Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӗвел ҫинче хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене чарса пӑрахса, чунран тӑвӑнса, 64-мӗш номерлӗ полицейски ҫине пӑхнӑ та аллисене сенкер блузи ҫумне хӗреслесе тытса, таҫтан, те пуҫ тӳпинчен, те ура тупанӗнчен тухакан хӑрӑлти сасӑпа кӑшкӑрса янӑ:
II // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Чӳречерен сенкер пушӑ тӳпе курӑннӑ, хӑш чух ӑна тӗксӗм пӗлӗтсем хупласа лартнӑ; тӗкӗр ҫинче кӳпшек сӑн-питлӗ, хӗсӗк куҫлӑ, кӑвак сухаллӑ самӑр старик курӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Сире хамӑн арӑмпа паллаштарма ирӗк парсамӑрччӗ, — терӗ те вӑл Мускавран таврӑнсан, хӑйӗн умне сенкер куҫлӑ, кӳпшек, кӑтра пуҫне хӑрах еннелле тайнӑ пукане кӑларса тӑратрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫавӑнтах сенкер тумлӑ, яланах тап-таса пулнӑ Серафим мӗлтлетнӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сенкер платник ывӑнма пӗлмесӗр ҫаврӑнкалать, сиккелет, кулӑшла такмаксем калать:Голубой плотник неутомимо вертелся, подпрыгивал, сыпал прибаутки:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сенкер тумлӑ пӗчӗк старик Ильяна пит те килӗшнӗ, кӗсле каланине тата Серафимшӑн хавхалантаракан кулӑшла сассине итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн нумай хутчен ҫунӑ ула-чӑла кӗпи-йӗмӗ сенкер тӗслӗ пулса кайнӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, ӳсӗр те кӗрен сӑнӗ хаваслӑн ҫутӑлса тӑнӑ, ватӑлма пӗлмен ҫивӗч куҫӗсем ялкӑшса йӑлтӑртатнӑ, хӗсӗннӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку сӑрт ҫинче халӗ вуншар хӗрес сенкер пӗлӗте тӑрӑннӑ пек курӑнса тӑрать, вӗсене ватӑ та чалӑшса кайнӑ хырсен турачӗсем ҫиелтен витсе тӑраҫҫӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл, халӗ ҫак ҫурхи хӗвеллӗ кун пек, ешӗл курӑксемпе тата ҫулҫӑсемпе витӗнсе капӑрланнӑ, хурӑнсен тата ылтӑн тӗслӗ турачӗсене сенкер пӗлӗтелле ҫӗкленӗ ҫамрӑк хырсен шӑршипе тулнӑ ҫӗр пек ҫуталса, ялкӑшса ҫеҫ ларнӑ, — ҫуркунне кӑҫал ир килнӗ, ӑшӑ пулнӑ, ҫӗмӗртсемпе сиреньсем чечек сарма та ӗлкӗрнӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кичемрех сенкер куҫӗсене лӑпкӑн мӑчлаттарса, вӑл Артамоновӑн алӑк патӗнче чул пек хытса тӑракан ачисем ҫине пӑхрӗ, — вӗсем пурте тӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ: асли — ашшӗне пӑхнӑ, сарлака кӑкӑрлӑ, куҫхаршисем пӗрлешсех тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пӗчӗкҫӗ, упа куҫӗсем пек; Никитӑн куҫӗсем — хӗр куҫӗсем евӗр, пысӑк та кӑвак, хӑйӗн кӗпи пекех; Алексей — кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ те чипер каччӑ, ӳчӗ шурӑ, тӳррӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫакӑ вӑл шурӑ юр ҫинче пир ҫине тӗрленӗ тӗрӗ пек курӑнать: ҫывӑхрисем — ҫутӑ сенкер тӗслӗ, вӗсен хыҫӗнчисем — йӑмӑх кӗрен, инҫетрисем — кӑн-кӑвак.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл нумаях улшӑнман — сайра тӗл пулакан сарлака кӗлеткеллӗ, патмар, сенкер куҫлӑ ҫын, аялти тути малалла тухса тӑрать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Шурӑ, сенкер, шупка стенасене сарӑ-симӗс сӑрпа ярӑмласа пӗтернӗ.Белые, голубые, палевые стены домов покрылись желто-зелеными полосами маскировки.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унтан сенкер пӗлӗт татӑкӗ курӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пирӗн бастион ҫине те, французсен траншеи ҫине те шурӑ ялав кӑларса ҫакнӑ, вӗсен хушшинче вара, ем-ешӗл лапамра, аманса-суранланса пӗтнӗ ҫын виллисем купаланса выртаҫҫӗ, атӑсӑрах, ҫара уранах вӗсем, кӑвак е сенкер кӑвак тумтирсемпе, халӗ ӗнтӗ рабочисем вӗсене повозкӑсем ҫине тиеҫҫӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кантӑк ирӗлсе тасалнӑ, тулта ҫуса тасатнӑ пек, шупка сенкер пӗлӗт курӑнать, Чижик пекех вӑйсӑр хӗвел пулӗмелле пӑхать.
Тӑванӗ мӗн чухлӗ унӑн! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсем ҫилхисене тураса, кӗрен, сенкер, кӑвак хӑюсемпе ҫивӗтлесе ячӗҫ.Они расчесали и заплели им гривы и вплели в них розовые, голубые, синие ленточки.
Хӗрлӗ обоз // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл урай варринче тӑрать, сенкер куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль шӑпӑртатса юхать!Он стоял посреди избы, выпучив голубые глаза, и крупные слезы катились по его щекам.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Веселов хӗрӗсем пӗр пек сенкер саппун ҫакнӑ, ҫавӑнпа вӗсем тата ытларах пӗрешкел курӑнаҫҫӗ.Сестры Веселовы в одинаковых голубых передничках и от этого еще больше похожи одна на другую.
Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.