Шырав
Шырав ĕçĕ:
Петӗм храма ҫаплалла ҫаврӑса, алтарь патне каялла таврӑннӑ ама-турӑ, хор юрри те хытӑран хытӑ хӗрсе, вӑйлӑран вӑйлӑ ҫӗкленсе пынӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӑхатӑп та — вӑл пӗтӗмпех вут пек ҫунса-йӑлкӑшса тӑрать, унӑн шӳтлесе каланӑ сӑмахӗсем, унӑн кулли, юрри (вӗсене вӑл пинӗ-пинӗпех пӗлетчӗ) ҫынсен пуҫӗсем ҫинче пӗр чарӑнми вӗҫсе-янӑраса ҫӳреҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ҫамрӑк чун хӑрушлӑха ҫийӗнчех ӗненсе каймасть; эпӗ ҫаплах кӗсменсемпе ишме тапаҫланатӑп; пур усал сывлӑш вӗрсе, пире шӑтӑк чавса, пӗр тӳлевсӗрех кӑмӑллӑн вилӗм юрри юрланӑ хӑрушӑ самантра ишетӗп.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Эпӗ вӗҫем патӗнчен тухса кайрӑм, Коновалов ҫыхланнӑ чӗлхипе кӑшкӑрашнине урамра, алӑк патӗнче, итлесе тӑтӑм та, вӑл каллех юрлама пуҫласан, пекарньӑна уттартӑм, ман хыҫҫӑн чылайччен-ха каҫ шӑплӑхӗнче ӳсӗр ҫыннӑн килпетсӗр юрри йынӑшнӑ, йӗнӗ пек илтӗнсе тӑчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ман юлташ сассинче шанчӑка путаракан хурлӑх, чӑрсӑрлӑха ҫӗннӗ лӑпкӑлӑх, тыткӑна илнӗ тунсӑх юрри илтӗнсе тӑрать.Безнадежная грусть, спокойное отчаяние, безысходная тоска звучали в песне моего товарища.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Харсӑррисен чӑрсӑрлӑхне эпир мухтав юрри кӳретпӗр!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
— Харсӑррисен чӑрсӑрлӑхне эпир мухтав юрри кӳретпӗр!
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Вӗсен хӑватлӑ шавӗнче мӑнкӑмӑллӑ кайӑк ҫинчен мухтав юрри янранӑ: хумсем ҫитсе ҫапнипеле сакӑлта чулсем чӗтреннӗ, хаяр кӗвӗ янравӗпе тӳпе маччи кисреннӗ:
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
» — Ватӑ Нур, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, хулпуҫҫисене апла та капла пӑркалать анчах, Зобарӑн маттур юрри пурне те кӑмӑла кайрӗ.Старый Нур и усами поводил, и плечами пожимал, и всем нам по душе была удалая Зобарова песня!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Чӗрӗлӗх юрри, ирӗк юрри аслатилле кӗрлесе каять; хӗвел те пӗлӗт ҫинче, ӑна кура, ҫав юрӑ ҫеммипе ташша ярассӑнах туйӑнать.Громом гремит вольная, живая песня, и само солнце, того и гляди, затанцует по небу под ту песню!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Сасартӑк, кӑмака ҫинчи чи аякри кӗтесрен, шӑпчӑк-кайӑкӑн шӑнкӑртатса юхакан юрри илтӗнсе кайрӗ.И вдруг с печки, из дальнего ее угла, полились такие переливчатые, звонкие соловьиные трели.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юрӑсен юрри.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кайӑк юрри хуллен-хулленех вӑйсӑрланса пырать, часах вӗсем йӑлтах шӑпланаҫҫӗ, пӗри ҫеҫ, кутӑнскер, ыттисене хирӗҫленӗ евӗр, таврари шӑплӑхра, чарӑна-чарӑна, пӗчченех пӗр евӗрлӗ чӗриклетет, анчах лӑпланнӑҫемӗн лӑпланса пырать, унтан вара юлашки хут хуллен шӑхӑрса илет, хӑй таврашӗнчи ҫулҫӑсене ерипен хускатса чӗтренет те… ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Суд пынӑ вӑхӑтра Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра ЮТВ ирттерекен премие «Ҫулталӑк юрри» номинацие тӑратнӑ.
А.Никитин композитор Владимир Егоров «Эпӗ мар» юрра вӑрланине судра ӗнентернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23261.html
Ҫӳлте-ҫӳлте тӑри юрри илтӗннӗ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Шӑплӑхра Чебурашкӑн тунсӑхлӑ юрри ҫеҫ илтӗнсе тӑрать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ачасен юрри вӑрман тӑрӑх ян-ян каять.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Туй юрри.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Халӑх юрри.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Xалӑх юрри.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940