Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пыратпӑр (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Эрнекун, шывсӑр антӑхса ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, эпир каллех галерея ҫулӗпе малалла пыратпӑр.

В пятницу, после мучительной ночи, истомленный жаждой, наш маленький отряд снова пустился в скитания по лабиринтам галереи.

XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир силурийски тапхӑрӗнче пулса юлнӑ ҫӗр сийӗсем хушшинче пыратпӑр иккен.

Мы находились в отложениях силурийского периода.

XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир пӗрмаях анса пыратпӑр вӗт! — тет профессор.

— Поднимаемся!

XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫаплах лава галерейи тӑрӑх пыратпӑр.

Мы все еще шли по лавовой галерее.

XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫавӑн пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: эпир аялалла мар, тӳрӗ йӗрпе ытларах пыратпӑр пулӗ, тетӗп.

Это заставляло меня предполагать, что мы «спускаемся» больше в горизонтальном направлении, чем в вертикальном!

XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир чи пуҫламӑш ҫӗр сийӗсенче пыратпӑр: пирӗн умри тӑпрара металсене уйӑрса салатакан хими процесӗ пулса иртнӗ; ҫав металсем сывлӑшпа шыва сӗртӗнсенех хӗрсе, шӑранса, вут хыпнипе ҫулӑмланса кайнӑ пулмалла.

Мы находимся в первичных слоях, перед нами порода, в которой произошел химический процесс разложения металлов, раскалившихся и воспламенившихся при соприкосновении с воздухом и водой.

XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир тӗмӗн пысӑкӑш тӗксӗм чулсем ҫинче утса пыратпӑр: вӑл чулсем сивӗнсе хытнӑ чухне ултӑ кӗтеслӗ призма пек пулса ларнӑ, инҫерех темӗн чухлӗ касса татнӑ конуссем евӗрлӗ, ӗлӗк тахҫанах вут ҫирпӗтсе кӑларса тӑнӑ вулкан пырӗсем пулнӑ тусем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Мы ступали по скалам серого базальта, которые при охлаждении приняли форму призм с шестигранными основаниями, вдали виднелись во множестве усеченные конусы, некогда бывшие жерлами огнедышащих гор.

XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир ҫапла хӑвӑрт малалла пыратпӑр.

Между тем мы быстро шли к цели.

XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир вагон ҫинче хамӑр анчах ларса пыратпӑр, пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах та хушса калаҫмастпӑр.

Мы были в купе одни, но не обменялись ни единым словом.

VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗтӗмпех пире хирӗҫ — эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпех куллен-кун ӗҫре вилсе пыратпӑр, ялан пылчӑк ӑшӗнче, ултавра пурӑнатпӑр, пирӗн ӗҫпе ыттисем киленсе, кӳпсе пурӑнаҫҫӗ, пире, сӑнчӑрланӑ йытӑсем пек, тӗттӗмлӗхре тытса усраҫҫӗ, эпир нимӗн те пӗлместпӗр, хӑратса усраҫҫӗ, эпир пуринчен те хӑратпӑр.

Все против нас — мы издыхаем всю нашу жизнь день за днем в работе, всегда в грязи, в обмане, а нашими трудами тешатся и объедаются другие и держат пас, как собак на цепи, в невежестве — мы ничего не знаем, и в страхе — мы всего боимся!

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эпир хальхи обществӑна хирӗҫ тӑратпӑр, сире унӑн интересӗсене сыхлама хушнӑ, анчах эпир, уншӑн тата сирӗншӗн нихҫан килӗшме пултарайман тӑшмансем пулса, ӑна хирӗҫ пыратпӑр, пирӗн хушӑмӑрта эпир ҫӗнтериччен те килӗшӳ пулма пултараймасть, ҫӗнтерессе эпир, рабочисем, ҫӗнтеретпӗрех.

Мы стоим против общества, интересы которого вам приказано защищать, как непримиримые враги его и ваши, и примирение между нами невозможно до поры, пока мы не победим; победим мы, рабочие.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Эпир кунта хуҫалӑха черетлӗн тытса пыратпӑр, — паян пире Игнатий сӑйлать!

Мы тут поочередно хозяйство ведем, — сегодня Игнатий нас поит, кормит!

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

«Эпӗ иксӗмӗр каллех пӗрле пулас саманта кӗтсе, кунсене шутласа пурӑнатӑп. Эпир малаллах пыратпӑр, Луиза, ҫак хӑрушла, тискер, хурахла ҫӗр тӑрӑх малаллах пыратпӑр, пирӗн поход часах хӑватлӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫленет акӑ».

«Я считаю дни, когда, наконец, буду опять с тобой. Мы идем вперед, Луиза, все время идем вперед по этой страшной, дикой, варварской земле, и наш поход скоро окончится полной победой».

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Халех пыратпӑр.

— Сейчас идем.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир хапха патне пыратпӑр, хамӑр ахӑлтатсах кулатпӑр.

Мы подходим к воротам, громко смеемся.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫурхи кунсен пуҫламӑшӗнче тракторсен ытларах пайӗ районӑн кӑнтӑр пайӗнче ӗҫлет, унтан майӗпенех ҫурҫӗрелле куҫарса пыратпӑр.

 — В первые весенние дни основная масса тракторов работает в самой южной части района, потом происходит последовательное перемещение к северу.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурӗ-пӗр ҫавӑн патне ҫитсе пыратпӑр вӗт, мӗншӗн вӑхӑта тӑсмалла?

Все одно ведь к этому придем, так чего тянуть?

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫывӑхарах пыратпӑр та, сӑмсаринчен яра пар! — хушрӗ ӑна Павлин.

— Подойдем поближе, дай из носового! — приказал Павлин.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ахаль те светтуй сывлӑшӗпе кӑна пыратпӑр, Павлин Федорович.

— И так идем святым духом, Павлин Федорович.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир Америкӑн кондотьерӗ пулса пыратпӑр.

Мы становимся кондотьерами Америки.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed