем тупнӑ вӑл ун ҫумӗнче, — тет Ивук.

— Не знаю, чего он за него старается, — недоволен Ивук.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле ал айне лекнӗ икӗ ачана, Павӑлпа Хӗлипе, хӑлхисенчен чап ҫавӑрса тытать те юпа ҫумӗнче ларакан ухмах патне ҫавӑтса пырать.

И тут Щеголь ухватил попавшихся под руку Павла И Хелипа за уши и потащил к сидевшему возле столба нищему.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл аттине тасатать пулас, ҫӗр ҫумӗнче аллипе хӑлаҫланни курӑнать.

Он, видимо, чистит сапоги, размахивает рукой по земле.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed