Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татма (тĕпĕ: тат) more information about the word form can be found here.
Асамҫи, аллипе кӑтарткаласа, ача пуҫне касса татма хушать.

Показывая знаком, чтобы он отсек ему голову.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вара санӑн тӗкӳсене татма тытӑнаҫҫӗ…

Да с тебя клочья будут сыпаться…

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӗлкӗрейместӗн, — Татьяна тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫатан ҫине явӑннӑ хӑмла ҫулҫисене татма пуҫларӗ.

— Не успеешь, — Татьяна отвернулась и стала срывать листья хмеля на плетне.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Вут татма ӑста мар эсир!

— Доски пилить вы не мастер.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Апла пулсан, эсӗ алт, эпир унпа хӑма татма кайӑпӑр, — терӗ Лозневой.

— Тогда вот что: ты копай, а мы пойдем с ней доски резать, распорядился Лозневой.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пирӗн хӑҫан та хӑҫан ҫӗр сакӑрвунӑ доллар пулать, эпир ҫавӑн чухне парӑмсене тӳлесе татма пултаратпӑр…

— У нас целых сто восемьдесят юаней долгу…

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Вӑл хӑй парӑма кӗнине кӑштах тӳлеме шутланӑччӗ, анчах ӑна тӳлесе татма унӑн тата нумай укҫа ҫитмерӗ.

Он собирался погасить часть старых долгов, но оказалось, что ему не хватает довольно крупной суммы.

Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.

Татма ҫӑмӑл пулать…

Оборвать будет легким делом…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хӗрарӑм инҫех мар ҫӳрекен качаки валли курӑк татма пӗшкӗннӗ пек туса, пӗрмай аяккалла пӑхса, партизанпа сӑмахлама пуҫланӑ.

И она, наклонившись будто затем, чтобы рвать траву для козы, которая паслась неподалеку, и глядя в сторону, завела разговор с партизаном.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫавӑнтах Володя хӑй хӑравҫӑ маррипе харсӑрлӑхне кӑтартас тесе пытаннӑ ҫӗртен тухса: — Эх, эсӗ те, хӑравҫӑ! Пуринчен те хӑратӑн. Ак эпӗ, ҫара алӑпа вӗлтрен татма пултаратӑп, кала, татса кӑтартас-и? — терӗ.

Тогда Володя, чтобы доказать свое бесстрашие и стойкость, вылез из укрытия и заявил: — Эх ты, бояка! Всего трусишь. А вот я, хочешь, голой рукой сейчас крапиву сорву? Ну, говори: хочешь?

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Час парса татма шантармастӑп, ҫапах…

Скоро отдать не обещаюсь, но…

XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ӑна эпӗ ҫирӗм кун хушши (малтан пӗр енчен, унтан тепӗр енчен) касрӑм; кунсӑр пуҫне турачӗсене иртме тата асар-писер ашкӑрса ӳсекен тӑррине татма вунтӑватӑ кун кирлӗ пулчӗ.

Двадцать дней я рубил самый ствол, заходя то с одного, то с другого боку, да еще четырнадцать дней мне понадобилось, чтобы обрубить боковые сучья и отделить огромную, развесистую вершину.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карап ҫине пӑчкӑ илсе кӗтӗм те унӑн хӳри вӗҫӗнчи тытӑнса юлнӑ пайӗсене касса татма хӑтланса пӑхрӑм, анчах ку ӗҫе пӑрахма тиврӗ, мӗншӗн тесен тинӗс тулма тытӑнчӗ.

Захватил с собою пилу и попытался перепилить уцелевшие части кормы, но пришлось прекратить работу, так как начался прилив.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та грот-мачтӑна та касса татма тиврӗ.

Так что пришлось срубить и грот-мачту.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ытлашши калаҫсан, санӑнне те майна пӑрса татма пулать.

Будешь болтать лишнее, и тебе не сносить головы.

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр чух ӑна ҫамрӑк автан пусма хушатӑн та, вӑл пур — хӑравҫӑ — унта та, урама чупса тухса, пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене автан мӑйне касса татма ертсе кӗрет: тумлам юн курма хӑрать…

Иной раз скажешь ему цыпленка зарезать, так этот трусишка бежит на улицу и просит первого встречного порезать цыпленку горло: каплю крови увидеть боится…

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилес умӗн Топал-Хасан юлашки хут тапкаланса илчӗ, унтан шӑпланчӗ, — ҫапӑҫнӑ хушӑра Кралич унӑн кинжалне туртса илнӗ иккен те тӑшманӗн пырне касса татма ӗлкӗрнӗ.

Топал-Хасан еще корчился в предсмертных судорогах, но вскоре затих и он, — во время борьбы Краличу удалось дотянуться до его кинжала и перерезать противнику горло.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫӑрттанӑн урисем чӗтреме пуҫларӗҫ, вӑл вара вӑйран кайса, хӑйне вырӑн панӑ Дубцовпа юнашар ларчӗ те, ним тума аптраса: — Ман пурнӑҫа мӗншӗн татма шутлать вара вӑл? — тесе ыйтрӗ.

Ноги Щукаря мелко задрожали, и он обессиленно присел рядом с услужливо подвинувшимся Дубцовым, потерянно спросил: — За что же это он меня задумал жизни решить?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Поляница хӑйне усӑсӑр пек туйӑнакан калаҫӑва татма шутларӗ пулмалла.

Очевидно, Поляница решил положить конец никчемному, с его точки зрения, разговору.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ.

Не потому он озлился и накричал, что бригадиры, не освоившие своих обязанностей, действительно одолевали его, обращаясь за разрешением всяческих мелочных хозяйственных вопросов, а потому, что Лушка, по словам Дубцова, «всем улыбалась, посулы делала».

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed