Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурҫӗр ҫӑвӗн вӗҫӗмсӗр вӑрӑм кунӗсене, тӗттӗмленме пӗлмен ҫап-ҫутӑ каҫсене, сиввӗн курӑнакан ҫурҫӗр шупка тӳпине, ҫӗнӗ тусӗсем васкамасӑр олатса калаҫнине Володя ниепле те хӑнӑхайман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тусӗсем ӑна ямшӑка татах эрехлӗх пама сӗннине пӑхмасӑрах вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ.Несмотря на советы дать еще на водку ямщику, он надел шапку и стал посередине комнаты.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тусӗсем ӑна хальхинче те куҫпа куриччен чӗрепе ҫеҫ туйса илчӗҫ.
VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапах та вӑл Бяла Черквара мӗн пулса иртнине, Рада халь епле пурӑннине, тусӗсем мӗнле иккенне, ирӗксӗртен татмалла пулнӑ ӗҫӗ мӗнле пынине тем пек пӗлесшӗн ҫунчӗ.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тиаккӑн та, тухтӑр та, Стоян пиччӗшӗ те тата ытти ҫывӑх ҫынсем те, тӗрмери шанчӑклӑ тусӗсем те ун асне килчӗҫ; хуйхӑпа ӑвӑнса ҫитекен Рада та асӗнчех, ҫӗнтернипе хавасланакан тӑшманӗсене те курнӑ пек пулчӗ вӑл.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ставри пуп аллинчи епитрахильне те пӑрахрӗ; ун тусӗсем тӗлӗнсе енчен енне пӑхкаласа илчӗҫ, Соколов хӗпӗртесе пӑхрӗ хӑйӗн тӑшманне, сӑнарӗ унӑн тӑрӑхласа кулнӑ пек туйӑнчӗ.
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ровоама хаджи малтанхи кунсенче сарма ӗлкӗрнӗ элеклӗ сӑмахӗ тусӗсем паллашма сӗннӗ ҫынсене Огняновран сивӗтсе тӑнӑ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хулара Бойчо Огнянова часах халӑх хисеплеме тытӑнчӗ (Кралич хӑйне ҫак ятпа чӗнтере пуҫларӗ, чи малтан ӑна Викентий тияккӑн еврейсен ҫӑви ҫинче Соколовпа паллаштарнӑ чух пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑл ҫапла ятлӑ тесе каласа хунӑччӗ), хулара хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем: Викентий игумен, Соколов тухтӑр — канаш панипе пурӑнма килӗшрӗ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ровоама ҫавӑнтах тухтӑрпа ун тусӗсем енне ҫиллес кӑмӑлпа пӑхса тӑчӗ.Хаджи Ровоама следила злым взглядом за доктором и его спутниками.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун патне тӑванӗсемпе тусӗсем, хуҫипе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем хӑнана пычӗҫ.Были приглашены родственники, друзья и единомышленники хозяина.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл таврӑнасса тусӗсем те кӗтменччӗ-ха.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Темиҫе уйӑх хушши ун ҫинчен пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ, кун хыҫҫӑн вара ун ҫинчен кӑшт ытларах пӗлекен ҫынсем хӑйсем мӗн пӗлнине пытарми пулчӗҫ, — Рахметов пирӗн хушӑра пурӑннӑ чухне хӑй ыйтнипе тусӗсем ун ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламан пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑйӗн тусӗсем патӗнчи пухусенче пулнисӗр пуҫне, ӗҫ пулмасан вӑл урӑх ниҫта та кайман, тата ӗҫ тума кирлинчен нихҫан та пилӗк минут ытларах тӑман; хӑйӗн патне пыракансене те вӑл ҫакӑнтан ытла тытса тӑман; вӑл хӑнине тӳрех: «Эпир сирӗн ӗҫ ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ; халӗ эсир мана ытти ӗҫсене тытӑнма ирӗк парсамӑр, мӗншӗн тесен маншӑн вӑхӑт питӗ хаклӑ», тенӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тусӗсем хушшинче вӑл ытла час-часах пулман, вӗсем патне вӑл шӑпах пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулмалӑх ҫӳренӗ, пуҫтарӑнасса вӗсем Кирсановпа Лопухов патӗнче пуҫтарӑннӑ: «Ҫӳрес пулать, пулас пулать; камсемпе те пулин ҫывӑх пулни кирлӗ, — ӑна кулленхи пурнӑҫ кӑтартса парать, — тӗрлӗрен япаласем ҫинчен ыйтса пӗлме ҫывӑхра яланах ҫынсем кирлӗ» тенӗ вӑл.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла, Вера Павловна хальхинче ашкӑнмасӑр, шӑпах ларчӗ пулин те, хӑйӗн ҫамрӑк тусӗсем пынишӗн чӑнах та хавасланчӗ, Рахметова хӑйне тытса чуптума та хатӗр пулчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсанов хӑйӗн тусӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн Лопуховсем патне пырсассӑн хӑй ӑнсӑртран йӑнӑшасран е Вера Павловна ҫине пуҫласа пӑхсассӑн хӗрелсе каясран, е вӑл ун ҫине пӑхма тӑрӑшманни ытла паллӑ пуласран, е мӗн те пулин ҫавӑн пеккинчен хӑранӑ; ҫук, Верӑпа пӗр минутлӑх тӗл пулнӑ хушӑра вӑл питӗ савӑнӑҫлӑ пулчӗ тата унӑн савӑнӑҫлӑ пулма тулли право та пулнӑ: хӑшпӗр вӑхӑта тусӗсенчен уйрӑлмалла пулнӑскер, тахҫанхи тусӗсем патне таврӑннипе савӑнса, ҫын кӑмӑллӑн та ӑшшӑн йӑл кулать, лӑпкӑн пӑхать вӑл, витӗмлӗн те ним шухӑшласа тӑмасӑр калаҫать, ун чун-чӗринче, вӑл калакан шухӑшсемсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле шухӑш та ҫук вара, эсир чи усал элекҫӗ-хӗрарӑм пулнӑ тата сирӗн, ун ҫине пӑхса мӗн те пулин ун пек марри ҫав тери тупас килнӗ пулсан та, эсир пурпӗрех ӗҫ ҫукран, хӑйне лайӑх паллакан ҫынсемпе пӗрле каҫхи вӑхӑтне ирттерме хавас ҫынна курнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман пулӑттӑр.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Икӗ-виҫӗ ҫамрӑк ҫын, ӑна вӗрентнӗ профессорсенчен пӗри — ытла ҫамрӑках марскер, унӑн тусӗсем ыттисене тахҫанах ҫапла каласа панӑ пулнӑ: тӗнчере темӗнле Фирхов пур иккен, вӑл Берлинта пурӑнать, тата темӗнле Клод Бернар пур иккен, вӑл Парижра пурӑнать, тата ҫавӑн пеккисем ыттисем те пур, вӗсене пурне те астуса тӑма та ҫук, вӗсем те ҫавӑн пекех тӗрлӗ хуласенче пурӑнаҫҫӗ, ҫав Фирхов, Клод Бернар тата тахӑшӗ — ҫаксем вӗсем медицина наукине чи ӑста пӗлекенсем иккен.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пурте пулчӗ кунта: 16 мӑшӑрӑн та ташларӗҫ, 12 мӑшӑрӑн та, пӗр кадриле ташланӑ чухне тата 20 мӑшӑр ташларӗ; тытмалла вылярӗҫ, 22 мӑшӑрӑн та пулӗ, йывӑҫсем хушшинче виҫӗ чуччу туса лартрӗҫ, каннӑ хушӑра чей ӗҫрӗҫ, апатланчӗҫ; халӑхӑн ҫурри пулӗ, пӗр ҫур сехете яхӑн, — ҫук, сахалтарах, чылай сахалтарах, — Дмитрий Сергеичпа икӗ студент тавлашнине итлерӗ, вӗсем Лопуховӑн чи ҫамрӑк юлташӗсенчен чи ҫывӑх тусӗсем шутланатчӗҫ; вӗсем пӗр-пӗрне эсӗ консеквентнӑй мар, сан модерантизм тата буржуалла туйӑм пур тесе хӑратрӗҫ; анчах, уйрӑммӑн илсен, вӗсен кашниннех расна ҫылӑх та тупӑнчӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хӑйне тусӗсем умӗнче мухтаннӑшӑн, Верочка сасартӑк хыта хирӗҫ тӑма пуҫласан, хӑй нимӗн те тума пултарайманшӑн ылханчӗ, ҫӗр тӗпне анса кайма та хатӗр пулчӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.