Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ернӗ (тĕпĕ: ер) more information about the word form can be found here.
Килӗнче унӑн — амӑшӗ-мӗн, ӗҫке ернӗ ашшӗпе, ҫурма идиотла ывӑлӗпе те тӑватӑ пӗчӗк хӗрачапа; ҫӗрне вӗсенне ялйыш вӑйпалан та тивӗҫсӗррӗн туртса илнӗ; ҫав ялйыш ырлӑхне пула халь пурте ӑҫта-тӑр ӗмӗрне вӗҫленӗ пӳрт пеккинче хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ; аслисем ют ҫынсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем кӗлмӗҫленсе ҫӳреҫҫӗ.

Дома — мать с пьяницей-отцом, с полуидиотом-сыном и с четырьмя малолетними девчонками; землю у них насильно и несправедливо отобрал мир; все ютятся где-то в выморочной избе из милости того же мира; старшие работают у чужих людей, младшие ходят побираться.

XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Аманнисем, юн юхтарса, ҫыран тӑрӑх чупма тытӑнчӗҫ, хӑйсем ухмаха ернӗ ҫынсем пек ҫухӑрса йынӑшаҫҫӗ.

Раненые, обливаясь кровью, бегали они по берегу с дикими воплями как безумные.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Рада ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрса ячӗ.

Рада вскрикнула как безумная.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку вӑл ӗлӗк, сыхланма вӗренсе ҫитиччен, чечче ернӗ пекех пулнӑ.

Это то же, что в старину была оспа, пока не выучились предотвращать ее.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера, ухмаха ернӗ эсӗ, — терӗ Марья Алексевна аран-аран тухакан сасӑпа.

— Вера, ты с ума сошла, — говорила Марья Алексевна задыхающимся голосом.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑтам шкул учителӗсемпе агрономсем пулса юлхава ернӗ эсир.

Засиделись вы, будучи в учителях средних школ, в агрономах.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ухмаха та ернӗ, чирленҫи те пулнӑ, тытамак тытнӑ пек те туса кӑтартнӑ.

И сумасшедшим прикидывался, и хворым, и припадошным.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ пулчӗ те сана пӗр япала: «Мӗнле-ха капла, кантӑк хуппине ҫакса яма ыран кун пулмасть-им? — тетӗп. — Эсӗ ухмаха ернӗ пулмалла, ват турчка!»

Вот тебе, думаю, и раз: «Да, что же, — говорю ей, — завтра дня не будет, чтобы ставню навесить? Не иначе ты ополоумела, старая кочерыжка!»

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

будка ҫывӑхне табак туртма ларчӗҫ, кулса лӑкӑртӑка ернӗ Кондрат Майданников калаҫма пуҫларӗ:

Неподалеку от будки сели покурить, и Кондрат Майданников, заикаясь от смеха, сказал:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йӑлтах ухмаха ернӗ, урӑх нимӗн те мар.

Бесповоротно сошел с ума, не иначе.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ухмаха ернӗ эс!

— Ты спятила!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ухмаха ернӗ, — терӗ кӗтесре ларакан ҫамрӑк ҫын, ӗҫ мӗнре иккенне тин кӑна туйса илнӗ пек.

— Рехнулся! — повторил молодой человек в углу, как будто тоже вдруг прозрел.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Вӗсем юсанма мар, тахҫанах мана ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хума хатӗрленнӗ иккен.

Они не только не желали исправиться, но намеревались упрятать меня куда-нибудь как сумасшедшего.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ухмаха ернӗ ҫын ҫине мӗн пӑхмалли пур! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вара.

Чего хорошего смотреть на сумасшедшего!

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

1918 ҫулхи апрель уйӑхӗнче «Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем» пичетленсе тухнӑ.

Help to translate

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

— Ухмаха ернӗ эсӗ!

— Одурел ты!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫалапа вара, кулаксен килйышӗсене, вӗсен япалисене тиенӗ лавсем Гремячирен тапранса тухсан, вӑл ухмаха ернӗ ҫын пекех усал сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те юр ҫине выртсах тапкаланчӗ.

И когда навечер из Гремячего тронулись подводы с кулацкими семьями и пожитками, она крикнула дурным, кликушеским криком, забилась на снегу.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Мӗнрен хӑраса ӳкрӗ-ха ку кулӑшла ҫын?» — тӗлӗнчӗ Давыдов, кил хуҫи епле шуралса кайнине, унӑн чӗтреве ернӗ тути хӗррисем араннӑн хускалкаланине асӑрхаса.

«Чего он испугался, чудак?» — удивился Давыдов, заметивший, как побледнел хозяин, как губы его едва шевелились, объятые дрожью.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл чӗтреве ернӗ, урисем лӗнчӗрех кайнӑ, анчах Половцев, ӑна хирӗҫ хуравласа тӑмасӑрах, приказ пачӗ:

Его бьет лихорадка, подламываются ноги, но Половцев, не отвечая, приказывает:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ухмаха ернӗ эсӗ!.. — тенӗ ҫакна пӗр юлташ — Халех каялла илсе тухса кай!»

«Сдурел ты, такую твою! — говорит ему товарищ. — Удались зараз же с этим!»

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed