Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленӗ (тĕпĕ: йӗркелен) more information about the word form can be found here.
Уяв программинче тӗнче шайне тухнӑ вӗрентекене халалласа йӗркеленӗ «Иван Яковлевич Яковлевӑн педагогикӑри еткерлӗхӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӗп вырӑн йышӑннӑ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Пирӗн ентеш, Чӑваш патшалӑх истори архивӗн директорӗ Галина Ертмакова йӗркеленӗ выставкӑри чӑн документсем Яковлев ӗҫлесе пурӑннӑ тапхӑра «ҫитсе килме» май панӑ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Кашни регионта сумлӑ пуҫарусем йӗркеленӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ҫавӑнпа та 1964 ҫулхи плана туса йӗркеленӗ чухне пурин кӑмӑлне те шута илме тӑрӑшнӑ.

Help to translate

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Уйрӑмах пирӗн тӗрлӗрен словарсем ытларах кӑлармалла — уйрӑм тӗмӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ словарсем, фразеологи словарӗсем, синоним словарӗсем, пӗчӗкрех словарьсем (шкул ачисем валли), пысӑкраххисем (аслӑраххисем валли) — пурте вӗсем вырӑсла-чӑвашла та, чӑвашла-вырӑсла та кирлӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

И. Я. Яковлев йӗркеленӗ ҫырулӑх вара шутсӑр вырнаҫуллӑ пулнӑ, унӑн тӗп принципӗсем паянхи куна та улшӑнмасӑрах юлаҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Герценпа иккӗшӗ вӗсем унта революцилле шухӑш-кӑмӑллӑ студентсен, «Пестельпе Рылеев декабристсем хыҫҫӑн пыма хатӗррисен» кружокне йӗркеленӗ.

Help to translate

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Малашлӑха тулли кӑмӑлпа пӑхса, ҫӗнӗ сезон уҫнӑ май театрӑн драма коллективӗ М. Шолохов романӗ тӑрӑх йӗркеленӗ «Уҫнӑ ҫерем» инсценировкӑна лартма пысӑк хастарлӑхпа хатӗрленчӗ.

Help to translate

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Обществӑна коммунизмла йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти кашни ҫын ҫав обществӑпа юрӑхлӑ кирек мӗнле ӗҫре те хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултармалла.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑн-чӑн литкружок, ӗҫченсен кружокӗ, чӑваш чӗлхине, чӑваш халӑхне юратакансен ушкӑнне йӗркеленӗ Митта.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Чӑваш писателӗ Митта Петӗрӗ йӗркеленӗ кружока ҫӳренӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Кунта — Брест крепоҫӗн вилӗмсӗр геройӗсен, тӑшмана хирӗҫ вӑрттӑн ӗҫленӗ вӗри чӗреллӗ комсомолецсен, коммунистсен, партизан отрячӗсем йӗркеленӗ чапа тивӗҫлӗ ҫынсен сасси.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӗрентекенӗмӗр ҫулӗпе утакансем «Яковлев вулавӗсем» ятпа йӗркеленӗ конференцие хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943

Проекта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркеленӗ.

Help to translate

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Чӑваш Республикинче ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене тата кунта пурӑнакан нумай халӑхсен чӗлхисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ӳстерме пӗтӗм майсем йӗркеленӗ.

В Чувашской Республике созданы все условия для воспитания подрастающего поколения в почтении к родному языку и языкам многочисленных народов, здесь проживающих.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ.

Он создал собственную педагогическую систему, открыл учебные заведения, учил любить людей и уважать родной язык.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Раҫҫей Патшалӑх Думинче йӗркеленӗ «ҫавра сӗтеле» 400 ҫын ытла хутшӑнчӗ.

Help to translate

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Иван Яковлевичӑн пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан хаклӑ документсемпе, тӗрлӗ тапхӑрта ӳкерӗннӗ хальччен никам курман сӑн ӳкерчӗксемпе паллашма пултарчӗҫ Раҫҫей Патшалӑх Думинче йӗркеленӗ куравра.

Help to translate

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

Ҫамрӑк куракансем валли йӗркеленӗ кермен ачасене ҫеҫ мар, аслисене те туртать.

Help to translate

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Ҫак икӗ тапхӑра фойере йӗркеленӗ курав пӗрлештерет.

Help to translate

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed