Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Людмила аллисене тытса: — Хаклӑ чунӑм! Пурнӑҫра пур ҫын валли те ҫутӑ пуррине, вӑхӑт ҫитсен — вӗсем ӑна курассине, унпа чунӗсемпе ыталашассине пӗлсе тӑма пит те аван-ҫке вӑл! — тесе хыттӑн чӑмӑртарӗ.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сережа амӑшне ним каламасӑр пуҫ тайрӗ, унӑн аллине чӑмӑртарӗ, пӳлӗмрен тухса, булкӑсем илсе килчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ.Сережа молча поклонился, пожал руку матери, вышел, принес булки и сел за стол.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл кула-кула илчӗ, ҫынсен аллисене чӑмӑртарӗ, пуҫ тайрӗ, пырне лайӑх ҫутӑ куҫҫулӗ пӑчӑртарӗ, ывӑннипе урисем чӗтрерӗҫ, анчах савӑнӑҫпа тулнӑ чӗри, пурне те хӑй ӑшнелле туртса илсе, унӑн кӑмӑл туйӑмне ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗ пек палӑртса тӑчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Андрей, пӗтӗм сӑн-пичӗпе ҫуталса, Павелӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, Самойлов, Мазин тата ыттисем те, хавхаланса, ун патнелле туртӑнчӗҫ; Павел, юлташӗсем хӑй патнелле ҫавнашкал туртӑннипе кӑштах именсе, амӑшӗ ларнӑ ҫӗрелле пӑхрӗ те унран: «Ҫапла-и?» — тесе ыйтнӑ пек пулса, пуҫӗпе сулчӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унтан пӗр сӑмахсӑрах вӗсен аллисене чӑмӑртарӗ те, каллех сивӗ кӑмӑллӑ та ҫилӗллӗ пек пулса, тухса кайрӗ.
XXII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унпа сывпуллашнӑ чух ывӑлӗ унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
XIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл аллисене чӑмӑртарӗ, унӑн пӳрнисем шӑтӑртатса илчӗҫ, куҫ хупаххи куҫ ҫине ӗшенчӗклӗн анса ларчӗ…Она сжала руки, пальцы ее хрустнули, а веки утомленно опустились на глаза…
IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Аппӑшӗпе сывпуллашнӑ чух Николай унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ те, амӑшӗ вӗсем пӗр-пӗринпе ансат та лӑпкӑ тытнине тепӗр хут асӑрхарӗ.
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл амӑшӗн аллине тытса хыттӑн чӑмӑртарӗ те тата тепӗр хут ыйтрӗ:
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Малаша чышкисене чӑмӑртарӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Курт чышкине чӑмӑртарӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Олёна сулӑнса кайрӗ, анчах чышкисене чӑмӑртарӗ те, каллех тӳрленсе тӑчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл Шура аллине хытӑ чӑмӑртарӗ те, килнӗ чухнехи евӗрлех, ҫак хулара хӑйӗн нимӗнрен те хӑрамалли ҫук пек, хӑвӑрт та хаваслӑн уйрӑлса кайрӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Люба Андрее ыталаса илчӗ те хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе ӑна хӑй ҫумне хытӑ чӑмӑртарӗ.Она обхватила Андрея своими сильными руками и крепко, жадно прижала к себе.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫакна туйса илсе, Андрей Шурочкӑна аллинчен тытрӗ те унӑн чӗтрекен пӗчӗк пӳрнисене хытӑ чӑмӑртарӗ.Почувствовав это, Андрей взял Шурочку за руки, крепко сжал ее задрожавшие тонкие пальцы.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Драницына хӑй ӗмӗрне те туйса курман ҫепӗҫлӗхпе ачашлӑх ҫав тери вӑйлӑн ҫавӑрса илнӗ пирки, вӑл пӗр сӑмах чӗнмесӗрех Леля патне пычӗ те, ӑна ыталаса илсе, хӑй ҫумне хытӑ чӑмӑртарӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Леля Драницын аллине чӑмӑртарӗ те, тепӗр самантрах унӑн тӑлӑппа ҫӑматӑ тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетки тӗттӗмре ҫухалчӗ.Леля стиснула руку Драницына, и через мгновение ее легкая фигура растаяла в темноте.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Драницын унӑн пӗчӗк те сивӗ пӳрнисене ерипен чӑмӑртарӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Старик Андрей пуҫне хӑйӗн кӑкарӗ ҫумне хытӑ чӑмӑртарӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Павлин Тихонӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.