Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫутӑра кушакӑн тискертерех симӗс куҫӗсем ялкӑшса илчӗҫ, вӑл чӳречерен тухса сирпӗнчӗ, чӗрнисемпе пура кӗтессине чӑрмаласа, ҫӗре анса кайрӗ.Вспыхнули на свету диковатые, фосфорически зеленые глаза кошки, она метнулась в окно.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫак самантра хура тирекӗн ҫӑра тураттисем хыҫӗнчен хӗвел пӑхса ячӗ те, унӑн хӗрлӗ кӗрен пайӑрки малти лаша ҫурӑмӗ ҫине ӳкрӗ; лашан йӑлтӑртатса тӑракан йӗпе ҫӑмӗ пӗр самантлӑха сӳнми хура ҫулӑм пек ялкӑшса илчӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тавралӑха ҫуркуннехи хӑвӑрт куҫакан каҫ сӗмӗ карса илесси нумай юлман; хӗвел те ялкӑшса ҫунан хӗрӳ ҫаврашкипе анӑҫри кӑвак тӗслӗ, лӗмсӗркке ҫумӑр пӗлӗчӗсен хӗррине сӗртӗннӗ, — анса ларма хатӗрленет.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Усть-Невински ҫинче ҫутӑ йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫунса, ялкӑшса тӑнӑ, бархат пек симӗс пахчасене, площаде, урамсемпе тӑкӑрлӑксене ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ; юпасем ҫинче те лампочкӑсем ялкӑшнӑ, ҫурт чӳречисем те ҫуталса ларнӑ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку ыйту никам пуҫне те пырса кӗмен, — шӑпах каҫхине, ҫеҫенхире тӗттӗм килсе хупласан, станицӑсем ялкӑшса ҫуталасса кашниех пӗлсе тӑнӑ…
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чи малта, тарланӑ хӗрӳ лашисене аран-аран чарса, Иван Родионовпа Никита Никитич Андрианов килнӗ, ик айккипе ташласа пыракан урхамахсем ҫинче ялав тытакансем пынӑ — хӗрлӗ ялавсем ҫил ҫинче ялкӑшса тӑнӑ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Икӗ кунтан, ҫулсем типсе ҫитсен, ҫеҫенхир нихҫан курман илемпе ялкӑшса выртсан, Усть-Невинскине мӗнпур станицӑсенчен, хуторсенчен хӑнасем килме пуҫларӗҫ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑшпӗр юпасем ҫине пралукне карнӑ ӗнтӗ, вӑл хӗвел ҫинче ялкӑшса чӗтренсе тӑнӑ.На нескольких столбах провод был уж натянут, искрился и дрожал на солнце.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Машина килнине курсан, юланутсем шак сиккипе машинӑна хирӗҫ чуптарчӗҫ, ҫӳле ҫӗкленӗ ялав ҫил ҫинче вут пек ялкӑшса пычӗ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вут ялкӑшса ҫунма пуҫларӗ — хуралса кайнӑ пӳлӗмре ҫутӑ та ӑшӑ пулчӗ.Костер вспыхнул пламенем — в закопченной кунацкой сделалось светло и уютно.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ шансах калама пулать, ҫуркунне Кубань ҫурхи шывпа кӗрлеме пуҫласан, Усть-Невинскинчи ГЭС ялкӑшса ҫуталса кайӗ…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Путса кӗнӗ шӑтӑксенчен Степанӑн куҫӗсем курайманлӑх хӗмӗпе ялкӑшса ҫуталаҫҫӗ.Из запавших глазниц нестерпимо блестел остро отточенный взгляд Степана.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Нихҫан та манас ҫук Григорий Степанӑн куҫӗсем ҫак самантра епле ялкӑшса ҫуталнине.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пӗртен пӗр часовойсем кӑна ҫапӑҫу пыракан вырӑнсенче сарӑрах хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем хӑрушшӑн ялкӑшса чӳхеннине аякран куркаласа тӑраҫҫӗ.Одни часовые наблюдали за оранжевыми жуткими всплесками света там, где шли бои.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мавзолей умӗн танксем иртеҫҫӗ, ҫил ҫинче гварди ялавӗ ҫулӑм пек ялкӑшса пырать, — Сергей трибуна ҫинче аллине ҫӗклесе Сталин тӑнине курах кайрӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Инҫетри корпуссем ҫине хӗвел ялкӑшса хӑпарчӗ.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Таҫта сӑртсем хыҫӗнче хӗвел хӑпарнӑ, инҫетри вӑрман тӑрри халӗ хӗрлӗ тӗспе мар, кӗрен тӗспе ялкӑшса кайрӗ, ту хушши пӗлӗтрен ӳкекен ҫутӑпа ҫуталчӗ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна алӑра тыткалама питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, кӑшт сиктерсенех вӑл хӗвел ҫутипе ялкӑшса илсе, хӗлхемӗсемпе куҫа ҫиет…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вара уйӑх пӗлӗте урлӑ пӗкӗ пек авӑнчӑк ҫулпа хӑвӑрт шуса каҫрӗ те пӗлӗт асамат кӗперӗ пек ялкӑшса кайрӗ, ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑна пуҫларӗҫ, Кубань шывӗ те хӑй ҫыранӗсенчен тухнӑн, вӑрман шиклӗн кӗрлесе ларнӑн, ҫеҫенхире темиҫе ҫӗрте пушар хыпса илнӗн туйӑнчӗ…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав самантра ачаш кӑвак куҫсем килнӗ ҫын кӑкӑрӗ ҫинче ҫӑлтӑр йӑлтӑртатнине асӑрхарӗҫ; унччен ниепле те ҫавӑрма май ҫук пек пӑхса тӑракан хӗрӗн сивӗ пичӗ сасартӑк ӑшӑ кулӑпа ялкӑшса илчӗ, куҫӗсем тата ачашрах та кӑвакрах пулса кайрӗҫ, чуна савакан ҫепӗҫ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.