Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Унтан Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑна ҫӗнетнӗ, ун ҫинче канӑҫлӑх парнипе мухтав парни кӳнӗ, вара иудейсене Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, ӗҫлесе тӑма чӗнсе каланӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла хӗсӗклӗхе лексессӗн, вӑл Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ та ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Патшана ларнӑ чухне Манассия вуниккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл аллӑ пилӗк ҫул хушши патшара ларнӑ, 2. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа янӑ халӑхсен ирсӗр йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: 3. хӑйӗн ашшӗ Езекия ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тӳпем вырӑнсене ҫӗнӗрен тутарнӑ, Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ, Астарта юпине лартнӑ, тӳпери мӗнпур ҫара пуҫҫапса, кӗлтуса пурӑннӑ; 4. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Ҫӳлхуҫа: «Манӑн ятӑм ӗмӗр-ӗмӗр Иерусалимра пулӗ» тесе каланӑ Ҫуртра, чӳк парни вырӑнӗсене туса лартнӑ; 5. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн икӗ картишӗнче те тӳпери мӗнпур ҫара парне кӳмелли вырӑнсем туса лартнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Езекия ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Вӑл ӑна илтнӗ те паллӑ панӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ.23. Тогда многие приносили дары Господу в Иерусалим и дорогие вещи Езекии, царю Иудейскому.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Коре — Имна ывӑлӗ, левит, тухӑҫ енчи алӑк хуралҫи — Турра панӑ ыр кӑмӑл парнисемшӗн яваплӑ пулнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ япаласене валеҫсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара халӑх мӗн илсе килнине — вуннӑмӗш пайсене тата Ҫӳлхуҫана халалланӑ парнесене — мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех ҫав пӳлӗмсене кӗртсе хунӑ.12. И перенесли туда приношения, и десятины, и пожертвования, со всею точностью.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Езекияпа аслӑ улпутсем пынӑ та, пухӑнса кайнӑ купасене курса, Ҫӳлхуҫана тата Унӑн Израиль халӑхне тав тунӑ.8. И пришли Езекия и вельможи, и увидели груды, и благодарили Господа и народ Его Израиля.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима пухӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнса-хӗпӗртесе уявланӑ; левитсемпе священниксем кашни кунах Ҫӳлхуҫана кӗвӗ сӑпрайӗ каласа мухтанӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пухӑннисем хушшинче тасалманнисем те нумай пулнӑ; левитсем, Ҫӳлхуҫана халалласа, тасалманнисемшӗн Пасха путекӗ пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесен шучӗ ултҫӗр пуҫ шултӑра выльӑх тата виҫӗ пин пуҫ вак выльӑх пулнӑ.33. Других священных жертв было: шестьсот из крупного скота и три тысячи из мелкого скота.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Езекия тата ҫапла каланӑ: халӗ эсир хӑвӑра Ҫӳлхуҫана халалларӑр; килӗр, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парнесем, тав парни кӳрӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Езекия патшапа пуҫлӑхсем левитсене Ҫӳлхуҫана Давид сӑмахӗсемпе тата Асаф витӗркуран сӑмахӗсемпе мухтама хушнӑ, лешӗсем ӗнтӗ савӑнсах-хӗпӗртесех мухтанӑ, чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав вӑхӑтра, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме пуҫӑнсанах, Израиль патшийӗн Давидӑн кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗсене калама, трупа кӑшкӑртма, Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлама пуҫланӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Езекия патша патне пынӑ та каланӑ: эпир Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатрӑмӑр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнне те, мӗнпур савӑт-сапана та, парне ҫӑкӑрӗн сӗтелне те, тата сӗтелӗн мӗнпур савӑт-сапине те тасатрӑмӑр, 19. Ахаз хӑй патшара ларнӑ чухне пӑрахӑҫланӑ мӗнпур савӑт-сапана та эпир тасатса хатӗрлерӗмӗр, халӗ вӗсем акӑ Ҫӳлхуҫана парне памалли вырӑн умӗнче.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл пӗтӗм ӗҫне, шӑп та шай Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ.2. И делал он угодное в очах Господних точно так, как делал Давид, отец его.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.