Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗрсем (тĕпĕ: йӗр) more information about the word form can be found here.
Галерея урайӗнчи тусан ҫинче Дерунов нимӗҫ салтакӗсем тӑхӑнакан ботинкӑсен пӑтисем шатралатнӑ йӗрсем тата хӗрарӑм, ача калушӗсем вӗтӗ йӗр туса хӑварнине курнӑ.

А на ракушечной пыли, покрывающей пол галереи, Дерунов заметил рябые от гвоздей следы солдатских ботинок немецкого образца и свежие рубчатые отпечатки женских и детских галош.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫав йӗрсем Лазарева пӑшӑрхантараҫҫӗ, атти, паллах, шукӑль, салтак тӑхӑнаканни мар, кунашкал атӑ тӑхӑннӑ ҫынна вӑл тахҫанах курнӑччӗ, анчах халӗ астумасть.

Лазарева очень встревожил след человека в сапожках, щегольских, явно невоенного образца, напомнивших ему что-то давно виденное, но забытое.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӗтмен ҫӗртенех ҫав йӗрсем хушшинчех тата тепӗр ура йӗрӗ курчӗ.

Неожиданно он обнаружил среди них еще один след.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Варрине хура пӗчӗк хӗрес, хӗреспе юнашар пӗр тан пайланӑ, цифрӑсем ҫырнӑ йӗрсем тунӑ ҫутӑ ҫаврашка витӗр ҫывӑхрах шоссе, палланӑ вырӑнсем курӑнчӗҫ…

В большом светлом круге, в центре которого маячил черный крестик, а рядом стояли нанесенные на стекле палочки делений и цифры, он увидел казавшееся совсем близким шоссе, знакомую местность и…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫаврака диск ҫинчи концентрлӑ пӗчӗк йӗрсем тӑрӑх витӗр курӑнман ҫутӑ секторӗсем йӑлтӑртатса шӑваҫҫӗ.

По концентрическим бороздкам на круглом поле диска скользили, лоснясь, матовые секторы бликов.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах та йыттине, ҫул ҫинчех йӗрсем ҫине чупса кӗрекенскерне, чарса тӑма нимӗнле те май пулмарӗ, вара Оленин татах икӗ фазан вӗлерчӗ, вӗсене шыраса чӑрманнӑ май вӑл ӗнерхи вырӑна кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫеҫ паллама пуҫларӗ.

Однако нельзя было удержать собаку, на самой дороге набегавшую на следы, и он убил еще пару фазанов, так что, задержавшись за ними, он только к полдню стал узнавать вчерашнее место.

XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эпӗ хӳме урлӑ васкаса каҫрӑм та, хам хыҫҫӑн йӗрсем ан юлччӑр тесе, пусмана хӑпартса хутӑм, унтан вара хӳтӗленмешкӗн хатӗрленме тытӑнтӑм.

Я живо вернулся к себе за ограду, поднял за собой лестницу, чтобы замести свои следы, и начал готовиться к обороне.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Утравӑн ку таранччен те кайса курман ҫыранӗ хӗррине ҫитсен, эпӗ пӗркун курнӑ ҫын ури йӗрӗ пек йӗрсем ку утрав ҫинче пӗртте сайра япала мар иккенне пӗлтӗм.

Добравшись до берега — а на этом берегу я, как уже сказано, никогда не бывал, — я убедился, что следы человеческих ног совсем не такая редкость на моем острове, как чудилось мне все эти годы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Йӗрсем урӑх пуррипе ҫуккине пӗлес килчӗ манӑн.

Мне хотелось узнать, нет ли там еще отпечатков.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ун ҫамкине тарӑн йӗрсем каркаларӗҫ.

Глубокие морщины избороздили его лоб.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ак унӑн куҫӗ йӑлкӑшса илчӗ, ҫамкине тарӑн йӗрсем каркаларӗҫ, тути виртлешнӗ чухнехи пек хаяррӑн кулкаларӗ.

Но вот глаза его загорелись, две глубокие морщины прорезали лоб, а на губах появилась жестокая усмешка.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Юрдан пырса кӗчӗ, вӑл шурса кайнӑ, чӗтресе тӑрать, ҫамки урлӑ тарӑн йӗрсем хывӑннӑ.

При виде вошедшего Юрдана, бледного, дрожащего, с искаженным лицом,

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку вӑл яланах ҫапла пулать: ҫын пуҫне мӗн те пулин шырас шухӑш пырса кӗчӗ пулсан, вӑл пур ҫӗрте те хӑй мӗн шыранине тупать; нимӗнле йӗр те ҫук пултӑр, вӑл пурпӗрех лайӑх палӑрса выртакан йӗр курать; мӗлки те ан пултӑр, вӑл ҫапах та хӑйне мӗн кирлин мӗлкине ҫеҫ мар, хӑйне кирлине пурне те курать, питӗ тӗплӗ-йӗрлӗ курать, ҫав йӗрсем вара вӑл ҫӗнӗрен пӑхнӑҫемӗн, унӑн ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑҫемӗн лайӑхрах та лайӑхрах курӑнма пуҫлаҫҫӗ.

Это всегда так бывает: если явилось в человеке настроение искать чего-нибудь, он во всем находит то, чего ищет; пусть не будет никакого следа, а он так вот и видит ясный след; пусть не будет и тени, а он все-таки видит не только тень того, что ему нужно, но и все, что ему нужно, видит в самых несомненных чертах, и эти черты с каждым новым взглядом, с каждою новою мыслью его делаются все яснее.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сирӗн сӑмахӑрсем те ҫав йӗрсем евӗрех.

Так и твои слова — это не твои дела.

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

Питҫӑмартисем ҫине вӑл сывах маррине кӑтартакан тӗмпӗл-тӗмпӗл йӗрсем хӗрелнӗҫемӗн хӗрелсе тухма тытӑнчӗҫ…

А на щеках все ярче проступал нездоровый, плитами, румянец…

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, йӑл кулса, шӗвӗр пӳрнине тӑсса пачӗ те, ҫав самантрах ахлатса ярса, каялла туртса илчӗ: пӳрне вӗҫӗнчи сыпӑкӗ ҫинче ҫыртса кӑвакартнӑ йӗрсем палӑрса юлчӗҫ.

Давыдов, улыбаясь, протянул указательный палец и, охнув, отдернул его: на верхнем суставе вылегли синие пятнышки укуса.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина, чие ҫырли тӗслӗ тӗмпӗл-тӗмпӗл хӗп-хӗрлӗ йӗрсем тапса тухнӑ сӑн-питлӗскер, йӗппе тирнӗ пек яштах сиксе илчӗ те, анлӑ хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, хӑватлӑ кӑкӑрӗсене каҫӑртса, Любишкин ҫинелле тапӑнса пычӗ, ҫапӑҫма хатӗрленекен арҫын пек ҫаннисене тавӑрма тытӑнчӗ.

Марина, осыпанная пятнами густого вишневого румянца, прыгнула, как от укола, и, наступая на Любишкина могучей грудью, шевеля разгонистыми плечами, начала по-мужски, по-бойцовски подсучивать рукава.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Агафонӑн чечче шатри путӑк-путӑк йӗрлесе пӗтернӗ пичӗ-куҫӗ тӑрӑх шупка йӗрсем тӗмпӗл-тӗмпӗл улаланса тухрӗҫ.

У Агафона по изрубленному оспою лицу пошли бледные матежины.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ.

Сани вычертили на снегу синие округлые следы полозьев, скрылись за воротами.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ.

Но Давыдов по-прежнему хранил наружное спокойствие, лишь резче легли у него над губами, по обочинам щек глубокие складки упорства.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed