Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫыннисем, пӗр пай выльӑхӗ канал тума юлаҫҫӗ, ытти лавсемпе йывӑҫ илсе килес тетпӗр.— Люди и часть худобы останутся на канале, а на остальных подводах думаем забрать лес.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пире кура пур станицӑсенче те пилӗк ҫуллӑх плансем тунӑ, пур ҫӗрте те йывӑҫ кирлӗ, унсӑрӑн вӗсен планӗсем хут ҫинче кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урама ӗнесем хӑваласа тухнӑ хӗрарӑмсемпе вӗтӗр-шакӑр ачасем вӗсем хыҫӗнчен чылайччен пӑхса юлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лаштра хурӑнсем салхуллӑн хутланкаласа юлаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ тусен тӗссӗр кӑвак сӗвекӗнче вилнӗ казаксен пӗчӗкҫӗ кӑвак тӗмескисем вырта-вырта юлаҫҫӗ; суранланнӑ казаксем, ҫӗклесе тухма ӗлкӗрейменнисем, хӑйсем тӗллӗнех шукаласа анаҫҫӗ.На серых скатах остались серые комочки убитых; раненые, которых не успели захватить, сползали сами.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫил ҫумӑр пӗлӗчӗсене васкатса хӗрхенӳсӗр турта-турта ҫурать; инҫетри ҫӑлтӑрсен хӑмӑр кӑвак шел-кӑварӗсем вара вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫап-ҫутӑ ҫаралса юлаҫҫӗ.Ветер торопил тучи и, раздирая их, оголял лиловые угольки далеких звезд.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Завод ҫурчӗсем, йывӑҫсемпе хупланнӑ поселоксем, алка пек шурӑ изоляторлӑ пысӑк напряжениллӗ линисем ирте-ирте юлаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна курса ҫеҫ юлаҫҫӗ.
Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пиҫсе ҫитнӗ тырпула утлӑ ҫар таптаса иртет, уй-хирсене шӗвӗр пӑталлӑ такан йӗрӗсем вӗҫӗмсӗр вырта-вырта юлаҫҫӗ; пӗтӗм Галици тӑрӑх пӑр ҫӗмӗрсе тухнӑ тейӗн.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урапа ҫулӗн икӗ енӗпе мужиксемпе капӑр тумланнӑ хӗрарӑмсем курӑк ҫулаҫҫӗ, казаксен колоннисем ҫине аллаппи айӗн пӑха-пӑха юлаҫҫӗ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хутор ҫийӗпе ерипен кунсемпе ҫӗрсем иртеҫҫӗ, эрнесем юхса юлаҫҫӗ, уйӑхсем шӑваҫҫӗ, ҫил вӗрет, ҫанталӑк пӑсӑласса сиссен, ту кӗрлет тата кӗркуннехи витӗр курӑнакан симӗс ялтӑркка кантӑкпа витӗннӗ Дон нимӗн хуйхи-суйхисӗр тинӗселле ыткӑнать.
3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Казак картузӗсен хӗрлӗ кӑшӑлӗсем, кӑвак та хура мундирсемпе сюртуксем, ҫаннисене шурӑ тутӑр ҫыхнӑскерсем, хӗрарӑмсен тутрисем ҫинче йӑлкӑшакан асамат вӑййи, тӗрлӗ-мӗрлӗ юбкӑсем, мӑкӑрланакан ҫутӑ тусан хӳрисем вӗлтӗртетсе юлаҫҫӗ кашни урапа-кӳме хыҫӗнчен.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хирӗҫ пулакан казаксем вӗсенчен пӑрӑнаҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен темӗн вӑхӑтченех пӑхса тӑрса юлаҫҫӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан, пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе йӑлтӑртатса кулса, хулпуҫҫийӗсене чарусӑррӑн вылянтарать; ҫул тӑрӑх тӗмескеленсе тусан шӑвӑнать, питӗ вӑрӑм та йӳле пилӗк кӗпеллӗ Христоня, тӑрмаланчӑк та йӗпе тара ӳкнӗскер, куклене-куклене ташша ҫапать, сулмак урапи пек ҫаврӑнать, курнӑҫланкаласа та ахлатса, «казачока» тӗпретет, ҫул тусанӗн сӑрӑ пурҫӑнӗ ҫине унӑн ҫара урисен тӗлӗнмелле лаптӑм-лаптӑм йӗрӗсем юлаҫҫӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку вӑхӑтра килсенче карчӑксемпе стариксем ҫеҫ ларса юлаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Лапамра, аяккарах, салтаксем хырӑм ҫинче шуса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн юр ҫине кукӑр-макӑр тарӑн йӑрансем юлаҫҫӗ.Вдали по ней ползла группа солдат, оставляя позади себя в снегу глубокие, извилистые борозды.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫапла, ҫаксем пурте историре юлаҫҫӗ…
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Травкинпа унӑн ҫыннисем чакас-тӑвас пулсан вӗсене чакса тухма кирлӗ вырӑна хураллама — сапёрсем ҫакӑнтах юлаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Хӑш чухне боецсем вӗсене ырӑ сӑмахпа та асӑнма пултараймаҫҫӗ — паллашу ытла та кӗске пулнӑ пирки, ҫыннӑн характерӗнчи тӗрлӗ енсем палӑраймасӑрах юлаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.