Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑплӑх the word is in our database.
шӑплӑх (тĕпĕ: шӑплӑх) more information about the word form can be found here.
Сирена шӑпланчӗ, пӗр вӑхӑтрах, шӑплӑх хупласа илнӗ пек, тупӑ кӗрлени те чарӑнчӗ.

Сирена смолкла, и одновременно, словно придавленный тишиной, оборвался и орудийный грохот.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Асаплӑ шӑплӑх темиҫе ҫеккунт тӑсӑлчӗ, унтан, аслати шартлатса ҫапнӑ пек, умлӑн-хыҫлӑнах пӑшал сассисем кӗрӗслетсе кайрӗҫ, ҫӗрлехи тӗттӗмре ҫутӑ тӑрӑхӗсем ялтлатса илчӗҫ.

Томительные секунды длилась тишина, а потом громом ударил неровный раскатистый залп, вспышки огня пронизали темноту.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫеҫенхирте — шӑплӑх тата армутин чуна ҫывӑх та йӳҫек шӑрши каснӑ вӑшӑл-вӑшӑл тӳлек ҫил…

В степи — тишина и ветерок, напитанный родным и горьким запахом полыни…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫеҫенхирте, такам тухатнӑ пек, вилӗ шӑплӑх тӑрать.

Словно очарованная, в мертвом молчании лежала степь.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кухньӑра аван мар шӑплӑх тӑчӗ.

В кухне стояла неловкая тишина.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тепринче, ав, ҫакӑн умӗн кӑна ашшӗ тата мӑшӑрӗ вилни ҫинчен пӗлнӗ килте, пӳртре те, картишӗнче те хускалми шӑплӑх хуҫаланать.

А там, где накануне узнали о смерти отца и мужа, глухая тишина стояла в доме и на подворье.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан каллех Донӑн анлӑ ытамне шӑплӑх пусса илчӗ.

И снова тишина окутывала Обдонье.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӗн чухлӗ тӑчӗ-ши ҫак шӑплӑх — калама хӗн: пилӗк минут-ши, ҫур сехет те-ши.

Трудно сказать, сколько времени длилась эта тишина: то ли пять минут, то ли полчаса.

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

Анчах Гришӑпа Степка ҫак шӑплӑх мӗнле ултавлӑ иккенне пит лайӑх чухлаҫҫӗ.

Help to translate

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Иртнисем ҫаплах умра-ха, асрах: пысӑк лампӑсен куҫа шартакан хӑватлӑ ҫутисем, операционнӑйри чуна пырса тивекен шӑплӑх, новокаин ярса тултарнипе ҫӗкленекен юн хумӗсемпе ырату сӗрӗмӗ…

С внутренней дрожью вспоминал все прошлые, с ярким светом огромных ламп, с гнетущей тишиной операционной, с дурманящей волной крови, насыщенной новокаином и болью.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Палатӑра шӑплӑх тӑрать.

В палате держалась тишина.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Операционнӑйра нихӑҫан пулман шӑплӑх.

В операционной повисла такая тишина,

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Усал шӑплӑх тӑрать пристаньсенче.

Зловещая тишина стояла на пристанях.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пӳлӗмре чылайччен аван мар шӑплӑх тӑчӗ.

После его ухода в комнате долго стояла нехорошая тишина.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳлӗмре чылайччен йывӑр шӑплӑх тӑчӗ.

В комнате долго стояла тягостная тишина.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аслати умӗнхи шӑплӑх вӑраха пымарӗ.

Предгрозовая тишина стояла недолго.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫак шӑплӑх, чарлансем чуна ыраттарса кӑшкӑрни ӑна куҫҫуль тухиччен хурлантарчӗ, хӑй ҫине сасартӑк йӑтӑнса аннӑ инкек вара кунтан та йывӑртарах та тертлӗрех пулчӗ.

Ей было грустно до слез от этой тишины, от хватающего за сердце крика чаек, и еще тяжелей и горше казалось то несчастье, которое так внезапно обрушилось на нее.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗр минута яхӑн ним сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх тӑчӗ.

С минуту стояла тишина.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курницӑра вӑрах шӑплӑх тӑчӗ.

В горнице надолго установилась тишина.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах курницӑра масар ҫинчи пек шӑплӑх тӑчӗ.

Но в горнице мертвая стояла тишина.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed