Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

минутран (тĕпĕ: минут) more information about the word form can be found here.
Силин чупса тухрӗ, вара тепӗр минутран трактор кӗрлеме те пуҫларӗ.

Силин выбежал, и через минуту трактор затарахтел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, вӑл куҫа курӑнсанах, ун патне иккӗн, виҫҫӗн пырса тӑраҫҫӗ, тепӗр минутран вара ун тавра пӗр ушкӑн халӑх пуҫтарӑнать.

Его все знали, и стоило ему показаться, как подходили двое, трое, и через минуту вокруг него вырастала толпа.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сахалтарах! — кулянса каларӗ Пушин, тепӗр ҫирӗм минутран хӗр аллинчен шултра саспаллисемпе илемлех ҫырман хут листине илсе.

— Маловато! — сокрушенно сказал Пущин, получив от нее минут через двадцать лист, исписанный крупным небрежным почерком.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тепӗр минутран Беридзе те ун хыҫҫӑн тухрӗ.

Минуту постояв, за ним последовал Беридзе.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр-ик минутран «Костя» сводка ҫырса илме тытӑнчӗ.

Через несколько минут «Костя» стал записывать сводку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вунпилӗк минутран пӗр сас-чӳсӗр тӑтӑмӑр та малалла утрӑмӑр.

Минут через пятнадцать мы бесшумно поднялись и двинулись дальше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Ҫирӗм минутран ытла пурӑнаймасть, — терӗ фельдшер Хветӗре.

— Десять — двенадцать минут жизни, — прошептал фельдшер Федору.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тата темиҫе минутран юрӑ сӑмахӗсем те илтӗне пуҫларӗҫ.

Прошло еще несколько минут, и она уже слышала слова песни.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр вунпилӗк минутран колоннӑ хура вӑрмана ҫитсе те кӗчӗ.

Через четверть часа колонна уже была в глухом лесу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр темиҫе минутран пӗтӗм отряд ҫул тӑрӑх, хӑю евӗрлӗ тӑсӑлса, йӗркеленсе утрӗ.

Через несколько минут отряд выстроился по дороге в длинную ленту людей.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр минутран вӑл чӑнахах та тухрӗ, тарӑннӑн сывласа илсе пиччӗшӗ патне пычӗ.

Через минуту он вышел действительно и с глубоким вздохом подошел к брату.

7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Чӑнахах та, тепрер 6 минутран генерал таврӑнчӗ.

Действительно, минут через двадцать генерал вернулся.

10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Тепӗр 5 минутран казак лаши ҫине утланса ларнӑ Калугин (учӗ ҫине вӑл каллех темӗнле, уйрӑммӑнах казакла утланнӑ, ҫапла утланни адъютантсене пурне те уйрӑммӑнах кӑмӑла кайнине асӑрханӑ эпӗ) генерал хушнӑ тӑрӑх, вӑл панӑ хӑш-пӗр приказанисене кирлӗ ҫӗре ҫитерес шутпа тата ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленнине татӑклӑн пӗлсе килес тесе, бастиона юрттарчӗ; ҫапӑҫу ҫывӑхрах иккенне пӗлсе тӑракан ҫын, хӑй ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑнмасан та, хытӑ пӑлханать, Гальцин князь та, ҫавӑн пекех пӑлханса, урама тухрӗ те, пӗр тӗлсӗр-мӗнсӗр каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Через пять минут Калугин сидел верхом на казачьей лошади (и опять тон особенной quasi-казацкой посадкой, в которой, я замечал, вес адъютанты видят почему-то что-то особенно приятное) и рысцой ехал на бастион, с тем чтобы передать туда некоторые приказания и дождаться известий об окончательном результате дела; а князь Гальцин, под влиянием того тяжелого волнения, которое производят обыкновенно близкие признаки дела на зрителя, не принимающего в нем участия, вышел на улицу и без всякой цели стал взад и вперед ходить по ней.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Тепӗр вунӑ минутран, ҫыруне вӗҫлесе, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ, куҫӗсем ун куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, хӑй пӗлнӗ пек молитвӑсене хӑй ӑшӗнче кала-кала (Никита умӗнче молитвӑсене хыттӑн вуласа турра кӗлтума именчӗ вӑл) тумланма тытӑнчӗ.

Через 10 минут, написав письмо, он встал от стола с мокрыми от слез глазами и, мысленно читая все молитвы, которые знал (потому что ему совестно было перед своим человеком громко молиться Богу), стал одеваться.

4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Темиҫе минутран вӑл Марья Дмитриевнӑпа пӗрле тухрӗ.

Через несколько минут он вышел вместе с Марьей Дмитриевной.

Петр Тихонович хапха умӗнче тӑрать // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Темиҫе минутран Дуня инке, шуратман хулӑн пиртен ҫӗленӗ таса халат илсе килчӗ.

Она вернулась назад через несколько минут, держа в руке толстый, сшитый из грубого холста, но чистый халат.

Чижикпа Машка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Тепӗр минутран пирӗн кашнин хӑйӗн вырӑнӗнче пулмалла.

Через минуту мы должны быть уже на месте.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр минутран, аллине темле хӗрлӗ шыв тултарнӑ савӑт тытса, Коля пульница хапхинчен тухрӗ.

Через минуту Коля уже выходил из ворот больницы с бутылкой воды подкрашенной розовой краской.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр минутран манӑн туссем те ҫитрӗҫ.

Через минуту пришли мои друзья.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тепӗр минутран эпӗ хам чӳречерен Петя тӑрантасӗ тӑвалла хӑпарнине куртӑм.

Через минуту из своего окна я увидел, как его бричка покатила в гору.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed