Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чечексем лартнӑ стакана сӗтел хӗрринерех шутартӑм, минтере ҫӗре ӳкерсе, одеколона салфетка ҫине тӑкса ярса чӳрече витӗр сада йӑпшӑнса тухрӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ йывӑҫ тӗмисем хыҫнелле чӑмрӑм та айӑккӑн-айӑккӑн шуса пырса, беседка ишӗлчӗкӗсем выртакан тӗмеске тавра кайса алкум вӗҫне пырса тухрӑм та ҫӳле йӑпшӑнса хӑпартӑм.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Куратӑн-и, вӑл мӗнле сиккелет, йӑпшӑнса явкаланать?
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Йӑпшӑнса тухрӗҫ.
2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Улах ҫырмана йӑпшӑнса ҫитсен, вӑл ҫурӑмӗпе хӑй еннелле ларнӑ Головень темӗн аппаланнине асӑрхарӗ.Подбираясь к укромному логову, он заметил, что Головень, сидя к нему спиной, мастерит что-то.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫав сасӑпах ула курак аҫи те чӑрӑш ҫинчи кӗпер тӑрӑх ӑсан аҫи патне вӑрттӑн йӑпшӑнса пыма тытӑнчӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Эпӗ килсен вӑл пытанса, йӑпшӑнса ларчӗ, анчах халӗ вӑл питех те пӗлесшӗн: чӗрӗ-и эпӗ е, йывӑҫ пек, пачах чарӑнса тӑнӑ та уншӑн хӑрушӑ мар-и?
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Анчах пакша мана курчӗ те йӑпшӑнса ларчӗ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Пирӗн Хӑта ятлӑ ҫамрӑк йытӑ, пӑрчкана улталасчӗ те, хыпса илесчӗ тесе, йӑпшӑнса пыма пуҫларӗ.Молодая наша собачка Сват стала прилаживаться, как бы её обмануть и схватить.
Пӑрчкан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 81–84 с.
Аран-аран пӗр пысӑк тӗм айне йӑпшӑнса тӑтӑм.
Бирюк // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 156–163 с.
Хӗр тӑруках вӑтаннӑ пек пулчӗ те, хӑйӗн вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсене аялалла усӑнтарса, айӑпа кӗнӗн пирӗн ҫума йӑпшӑнса пырса ларчӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Вӑл ун патне йӑпшӑнса пычӗ, алӑк уҫах иккен, йывӑр чаршава сирсе уҫрӗ те шалалла шиклӗн пӑхрӗ.
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Кӗпер ҫинче хӑйӗн профессорне тӗл пулсан, ӑна курман пек пулса ун ҫумӗпе йӑпшӑнса иртрӗ, профессор вара аптраса ӳксе нумай вӑхӑт ним ӑнланса илеймесӗр юпа пек хытса тӑчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ирсӗр йытӑ кӑна курсанах мана малтан ура хырӑмӗнчен ҫыртса илчӗ, кайран, ман алӑри хутсене курсан, йӑпшӑнса йынӑшма тытӑнчӗ.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Аришка макӑрса ярасшӑн пулчӗ, анчах Зюсмильх аллинчи вилкине вӑйпа чӑмӑртанине курсан, алӑк янахӗ ҫумне йӑпшӑнса тӑчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗрача Катя ҫумӗнче йӑпшӑнса ӗсӗклесе илчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Женя стена патнелле шӑппӑн утса ҫитрӗ те ҫӗр ҫине йӑпшӑнса выртрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Люба ӑна хӑйпе пӗрле вырттарчӗ, унтан ун ҫумнех йӑпшӑнса: — Эсӗ, Маня, комсомолка пулӗ? — тесе ыйтрӗ.Люба положила ее рядом с собой и, тесно прильнув, спросила: — Ты, конечно, комсомолка, Маня?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӳме ҫумӗпе йӑпшӑнса кайса пӑхам-ха, лешкассем мар-и?
Ҫӗрле ҫутатакан ҫеҫкесем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 116–118 с.
Хӑравҫӑ куян евӗр йӑпшӑнса мар, салтак хурӑм тап-тап утса пырам та татса илем ҫырлине пӗр ывӑҫ.Нет, не стану прятаться, как трусливый заяц, пойду смело, как солдат, и нарву горсть слив.
Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.