Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хваттере (тĕпĕ: хваттер) more information about the word form can be found here.
Хам хваттере пынӑ пек пырса тухрӑм.

Help to translate

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Хваттере кӗчӗ те, сывлӑх сунас тесе, хӑнӑхнӑ йӑлипе аллине тӑсрӗ.

Вошел в квартиру и по привычке протянул руку поздороваться.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хваттере кайрӑмӑр, атьсем, тытӑр ман хыҫран! — хушрӗ хавасланса кайнӑ тата пӗтӗм кӗлеткипе темле тӑпӑл-тӑпӑл тӳрленнӗ Григорий.

— Поехали на квартиру, ребятки, держи за мной! — приказал повеселевший и как-то весь подобравшийся Григорий.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор, тухтӑр шыраса, ҫур кун ытла ҫухатрӗ, ҫапах та темле ҫурри ӳсӗр ҫар врачне тупрӗ-тупрех, ӑна тархасла-тархасла аран ӳкӗте кӗртрӗ те хваттере ертсе пычӗ.

Полдня потратил Прохор на поиски доктора и все же нашел какого-то полупьяного военного врача, с трудом уговорил его, привел на квартиру.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗр каҫиччен хваттере вырнаҫасшӑн татах тӑватӑ ушкӑн килсе кайрӗ.

За ночь являлось еще партии четыре постояльцев.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӳрте кӗтӗм те, хамӑн ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса, ҫав каҫах тепӗр хваттере куҫрӑм.

Пришел в хату, забрал свои манатки и перешел на другую квартиру в эту же ночь.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Копылов эрленсе шӑпланчӗ те, вӗсем мӗн хваттере ҫитичченех сӑмах хушмасӑр пычӗҫ.

Копылов обиженно умолк, и больше до самой квартиры они не разговаривали.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий сӗм-ҫӗрле штабран хваттере таврӑнчӗ.

Поздно ночью Григорий пришел из штаба на квартиру.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вешенскинче Аксинья Астахова станица хӗрринче, ҫӗнӗ чиркӳрен инҫе мар пурӑнакан мӑнаппӑшӗ патне хваттере вырнаҫрӗ.

Аксинья Астахова поселилась в Вешенской у своей двоюродной тетки, жившей на краю станицы, неподалеку от новой церкви.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӗтӗм полка трибунала ӑсатаймӑн! — терӗ Штокманпа пӗр хваттере вырнаҫнӑ хӗрлӗармеец.

— Весь полк не отправишь в трибунал! — ответил один из красноармейцев, стоявших вместе со Штокманом на одной квартире.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

27-мӗшӗнче, каҫ сӗмӗпе, хваттере иккӗмӗш ротӑран икӗ сердобец пырса кӗчӗ.

27-го, уже в сумерки, на квартиру пришли двое сердобцев второй роты.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Виҫӗ сердебиецпа пӗрле пӗр хваттере вырнаҫнӑ Штокман хӗрлӗармеецсене пӑлханса сӑнарӗ, пӗррехинче сердобсксемпе ҫав тери хытӑ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн полка пысӑк хӑрушлӑх кӗтнине йӑлтах ӑнланчӗ.

Штокман, стоявший на одной квартире с тремя сердобцами, тревожно присматривался к красноармейцам и окончательно убедился в серьезнейшей угрозе, нависшей над полком, после того как однажды резко столкнулся с сердобцами.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскинче Григорий палланӑ старик патне хваттере чарӑнчӗ, тӳрех хур ӑшалама хушрӗ те штаба канса курӑнмасӑрах Прохора кӑмӑшка шырама кӑларса ячӗ.

В Вешенской Григорий остановился на квартире у знакомого старика, приказал тотчас же жарить гуся, а сам, не являясь в штаб, послал Прохора за самогоном.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем хваттере кӗнӗ кил ҫеҫенхире тухать.

Двор, где они стали на квартиру, выходил в степь.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хваттере миҫен вырнаҫнӑ?

— Сколько поставлено на квартиру?

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хваттере йышӑнӑр.

Принимайте на квартиру.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шӑллӗпе тӗл пулса калаҫма кунӗпех май шыранӑ Петро Григорий патне хваттере пычӗ.

Петро, весь день искавший случая поговорить с братом, пришел к нему на квартиру.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Яланхи выҫкӑнлӑх ӑна темле кӑна тӗп тумарӗ: манса хӑварнӑ ҫитте илме хваттере кӗрсе тухасшӑнччӗ, анчах урӑ ӑс-тӑн ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех, — учӗсене урӑх еннелле тытрӗ.

Природная жадность чуть не погубила его: хотел заехать на квартиру за оставленной полстью; но разум осилил — повернул в сторону.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шупашкарта пурӑнакан аппа, Надежда Николаевна, час-часах хула влаҫӗсенчен хваттере ӑшӑтас енӗпе пулӑшу ыйтнӑ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗн, аннепе пӗчӗккисене тата чирлӗ йӑмӑка сивӗ хваттере, аслисене аннен пӳлӗмне ячӗҫ.

Help to translate

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed