Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗрине тытса, унти кӗрлеве лӑплантарса пӗр хушӑ шӑппӑн ларчӗ, юлашкинчен тинех выртрӗ те питне аллисемпе хупларӗ, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Нэф куҫӗсене тӗттӗмелле, унти инҫетри тӗллев патнелле тейӗн, ыт ахальтен, анчах тимлӗн ывӑтрӗ.Устремив глаза в тьму, бесцельно, но напряженно, как бы улетая в нее к далекой цели.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ас тӑвӑм авӑрӗнчен — унти тӗтреллӗ мӗлкесене сире-сире — тутӑр пӗркеннӗ хӗрарӑм сӑнарӗ уҫӑмлӑн шуса тухрӗ; ҫак сӑнар йӗрӗсен ӗлкине хӑвӑрттӑн ҫухатса Полина Турнейль сӑнарӗпе пӗрлешсе кайрӗ те… вӑл пулса тӑчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
— Каҫар та, эпӗ чылай ҫыравҫӑран акӑ мӗнлерех шухӑш илтнӗ: «Паллах, пирӗн Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗ пур, анчах унти нумай сӑмаха паян сахалӑшӗ пӗлет…
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
Халӗ ҫеҫ «Автан киккирикӗ» килсе ҫитрӗ, унти пӗр матрос «Эврикӑра» пулнӑ, унта ларакан пирӗн йӗкӗтсене Брант пирки хыпарланӑ.Только что при шел «Петушиный гребень», с него был матрос в «Эврика», где сидят наши, и сообщил.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.
Нӳрӗке ӳт-кӗлеткен шалти ҫулӗсемпе юн тымарӗсене сӑрхӑнса кӗме, унти шывсӑрлӑха пула нумай вӑхӑт хушши ҫӑралнӑ юна шӗветме вӑхӑт кирлӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Унти йӗрсем шыв юхӑмӗ пек кумаҫҫӗ; нӑшлатакан, ҫӑмламас пысӑк сӑмса шӑтӑкӗсене тата ҫав тери хитре мар, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑ физиономи ӗренкинчи акӑш-макӑш темӗнле ҫӑмӑлттайлӑха-ҫиллӗхе ҫеҫ ас туса юлтӑм.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Сасартӑк шурӑ вӗрене айӗнчи тӗлӗкӗ аса килчӗ, анчах унти ӳкерчӗксем — ун валли мар…Вдруг он вспомнил свой сон под явором, но не это предстояло ему.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Йӗпе пиншакӗн усӑннӑ кӗсйи унти япала капашне уҫӑмлӑн кӑтартать.Оттянутый карман в мокром пиджаке заметно выдает форму предмета.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл обществӑна хӑй тупнӑ фактсемпе чӑннипех тӗлӗнтерчӗ, Фарфонтсен вилӗмӗ унти сӑлтавсенчен ҫеҫ килменнине, тулаш сӑлтавсемпе ҫыхӑннине евитлерӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Тарт капитан утрав пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартрӗ, анчах ӗҫлӗ ҫын пулнӑ май унти ҫӗр пулӑхлӑхне тата тӑпра мӑнтӑрлӑхне, ҫавӑн пекех питӗ тутлӑ ҫӑл шывӗ нумаййине палӑртрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
— Паян… — терӗ Пӑрӑҫ, — паян унти, океан леш енчи, хаклӑ, кӑмӑллӑ, тӑван сӑн-питсене куҫ умне кӑларса тӑрататӑп, вӗсем те пире кӑмӑллӑн аса илеҫҫӗ, — паян эпӗ этеме ҫиместӗп…
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.
Ванькка, эсӗ унти ху пӗлекен ытти преступниксен ячӗсене те ҫырса пар…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫак хушӑра Крапивин кӑнтӑрти районсене те ҫитсе килчӗ, вӑрӑ-хурахсен эшкерне тытас ӗҫпе ҫыхӑннӑ пур ыйтусене те унти милици пуҫлӑхӗсемпе тепӗр хут сӳтсе яврӗ, юлашки вӑхӑтра пухӑннӑ хыпарсене тимлӗн тишкерчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Япала туянас шутпа мар, унти халӑха курас тесе.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унти ҫар комиссариатӗнче те ӑна тимлӗ итлерӗҫ, хучӗсене пӑхса тухрӗҫ те: — Ну мӗнех, салтак, хӑвӑн тивӗҫне эсӗ, чӑнах та, ҫителӗклех пурнӑҫланӑ. Атя, мирлӗ ӗҫе пуҫӑн! — терӗҫ, ӑшшӑн алӑ парса.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрӗсрех каласан, ялне те мар, унти пӗр-ик килте мӗлтлетсе ҫуталнӑ краҫҫын ҫутине.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен вӑл яла, Утара, ҫитсе килнӗ-мӗн те, унти хыпарсене шӑллӗне курнӑҫу вӑхӑчӗ май панӑ таран пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑмӑл-ӗмӗтсӗр, шухӑшсӑр тӑрать вӑл ҫаран хӗрринче; пушӑ та ҫынсӑр ҫак утрав ҫинчи пӗчӗк ҫӑтмах йышши — илемлӗскер те ӑнсӑртскер — пурнӑҫӗнче тата мӗскер пулнӑ-ши, пур-ши тесе аса илӳпе куҫҫульленчӗ; пурнӑҫ йывӑрлӑхӗпе унти ӗҫ-пуҫа, тем те пӗр ӗҫлесе-курса ҫӳренӗ чухнехи тӗттӗм тапхӑрсене ҫапла кӗтмен ҫӗртен ас тӑвӑмӗнче ҫухатнипе савӑнчӗ-киленчӗ; ҫавӑн чухне чун малтанхи хуппине сӳсе пӑрахать те — ҫунаттисемпе сулкалашса лӗпӗш хурчӗ евӗр ҫывӑрать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
— Пӗлместӗп, — Ассоль хурама айӗнчи уҫланкӑна, унти урапа тӑракан вырӑна, каҫхи кӗрен ҫутӑпа витӗннӗ симӗс курӑка, хуп-хура чӗмсӗр кӑмрӑкҫӑсене васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ те — кӑштах шухӑшласа тӑрсан хушса хучӗ.
VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.