Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑнипе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Выльӑх картишӗсене тасатса тӑнипе вӑрлӑх тасатнисӗр пуҫне хӗлле тата мӗн тунӑ эсир?

Что вы зимою делали, кроме уборки скота да очистки семян?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Половцевсем тем тери ӑслӑ пулсан та, эпир ҫеҫ хирӗҫ тӑнипе пӗтерсе лартас ҫук.

Никакие половцевы не устоят, какого бы ума они ни были.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Беглых ӗҫсем епле тӑнипе кӑпӑл-капӑл паллашкаларӗ те (ҫав кун унӑн темиҫе ял Советне ҫитмелле пулнӑ), ҫапла пӗлтерчӗ:

Беглых наскоро ознакомился с положением (в этот день ему надо было объехать несколько сельсоветов), сообщил:

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Санька, тӗревӗлсе тӑнипе хӗрелсе кайнӑскер, хулпуҫҫине те кӑкӑрне шӑлса илчӗ, мӑйне выляткаларӗ, ҫав вӑхӑтрах лав ҫинче тӗлӗрсе пыракан Девяткина асӑрхарӗ.

Красный от напряжения, Санька потер плечи, грудь, неловко повел шеей и вдруг заметил на возу ухмыляющегося Девяткина.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн куҫӗсем юратӑвӑн чаплӑлӑхӗпе, хӑй ҫиелте пулнине туйса тӑнипе ялкӑшрӗҫ; питҫӑмартисем ҫинче икӗ хӗрлӗ пӑнчӑ палӑрса тӑчӗҫ.

Глаза у ней сияли таким торжеством любви, сознанием своей силы; на щеках рдели два розовые пятна.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга Обломов патне ҫав тери ҫывӑх пырса тӑнипе унӑн чӗрине тата пуҫне юн капланса тулчӗ; Обломов йывӑррӑн, пӑлханса сывларӗ.

Она подошла к нему так близко, что кровь бросилась ему в сердце и в голову; он начал дышать тяжело, с волнением.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга, Штольц кӑтартса панине, арисем, романссем нумай юрларӗ; пӗрисенче — телее уҫӑмсӑррӑн туйса тӑнипе тертленни, теприсенче хаваслӑх пулчӗ, анчах ҫак сасӑсенче хуйхӑ-суйхӑ тӗвӗленме пуҫлани палӑрчӗ ӗнтӗ.

Она пела много арий и романсов, по указанию Штольца; в одних выражалось страдание с неясным предчувствием счастья, в других радость, но в звуках этих таился уже зародыш грусти.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.

У седла были привязаны две сумки: в одной лежал клеенчатый плащ и видны были толстые, подбитые гвоздями сапоги да несколько рубашек из верхлёвского полотна — вещи, купленные и взятые по настоянию отца; в другой лежал изящный фрак тонкого сукна, мохнатое пальто, дюжина тонких рубашек и ботинки, заказанные в Москве, в память наставлений матери.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тем пысӑкӑш кукӑль пӗҫереҫҫӗ, ӑна господасем хӑйсем тепӗр кунне те ҫиеҫҫӗ; виҫҫӗмӗш кунне кукӑле хӗрсен пӳлӗмне леҫеҫҫӗ; кукӑль эрнекунччен пырать, вара хытса кайнӑскер, типӗ, ӑшӗсӗр-мӗнсӗр юлнӑскер, уйрӑммӑн кӑмалласа панӑ парне вырӑнне Антипа лекет; вӑл вара сӑх-сӑхса илсе, чулланса кайнӑ ҫак тутлӑ япалана ҫатӑртаттарса ҫисе ярать, археолог пин ҫул каяллахи мӗнле те пулин савӑт ванчӑкӗнчен япӑх эрехе киленсе ӗҫнӗ пек, вӑл та, кукӑльне ҫининчен ытларах, ку господасен кукӑлӗ пулнине пӗлсе тӑнипе киленет.

Пекли исполинский пирог, который сами господа ели еще на другой день; на третий и четвертый день остатки поступали в девичью; пирог доживал до пятницы, так что один совсем черствый конец, без всякой начинки, доставался, в виде особой милости, Антипу, который, перекрестясь, с треском неустрашимо разрушал эту любопытную окаменелость, наслаждаясь более сознанием, что это господский пирог, нежели самым пирогом, как археолог, с наслаждением пьющий дрянное вино из черепка какой-нибудь тысячелетней посуды.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑй ҫине шансах тӑнипе вӑл паян кунта ман доклада итлеме те килнӗ, халь те ҫак залрах-ха вӑл.

Он так уверен в себе, что имел смелость явиться на мой доклад и сейчас находится в этом зале.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ҫав тери ҫывӑх тӑнипе, Петя сӑмсине салтаксен купӑста яшки шӑршипе вакса шӑрши пырса кӗчӗ.

Он стоял так близко, что Петя явственно услышал страшный запах солдатских щей и ваксы.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль.

Может быть, художественно сшитые куклы, стоявшие на пианино под стеклянными колпаками, внушили мне эту мысль, или множество книг на полу и на полках, или сам хозяин, встретивший меня попросту, в рубахе, под распахнувшимся воротом которой была видна полная волосатая грудь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катьӑна юратса тӑнипе мар, хӑравҫӑ пулнипе вӗлереймерӗ вӑл мана!

Не из любви к Кате, а из трусости он не убил меня!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑн чи таса ӗмӗтӗмпе — сире юратса тӑнипе тупа тӑватӑп!

Святыней моей клянусь — любовью к вам!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗлтрен пусма йӗтӗн пекрех, йӑлтӑртатса тӑнипе ҫеҫ уйрӑлать.

Help to translate

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Ӑна манран пытарса тӑнипе калаҫма юрамасть пек.

Ему нельзя говорить, потому что его от меня скрывают.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен-ха Николай Антоныч хушмасӑрах ӑна пӗрмай юратса тӑнипе хӑй учителӗн, тусӗн ятне хура сӑн кӗртес мар тенипе ҫав хутсене пӗтерме шутланӑ пуль?

Быть может, без ведома Николая Антоныча, из одной привязанности к нему он хотел уничтожить эти бумаги, которые могут бросить тень на доброе имя его учителя, его друга?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйӗн кӑвак ҫӳҫ пайӑрки шӳрешкеленсе тӑнипе вӑл инкек те хӗн курнӑ ватӑ кайӑк евӗрлех.

Со своим острым седым хохлом на голове он был похож на старую, замученную птицу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта ӗнтӗ юр ҫӑвать, пӗлӗтсем хупласа тӑнипе халиччен курӑнман хӗвел ҫути те курӑнма пуҫларӗ акӑ.

За ней шёл снег и только где-то внизу начинал сверкать под солнцем, которое было закрыто от нас облаками.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӳлӗм эпир халь ҫеҫ тухнӑ пӳлӗмрен стена ҫинче пӑшал ҫакӑнса тӑнипе крават пуррипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать темелле.

Эта комната отличалась о той, в которой мы только что были, — разве что тем, что в ней стояла кровать да висело ружьё на стене.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed